Эмми Нётер
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ама́лия "Э́мми" Нётер (ним. Amalie "Emmy" Noether; 1882—1935) — нимĕç математикĕ, уйрăмах пĕтĕмĕшле алгебра тата теорилле физика енĕпе палăрнă. Павел Александров, Альберт Эйнштейн, Жан Дьёдонне, Герман Вейль тата Норберт Винер ăна историри чи шултра хĕрарăм-математик тесе шутланă. Чи аслă математиксенчен пĕри пулса ункă, уй тата алгебра вĕрентĕвĕсем тĕлĕшпе сулмаклă утăмсем тунă. Физикăра Нётер теореми пирвайхи хут çутçанталăкри симметрипе сыхланнăлăх саккунĕсем хушшинчи сыхăнăва палăртнă.
Еврейсен килйышĕнче çуралса ÿснĕ.