Болгaр чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Болгар чĕлхи (български език) — индоевропа чĕлхе çемьине кĕрекен славян ушкăнĕн кăнтăр кĕçĕн ушкăнĕнчи пăлхарсен чĕлхи. Пăлхари Республикин официаллă чĕлхи. Çырулăхне кириллица никĕсĕпе тунă. Пăлхар чĕлхипе илемлĕ тата ăслăх литературин чылай. Пăлхарла калаçакан тĕнчери мĕнпур йышĕ 2014 çул тĕлне — 9 миллиона яхăн çын.
- Ку ăнлава Пӑлхар чĕлхи ăнлавпа пăтраштармалла мар
Болгар чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | български език |
Патшалăхсем: | Пăлхари, Çурçĕр Македони, Украина, Серби, Румыни, Греци, Турци, Молдави, Албани, РФ |
Регионсем: | Балкан çурутравĕ |
Официаллă статус: | Пăлхари Европа пĕрлешĕвĕ Европа пĕрлешĕвĕ |
Йĕркелекен: | Пăлхар ăслăх академийĕн Пăлхар чĕлхин институчĕ (Институт за български език) |
Рейтинг: | 86 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Индоевропа çемьи
| |
Çырулăх: | кириллица (пăлхар алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | bg |
ISO 639-2: | bul |
ISO 639-3: | bul |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Ытти чылай славян чĕлхисемпе танлаштарсан, пăлхар чĕлхинче аналитизм тарăн тымар янă: ӳкĕмсем пачах çухалнă (вĕсен функцисем предлогсемпе сăмахсен йĕркелĕшĕ çине куçнă); палăртнă тата палăртман[3] тата «нуллĕ» артикльпе усă кураççĕ. Славян чĕлхисем хушшинче пăлхар чĕлхинче кăна тата çывăх македон чĕлхинче артикльсем пур.
Лексикăлла пăлхар чĕлхи чиркӳ-славян чĕлхине çывăх, халиччен те тухăç славян чĕлхисенчи архаикăллă сăмахсем пур. Историри сăлтавсене пула, пăлхар чĕлхинче тĕрĕк кăкĕнчен тухнă сăмахсем нумай. Вырăс чĕлхипе пăлхар чĕлхин лексиконĕсен пĕрпеклĕхĕ чиркӳ витĕр тухать, стилилистика енĕпе пăлхар чĕлхине серб, хорват тата македон чĕлхисем çывăхрах.