Пӑлхарсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пулхăрсем е Пÿлерсем (выр. Булгары, лат. Bulgares, грек Βoύλγαρoί, пăлх. прабългари, тут. Bolğarlar, балк. Малкъар.) — тĕрĕк йăхĕсем[1], вĕсем IV ĕмĕрте Çурçĕр Хура тинĕс çумĕнчен Каспие тата Çурçĕр Кавказа таран çĕрсене йышăннă, VII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче пĕр пайĕ Тăнай тăрăхне куçса кайнă, каярах ытти пайĕсем Вăтам Атăлçине, Паннонине, Италие çитнĕ.
Хальхи халăхсен — балкарсен, пушкăртсен, пăлхарсен, карачайсен, македонсен, тутарсен тата чăвашсен —этногенезне хутшăннă[2][3].
Тăнай пăлхарĕсем хăйсен славян тата фраки йăхĕсемпе пĕрле туса хунă патшалăхне авалхи ламтайĕсен ятнех — Пăлхари - хăварнă.
Халĕ историографире протопăлхарсем, прапăлхарсем, авалхи пăлхарсем терминсем тĕл пулаççĕ.