Шор чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шор чĕлхи, — шорсен чĕлхи. Ку чĕлхепе калаçакансем Раççейĕн Кемерово облаçĕнче (Таштагол районĕ, Мыскипе Междуреченск хулисем) пурăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсем Алтайăн çурçĕр енĕнче, Кузнецки Улатăвра, Томь юханшывăн хĕрринче, Хакасипе Алтай республикин чиккисем патĕнче пурăнаççĕ.
2002 çулхи çырав тăрăх ку чĕлхепе калаçакансен шучĕ 6 пин ытла пулнă. Икĕ диалект пур: 1920-1930-мĕш çулта усă курнă литература чĕлхи пек шутланнă мрас диалекчĕ, тата темиçе вырăнти калаçу çине пайланакан кондом диалекчĕ.
ISO 639-2 кодчĕ — tut.