From Wikipedia, the free encyclopedia
Карачай-Черкеси е Карачай-Черкес Республики, кĕске КЧР (карач.-балк. Къарачай-Черкес Республика, каб.-черк. Къэрэшей-Адыгэ Республикэ, абаз. Къарча-Черкес Республика, нух. Карашай-Шеркеш Республика, выр. Карачаево-Черкесская Республика), — Раççей Федерацин субъекчĕ, ун шутне республика (патшалăх)[2]. Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхне кĕрет, Çурçĕр-Кавказ экономика районĕн пайĕ[3].
Карачай-Черкес Республики Карачаево-Черкесская Республика | |||||
| |||||
Тĕп хули | Черкесск | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
78 14 277 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
77 | ||||
Федераци тăрăхĕ | Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Çурçĕр-Кавказ экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | 09 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс, нухай, карачай-балкар, кабарда-черкес, абаза | ||||
Пуçлăхĕ | Темрезов Рашид | ||||
Премьер-министр | Мурат Аргунов | ||||
Патшалăх Канашĕн Председателĕ | Иванов Александр | ||||
Гимн | Карачай-Черкеси гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ МСК, UTC+3 |
Тĕп хули — Черкесск.
Вăл хĕвеланăç енче — Краснодар крайĕ, çурçĕр енче — Ставрополь крайĕ, хĕвелтухăç енче — Кабарда-Балкари, кăнтăр енче — Тĕп Кавказ ту-сăрт хырçи хĕррипе — Грузи (унăн тĕнчери йышăннă территорисен пайĕнче — çурма йышăннă Абхаз Республикипе) чикĕленет.
1922 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Карачай-Черкесс автономиллĕ облаçĕ пекех йышăннă, 1992 çулта республика пекех[4][5].
Патшалăх чĕлхисем: абазинле, карачай-балкарла, нухайла, кабарда-черкесле те вырăсла. КЧР конституципе, вырăсла та нацисен хушшинчи хутшăну тата официаллă ĕç туни валли чĕлхе[6].
Карачай-Черкеси кавказăн çурçĕр-хĕвеланăç енчи сăрчĕсенче вырнаçнă.
Климат виçеллĕ ăшă, хĕл кĕске, çулла ăшă, нумайччен нӳрлĕ. Кăрлачăн вăтам температури −10,2 °С, утăн +22,6 °С, чи çӳллĕ температура +48 °С, аялти −32 °С.
Карачай-Черкес Республикин 86% яхăн пайĕ ту тăрăхĕнче вырнаçнă. Республика чиккисенче 3 зона: сăрт-ту таврашĕнчи тӳремлĕх, ту хысакĕ тата Кавказ тăвĕсем палăраççĕ. Çурçĕрте Пысăк Кавказăн малти ту хырçисем тăсăлаççĕ.
Республикăра шыв ресурсĕсем нумай: 132 яхăн çӳллĕ ту кӳллисем, ту шывсиккисем. 174 юханшыв юхса иртет, вĕсенчен чи пысăккисем — Кубань, Пысăккипе Кĕçĕн Зеленчук, Уруп, Лаба; Кубань водохранилищи пур. Республикăра ĕçлекен Пысăк Ставрополь каналĕн тытăмĕ Ставрополь Еншĕн шывпа тивĕçтермелли çăлкуçĕ пулса тăрать.
Çĕр айĕнче çутçанталăк чавнă çĕрсем пуян: чул кăмрăк, гранит, мрамор, тĕрлĕ рудасемпе тăм. Нумай сиплĕ минерал шывĕсем, термаллă çăлкуçсем пур.
Карачай-Черкеси ту çеçенхирĕсемпе сарлака çулçăллă вăрмансен зонине вырнаçнă. Республика территорийĕнче Тербердин заповедникĕ тата Кавказ заповедникĕн пĕр пайĕ пур.
Карачай-Черкеси Мускав сехет зонинче вырнаçнă (UTC+3:00).
КЧР виççĕ РФ субъекчĕсемпе тата пĕр патшалăхпа чикĕленет.
Карачай-Черкессин ту-сăртлă пайĕ пирĕн эрăри пĕрремĕш пин çул вĕçĕнче алан патшалăхне кĕнĕ. XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчен (1828 çулта вырăс-турккă Адрианополь килĕшпе) Карачай-Черкес территорийĕ Кубань облаçĕнчи Раççей йышне кĕрет.
1918 çултан кунта Совет влаçĕ йĕркеленет. 1918 çулта Акăн, 1 çак территори Кубань Совет Республикин пайĕ, Пуш 28 1918 çултан — Кубань-Хуратинĕс Республикин пайĕ, Утă 5-рен - раштавччен 1918 çулта — Çурçĕр Кавказ Совет Республикин пайĕ пулнă. 1918 çулта раштавран 1920 çулта акаччен шуррисен контролĕнче пулнă. 1921 çулта Кăрлач 20-рен Тури Автономи Совет Социализм Республикин[7] пайĕ пулнă.
1922 çулта Кăрлач 12 Кăнтăр-Хĕвелтухăç облаçĕнчи (1924 çултан - Çурçĕр Кавказ Ен) Карачай-Черкес автономи облаçĕ, Баталпашинская станицире тĕп хулипе йĕркеленĕ (ăна кайран Сулимов, Ежово-Черкесск, Черкесск ятсене илнĕ).
