Эвенк чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Эвенк чĕлхи, (кив. тунгус чĕлхи) — эвенксен чĕлхи. Раççейĕн Хĕвел тухăç Çĕпĕртерриторинче — Ениçейĕн сулахай çыранĕнчен пуçласа Сахалина çити (35,5 пин çын 2002), çаплах 9 пине яхăн çын пурăнать, çав шутра солонсем — Китайăн çурçĕр енче (Шалти Монголи, Синьцзян-Уйгур автономи районĕ) тата Монголире. Эвен тата негидаль чĕлхисемпе пĕрле тунгус-маньчжур чĕлхисен çурçĕр ушкăнне кĕрет.
Эвенк чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | Эвэды̄ турэ̄н |
Патшалăхсем: | Раççей, Китай, Монголи |
Регионсем: | Хĕвел тухăç Çĕпĕр |
Калаçакансен пур йышĕ: | 44500 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Алтай çемьи
| |
Çырулăх: | кириллица (Эвенк çырулăхĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | эвк 825 |
ISO 639-1: | — |
ISO 639-2: | — |
ISO 639-3: | evn |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Çурçĕр, кăнтăр тата мал пуплевĕсене уйăраççĕ. Фонетика пахалăвĕсемпе «ха-калакан», «касакан» и «чашлакан» диалектсем пулаççĕ. Солон диалектне хăш чухне уйрăм чĕлхе шутне кĕртеççĕ. Литература чĕлхине кăнтăр пуплевĕн непс (1953 ç. — полигусов) калаçавĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ. Эвенк чĕлхинче уçă сасăсен пахаллă-шутлă гармонин кăткăс (пусмаллă) саккунĕ пур. Грамматика йĕркипе суффикслă-агглютинатилă тĕсĕн чĕлхисен йышне кĕрет. Лексика енĕпе якут тата бурят чĕлхисене çывăх, вырăс чĕлхинчен илнĕ сăмахсем те пур.
Раççейре çырулăхне 1929 çултанпа латин графикипе, 1937 çултанпа — вырăс алфавичĕн никĕсĕпе. Китайпа Монголире, официаллă çырулăхĕ çук пулнипе, эвенк тексчĕсене Кивĕ монгол çырăвĕпе çырнă. Китайра çаплах пиньиньпе тата китай иероглифĕсемпе хайланă. Уйрăм çыру çăлкуçĕсем XIX ĕмĕр тĕлнелле пулаççĕ[1].
Эвенк чĕлхине ача-пăча сачĕсенче, пуçламăш шкулта, хăш чухне 8-мĕш класа çити факультатив шайĕпе, вĕрентеççĕ. Санкт-Петербургри, Якутскри, Хабаровскри, Улан-Удэри аслă пĕлӳ керменĕсенче тата Игаркăри, Николаевск-Амур-çинчи наци педучилищисенче усă кураççĕ.
Вĕренӳ литературине хатĕрленĕ, илемлĕ литература аталанать. Турара эвенк чĕлхиллĕ страницăллă «Эвенкийская жизнь» хаçат тухать.