Шорсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шо́рсем (шор шор-кижи, татар-кижи, тадар-кижи, татар, тадар) — Анăç Çĕпĕрĕн тухăç пайĕнче. ытларах Кемĕр облаçĕнче (Таштагол, Çенĕ Тимĕрçен, Междуреченск, Мыски, Осинники тата урăх районĕсенче), çаплах юнашар Хакас Республикипе Алтай Республики, Красноярск тата Алтай енĕсен хăшпĕр районĕсенче, пурăнакан тĕрĕк чĕлхиллĕ халăх. Мĕнпур йышĕ 14 пине яхăн çын. Иккĕ этносран: кăнтăр е туçи-тайга (XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче кăнтăр шорсем пурăннă вырăна Туçи Шор теме пуçланă), тата çурçĕр е вăрман-çеçенхир (вĕсене абинсем теççĕ) тытăнса тăрать.
Краткие факты Тăван ячĕ, Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ ...
Шорсем | |
Тăван ячĕ | шор-кижи, тадар, тадар |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 13 000 çын
| |
Чĕлхе | шор, вырăс |
Тĕн | шаманизм, анимизм, православи |
Расă тĕсĕ | анăç çĕпĕр раси, кăнтăр çĕпĕр раси |
Кĕрет | тĕрĕксем: хакас группи / çурçĕр алтай группи : Раççей Федерацин Çурçĕрти, Çĕпĕрти тата Инçет Тухăçри вырăнти сахал йышлă халăхсем |
Закрыть
Чĕлхипе шорсем ытларах алтайсене тата хакассене çывăхрах, культурипе — алтайсене тата чулӑмсене çывăхрах.