Хакассем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хакассем (хăйсене тадар, нум. х. тадарлар теççĕ), патша тытăмĕн тапхăрĕнче вырус докуменчĕсенче минуси́н тутарĕсем, абака́н (енисе́й) тутарĕсем, а́чин тутарĕсем) — Раççей тĕрĕк халăхĕ, Çĕпĕрĕн кăнтăр çĕрĕнче (Минусин котловини) пурăнакан халăх. Хакаси Республикин титуллă этносĕ.
Халăх йышĕ — 75,6 пин çын (2002).
Халăх тĕнĕ — шаман тĕнĕ, XIX ĕмĕрте нумайăшне православи тĕнне (хăш чух вăйпа хĕсĕрлесе) кĕртнĕ.