Ака 26, 1926 çулта, КЧАО[8] ВЦИК йышăнăвĕпе Карачай Автономи облаçне, Черкес Наци тăрăхне (Ака 30, 1928 — Автономи облаçĕ), Баталпашин тата Зеленчук районĕсене пайланă.
ССРП Аслă Совечĕн Президиумĕн указĕпе 1943 çулта Юпа 12, Карачай автономи облаçĕ пĕтернĕ, карачайсене Кавказ Çапăçĕ чухне нимĕç çарĕсене пулăшнăшăн айăпланă тата 1943 çулта Чӳк 2-мĕшĕнче Вăтам Азипе Казахстана депортланă. КАО ликвидаци хыççăн Карачайăн кăнтăр пайне Грузи ССРинче (Клухор районĕ пек), Пысăк Лаба бассейнĕнчи хăш пĕр халăх пурăнакан вырăнсене Краснодар Енче, чылай пайне Ставрополь Енче панă.
Карачайсен реабилитаци хыççăн, вĕсем тăван çĕршыва 1957 çултан, Кăрлачăн 12, Черкес Автономи облаçĕ (Карачай-Черкес Автономи облаçĕ), Ставрополь Ен тытăмĕнче кайса кайнă.
1990, Чӳкĕн 30, Карачай-Черкес Автономи облаçĕнчи халăх депутачĕсем Ставрополь Енчен тухăм çинчен йышăну тунă. Хальхи территорипе Карачай-Черкес Республики 25 раштав 1993 çулта Раççей конституцийĕпе йышăнă.
Нарăс 26, 2011 çултан Карачай-Черкесин Пуçлăхĕ — Рашид Темрезов[9].
Карачай-Черкеси ку нумай наци республики: унăн территорийĕнче 80 ытла халăхсем пурăнаççĕ. Республика халăх йышĕ Росстат пĕлтернĕпе 468 444 çын (2023)[1]. Халăх çирĕплĕхĕ - 32,81 çын/км2 (2023). Хула халăхĕ - 41,4 % (2022)[10].
Халăх | Çынсем 2010 çулта (*) | Çынсем 2002 çулта (* 2011 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.) |
---|---|---|
Карачайсем | 194 324 (41,0 %) | 169 198 (38,5 %) |
Вырăссем | 150 025 (31,6 %) | 147 878 (33,6 %) |
Черкессем | 56 466 (11,9 %) | 49 591 (11,3 %) |
Абазинсем | 36 919 (7,8 %) | 32 346 (7,4 %) |
Нухайсем | 15 654 (3,3 %) | 14 873 (3,4 %) |
Осетинсем | 3142 | 3333 |
Эрменсем | 2737 | 3197 |
Украинсем | 1990 | 3331 |
Тутарсем | 1696 | 2021 |
Грексем | 1276 | 1349 |
3499 | 88 | |
Çынсем 1000 ытла йышĕпе кăтартнă |
2020 çулхи Халăх çырăвĕпе юлашкинчен КЧР малалла хăлăхсем пурăнаççĕ (1% каярах нацилĕхсем урăхсем патне сноскăра пăхăр)[11]
Халăх | Йыш, çын | % |
---|---|---|
Карачайсем | 205 608 | 43,76 % |
Вырăссем | 127 643 | 27,17 % |
Черкессем | 58 867 | 12,53 % |
Абазинсем | 37 695 | 8,02 % |
Нухайсем | 17 379 | 3,70 % |
Ыттисем[12] | 27 175 | 5,78 % |
Юлашкинчен | 469 865 | 100,00 % |
|
|
|
Карачай-Черкесире 10 муниципаллă район пур тата 2 республика пĕлтерĕшпе хула пур[15].
Карачай-Черкеси — промышленоç та ял-хуçалăх республики. Унăн территорие 2 енсенче пайлама пултарма. Çурçĕрте хими промышленоçĕ, машина туни, çемçе промышленоç пур. Кăнтăрта йывăç ĕçлени те выльăх-чĕрлĕх ĕçлени.
Регионшăн пысăк пĕлтерӳ ку туризм, альпинизм (республикăн кăнтăрĕ) те курорт ĕçлени (курортсем Домбай, Архыз, Теберда та ыттисем).
Карачай-Черкесире икĕ аслă вĕренӳ заведенийĕ пур: Карачай-Черкес патшалăх университечĕ Карачаевскре те Çурçĕр-Кавказ патшалăх академийĕ Черкесскре. Татах та, ытти Раççей регионĕсен АВЗ-н филиалĕсем пур[16].
Саккун тăвакан влаçĕн органĕ — Халăх пухăвĕ (Парламент), вăл пĕтĕм тивĕç-ирĕкпе суйланă. Кашни 5 çул 50 çынсем суйлаççĕ.
Ĕç тăвакан влаçĕн органĕ — Правительство. Ун тытăмĕнче Правительство Председателĕ, унăн 1-мĕш çумĕ, министрсем. Правительство Председателне Республика Пуçлăхĕ лартать Халăх Пухăвĕпе[17].
Ĕç тăвакан влаçĕн пĕр çынлă органĕ — Карачай-Черкес Республикин Пуçлăхĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.