Тутарсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тутарсем (тăван ячĕ — тут. татар, tatar, нум. х. татарлар, tatarlar) — Раççейĕн европа пайĕн вăта облаçĕсенче, Атăлçире, Уралçумĕнче, Çĕпĕрте, Казахстанра, Вăтам Азире, Синьцзянра тата Инçет Тухăçра пурăнакан тĕрĕк халăхĕ.
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Тутарсем | |
![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() Габдулла Тукай • Хади Такташ • Галиаскар Камал • Гаяз Исхаки Садретдин Максудов • Юсуф Акчурин • Муса Джалиль • Салих Сайдашев Сара Садыкова • Рашид Вагапов • Габдулхай Ахатов • Марат Сафин • Руслан Нигматуллин • Алсу | |
Тăван ячĕ | Татарлар |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 7 млн. яхăн[1]
| |
Чĕлхе | тутар, вырăс тата ур. |
Тĕн | ислам (суннизм), православи, атеизм тата ур.[20] |
Расă тĕсĕ | ытларахăшĕ европеоидсем, сахалрахăшĕ монголоидсем |
Кĕрет |
Тĕрĕк турачĕ Атăлçи кĕçĕн ушкăнĕ |
Этнос ушкăнĕсем | хусан тутарĕсем, мишерсем, кряшенсем, çĕпĕр тутарĕсем, аçтăрхан тутарĕсем, касимов тутарĕсем, поляк-литва тутарĕсем |
Пулса кайни | пăлхарсем, половсем, пăртассем, финн-укăрсем |
Раççейри тутар халăх йышĕ 5554,6 пин çын (2002 çулхи халăх çыравĕпе) — Раççейре пурăнан халăхăн 3,83 %[21]. Раççей Федерацинче йышĕпе иккĕмĕш вырăнта (вырăссем хыççăн). Виççĕ тĕп этнотерритори ушкăна: атăл-урал тутарĕсем, çĕпĕр тата аçтăрхан, хăш чухне поляк-литва тутарĕсене те палăртаççĕ, пайланаççĕ. Тутарсем Тутарстан Республикин çурринчен ытларах пайĕ (52,9 %, 2002 çулхи çыравпа[22]). Тутар чĕлхи алтай çемьинчи тĕрĕк ушкăнĕн кăпчак кĕçĕн ушкăнне кĕрекен чĕлхе, унăн виççĕ диалект: анăç (мишер), вăта (хусан-тутар) тата тухăç (çĕпĕр-тутар). Тутарсен ытларах пайĕ мăсăльман сунит тĕнне ӗненет, пӗчӗк пайĕ — кряшенсем — Православине ӗненеҫҫӗ.