![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/3/3a/%25D0%259E._%25D0%25A1%25D0%25B0%25D1%2585%25D0%25B0%25D0%25BB%25D0%25B8%25D0%25BD.png/640px-%25D0%259E._%25D0%25A1%25D0%25B0%25D1%2585%25D0%25B0%25D0%25BB%25D0%25B8%25D0%25BD.png&w=640&q=50)
Сахалин
From Wikipedia, the free encyclopedia
Сахалин — Ази континенчĕн хĕвелтухăç енче вырнаçнă утрав. Сахалин облаçне кĕрет. Раççейĕн чи пысăк утравĕ шутланать, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 76,4 пин км2 танлашать. Утрав тăршшĕ 948 çухрăм, сарлакăшĕ — 27-170 çухрăм. Утравăн чи çӳллĕ вырăнĕ Лопатин тăвĕ çинче вырнаçнă, 1609 метр çӳллĕш.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/3/3a/%D0%9E._%D0%A1%D0%B0%D1%85%D0%B0%D0%BB%D0%B8%D0%BD.png/640px-%D0%9E._%D0%A1%D0%B0%D1%85%D0%B0%D0%BB%D0%B8%D0%BD.png)
Çыранĕсем Охот тата Япони тинĕсĕсем çине тухаççĕ. Ази континенчĕнчен Тутар тинĕс пырĕпе уйрăлса тăрать. Чи хĕсĕк çĕртре, Невельский тинĕс пырĕнче, сарлакăшĕ 7,3 çухрăмпа танлашать. Японине кĕрекен Хоккайдо утравĕнчен Лаперуз тинĕс пырĕпе уйрăлса тăрать.
Пысăк кӳлмекĕсем: Анива, Чăтăмлăх кӳлмекĕ.