Черкесск (выр. Черкесск) — Раҫҫейӗн Карачай-Черкесин тӗп хули. Ҫурҫӗр Кавказра политикӑлӑ, культурӑлӑ, экономикӑлӑ аталаннӑ хуласенчен пӗрри. Халӑх йышӗ 2010 ҫулта 129 069.
Черкесск абаз. Черкесск[1], каб.-черк. Черкесск[2], карач.-балк. Черкесск[3], нух. Черкесск[4] | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Карачай-Черкес Республики |
Никĕсленĕ: | 1825 |
Хула, çултан: | 1931 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 122 579 (2022) |
Хула лаптăкĕ: | 1756,15 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 44°12' ç.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 42°02′ х.т.д. |
Черкесск кивӗ ятсем: Баталпашинская (1931 ҫулччен), Баталпашинск (1934 ҫулччен), Сулимов (1937 ҫулччен), Ежово-Черкесск (1939 ҫулччен).
Этимологи
Хула вырӑсла выр. Черкесск ятлӑ[5]. Ытти пысӑк вырӑнти халӑхсен чӗлхисенче: Карачайла карач.-балк. Черкесск е карач.-балк. Черкесск шахар (Черкесск хули), Кабардинле каб.-черк. Шэрджэс къалэ е каб.-черк. Черкесск, Абазинле абаз. Черкес къала е абаз. Черкесск, Нухайла нух. Шеркеш шахар тата Чеченле чеч. Черкесск ятлӑ.
Черкесск кунҫулӗн пуҫламашра вӑл "станица" пекех пулнӑ. Казак ҫаресен ялӗ пекех вӑл Баталпашинская станици (выр. Баталпашинская станица) 1825 ҫултан 1931 ҫулччен ячӗпе пулнӑ. Татах та хулана Пашинка течӗҫ. 1931 ҫулта Баталпашинск ятне улӑштарнӑ[6]. 1934 ҫулта Даниил Сулимов ячӗллӗ, РСФСР халӑх коммисарӗсен пуҫлӑхӗ, унӑн ӗҫӗшӗн Пысӑк террор вӑхӑчӗнче, Сулимов ятне улӑштарнӑ. 1937 ҫулта, Николай Ежов ячӗллӗ, Шалти ӗҫсен халӑх комиссариачӗн пуҫлӑхӗ, Ежово-Черкесск ятне улӑштарнӑ. Ежов аресчӗпе 1939 ҫулта хыҫҫӑн, "Ежово-" сӑмахӑн пайӗ кӑланӑ тата Черкесск унӑн хальхи ячӗне илнӗ.
Кунҫул
Черкесск, Раҫҫей Империйӗ ҫар форчӗ пекех, Кубань юханшывӗнче, 1804 ҫулта никӗсленӗ. Вӑл никӗсленӗ ҫак вырӑнта, ӑҫта 1790 ҫулта, Раҫҫей ҫаресемпе Герман фон Ферсен И. И. генералӗ, Осман (турккӑ) Батал Пашана ҫарпуҫне, ҫӗнтернӗ. Батал Пашана ҫӗнтерни хыҫҫӑн, унӑн ячӗллӗ, фортне Баталпашинская ятне улӑштарнӑ. Ҫак вӑхӑтра пӗрремӗш пурӑнакансем ӑна "Пашинка" теҫҫӗ.
Тӗрӗспе, Кубань казакӗсен Баталпашинская станици, Раҫҫей арми посчӗ патӗнче, никӗсленӗ. Официаллӑ йышӑннӑ никӗслени ҫулӗ ку 1825 ҫул. Анчах та, Казак пурӑнаканӗсем, Хопёр тата Кубань полкӗсенчен, ҫӗнӗ станицӑра 1826 ҫулхи ҫуркунне кӑна кайна[7]. 1860 ҫултан Баталпашинск отделӗн административлӑ центр пек, Кубань облаҫӗнче. Раштав 30-мӗшӗнче 1869 ҫултан, Александр II указӗпе, Баталпашинская станцирен Баталпашинск хулине улӑштарнӑ, анчах ҫак указ нихӑҫан публикаци тунӑ[8]. Ҫавӑнпа та, вӑл Совет вӑхӑчӗччен "станица" пекех ятлӑ. 1888 ҫулта, станица Кубань облаҫӗн пӗр ҫичӗ отделӗсенчен тӗп хули пулнӑ.
