Нимĕç чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Нимĕç чĕлхи (ним. Deutsch (info), çапла илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃ]; deutsche Sprache, илтĕнет: [ˈdɔʏ̯tʃə ˈʃpʀaːχə]) — нимĕçсен, австрисен, лихтенштейнсен тата чылай швейцарсен тăван чĕлхи, хĕвеланăç герман ушкăнне кĕрекен индо-европа чĕлхи. Германипе Австрире патшалăх чĕлхи шутланать. Çавăн пекех Швейцарире тата Люксембургра тĕп чĕлхесем йышне кĕрет.
Нимĕç чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Deutsch [dɔʏtʃ] |
Патшалăхсем: | Германи, Австри, Швейцари, Лихтенштейн, Бельги, Итали, Люксембург, Раççей Федерацийĕ тата 36 çĕршыв |
Официаллă статус: | Германи Австри Регионти е вырăнти официаллă чĕлхе:
|
Йĕркелекен: | Нимĕç чĕлхи институчĕ Нимĕçле тĕрĕс çыру канашĕ |
Рейтинг: | 10 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи
| |
Çырулăх: | латиница (нимĕç алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | de |
ISO 639-2: | ger (B); deu (T) |
ISO 639-3: | deu |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Литература чĕлхине Мартин Лютер хатĕрленĕ. Вăл библине нимĕçле куçарнă. Библине çырнă чухне вăл пĕтĕм нимĕç диалекчĕсемпе усă курнă, çавăнпа та унăн ку çырăвĕ нимĕç чĕлхин никĕсĕ пулса юлнă[12]. Китай, арап, хинди, акăлчан, испан, бенгал, португал, вырăс тата япун чĕлхисем хыççăн тĕнчере калаçакансемпе чи йышлă чĕлхе шутланать. Нимĕç чĕлхи интернетре усă курнипе тăваттăмĕш вырăна (акăлчан, вырăс тата япун) йышăнать[13]. Çаплах нимĕç чĕлхи — Европа Пĕрлешĕвĕ Европĕрлешӳ чĕлхисем пе темиçе тĕнчери урăх организацисен официаллă тата ĕçри чĕлхе пулать.
Индоевропа çемьинчи герман чĕлхисен анăç кĕçĕн группине кĕрет. Çурулăхăн никĕсне латин алфавитне, умлаутсене (ä, ö, ü) пĕлтерекен 3 графема тата эсцет лигатурине (ß) хушса, хунă. Авалранхи çыру палăкĕсене VIII ĕмĕрте хăварна теççĕ[14].
Нимĕç чĕлхи прагерман чĕлхи кăкĕнчен тухнă, лешĕ вара, хăй майĕпе, праиндоевропа чĕлхинчен уйрăлса кайнăскер пулать. Хупă сасăсем иккĕмĕшле куçăннă хыççăн чĕлхен фонетикăпа морфологи системисем улшăнни ăна тăванла герман чĕлхисенчен уйăрса янă. Вăтам ĕмĕрсенче тури нимĕç, унăн хыççăн — ирхи тури нимĕç фонетикипе морфологи, лексика йĕркеленчĕкĕпе синтаксис аталанса пыраççĕ. Хальхи нимĕç чĕлхин — унăн кунçулĕ XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен пуçланнă темелле —тепĕр ячĕ тури нимĕç чĕлхи. Ăна ура çине тăратма Мартин Лютерăн Библийĕ, Иоганн Вольфганг фон Гёте, Фридрих Готлиб Клопшток тата Иоганн Кристоф Готтшед çыравçăсен пултарулăхĕ, Иоганн Кристоф Аделунг, Гримм тăвансен тата Конрад Дуден лингвистика ĕçĕсем хăватлă ӳсĕм панă[12].
Хальхи литература нимĕç чĕлхин никĕсне тури нимĕç диалекчĕсене хунă. Унсăр пуçне уйрăмла нимĕç диалекчĕсем (сăмахран, анатри нимĕç е алеманн) пур, вĕсем хăйсен уйрăмлăхне упраса пыраççĕ. Австрипе Швейцарире хăйсен диалект никĕсĕпе йĕркеленнĕ нимĕç чĕлхин варианчĕсем пур, вĕсем фонетикăпа грамматика енчен хăйне евĕрлĕ йĕркеленчĕклĕ[12][14].