1922 ҫулта, станица Карачай-Черкес Автономи облаҫӗн (РСФСР) тата 1926 ҫулта Черкесск Наци тӑрӑхӗн центрӗ тунӑ[9]. 1931 ҫулта, хула статусӗ илнӗ тата Баталпашинск ятне улӑштарнӑ. Хальхи "Черкесск" ятне 1939 ҫулта илнӗ. Тӗнчери Иккӗмӗш вӑрҫӑ вӑхӑчӗнче, Нацизмлӑ Германи оккупацийӗнче 11 Ҫурла 1942 ҫултан 17 Кӑрлач 1943 ҫулччен пулнӑ (Блау планӗпе). 1957 ҫулта, тепӗх хут йышӑнӑ Карачай-Черкес Автономи облаҫӗн тӗп хули пулнӑ. 1991 ҫулта, Совет Пӗрлешӗвӗн арканса кайнипе, Карачай-Черкесин тӗп хули тӑна.
Администрациллӗпе муниципаллӑ статус
Черкесск ку Карачай-Черкесин тӗп хули. Черкесс хула тӑрӑхӗ тунӑ[10][11].
- Черкесск мэрӗ Баскаев Алексей Олегович[12]
Халӑх
Халӑхсем
Хулара вырӑссем, черкессем, карачайсем, абазинсем, нухайсем тата кӑштах ыттисем[13] пурӑнаҫҫӗ.
1926
Пӗрремӗш Пӗтӗм Совет халӑх йышӗн ҫырӑвӗпе, 1926 ҫулта, Баталпашинскра (хальхи Черкесск) малалла халӑхсем пурӑнчӗҫ[14].
- Вырӑссем (82.7%)
- Украинсем (9.0%)
- Карачайсем (0.8%)
- Грексем (Понтлӑ грексем) (0.2%)
1939
1959
Совет Пӗрлешӗвӗн ҫырӑвӗпе, 1959 ҫулта, кунта пурӑнаҫҫӗ:[14]
- Вырӑссем (87.7%)
- Украинсем (2.8%)
- Черкессем (2.1%)
- Абазинсем (1.8%)
- Карачайсем (1.6%)
- Нухайсем (0.4%)
- Грексем (0.4%)
- Осетинсем (0.4%)
1970
Совет Пӗрлешӗвӗн ҫырӑвӗпе, 1970 ҫулта, кунта пурӑнаҫҫӗ:[14]
- Вырӑссем (74.5%)
- Черкессем (6.4%)
- Карачайсем (6.2%)
- Абазинсем (5.0%)
- Украинсем (2.1%)
- Нухайсем (1.0%)
- Грексем (0.5%)
- Осетинсем (0.5%)
1989
Юлашки Совет Пӗрлешӗвӗн ҫырӑвӗпе, 1989 ҫулта, кунта пурӑнаҫҫӗ:[14]
- Вырӑссем (67.8%)
- Черкессем (9.0%)
- Карачайсем (7.8%)
- Абазинсем (6.5%)
- Украинсем (2.2%)
- Нухайсем (1.2%)
- Осетинсем (0.5%)
- Грексем (0.5%)
2002
2002 ҫулта, Пӗтӗм Раҫҫей халӑх йышӗ ҫырӑвӗпе, кунта пурӑнаҫҫӗ:[15]
2010
2010 ҫулта, кунта пурӑнаҫҫӗ:
- Вырӑссем (54.7%)
- Карачайсем (16.4%)
- Черкессем (13.2%)
- Абазинсем (8.2%)
- Нухайсем (1.5%)
- Ыттисем (6.0%)
2021
2021 ҫулта, кунта пурӑнаҫҫӗ:[15]
- Вырӑссем (45.5%)
- Карачайсем (23.8%)
- Черкессем (16%)
- Абазинсем (9.5%)
- Нухайсем (1.5%)
- Ыттисем (3.7%)
Паллӑ ҫынсем
- Давид Сафарян, Эрмени тӗнчери пауэрлифтинг чемпионӗ.
Асӑрхавсем
Каҫӑсем
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.