Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи (çавăн пекех Аслă Атилĕх вăрçи е Аслă Аттелĕх вăрçи) — Совет Союзĕн наци Германипе Европăри унăн тăмарĕсене (майлисене) (Венгри, Итали, Румыни, Финлянди, Словаки, Хорвати) хирĕç 1941—1945 çулсенче пынă вăрçă; Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пысăк тапхăрĕ. Çак ят совет халăхĕсен ăс-тăнĕнче, йăлисенче Сталин 1941 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче халăх умĕнче радиопа калаçнă хыççăн çирĕпленсе юлнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи | |||
Тĕп хирĕçӳ: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||
Сехет сăннипе, çӳлти сулахай кĕтесрен: совет штурмовикĕ Ил-2 Берлин тӳпинче, нимĕç танкĕ «Тигр» Курск çапăçăвĕнче, нимĕç бомбардировщикĕсем Ju 87 (1943—1944 хĕлĕ), совет еврейĕсене айнзацушкăнĕсен салтакĕсем персе пăрахни, Вильгельм Кейтель Германи капитуляцин акчĕн хучĕ çине алă пусать, совет çарĕсем Сталинград çапăçăвĕнче. | |||
Вăхăт | 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕ – 1945 çулхи çăвăн 8—9-мĕшĕ | ||
---|---|---|---|
Вырăн | СССР, Хĕвел тухăç тата Вăта Европа | ||
Сăлтав | Германи агрессийĕ | ||
Улшăнусем | Виççĕмĕш Райх арканăвĕ. Хĕвел тухăç Европăра социаллă лагерь пулса тăни. Германие пайлани. | ||
Тăшмансем | |||
| |||
Çарпуçсем | |||
| |||
Енсен вăйĕсем | |||
| |||
Çухатнисем | |||
| |||
Аудио, фото, видео Викиампарта |
Калаçусенче «аслă» тата «тăван çĕршывăн» сăмахсене уйрăммăн усă кураççĕ. Пĕрремĕш çак сăмах çаврăнăшне вăрçă пирки «Правда» хаçатăн 1941 çулхи çĕртмен 23- çĕртмен 24-мĕшĕнче çак статьяра асăннă[1][2], малтан термин пек мар, хаçатри клишисенчен («халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн çĕнтерӳллĕ вăрçи» евĕр) пĕри шутланнă. «Тăван Çĕршывăн вăрçи» термина СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1942 çулхи çăвăн 20-мĕшĕнчи Хушавĕпе кăларнă вăрçăн Тăван Çĕршывăн вăрçин орденĕн терминĕ пулнă. Ячĕ совет патшалăхĕнче пулнă республикăсенче (укр. Велика Вітчизняна війна, бел. Вялікая Айчынная вайна, абх. Аџьынџьтәылатәи Еибашьра ду тата ур.) тĕл пулать. СССРа кĕмен ютçĕр патшалăхĕсенче «Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи» терминпа кулленхи калаçура пачах усă курмаççĕ. Анкăл чĕлхиллĕ çĕр-шывсенче унăн улăштару терминĕ — Eastern Front (World War II) (акăлч.) (Тухăç фрончĕ (Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи)), нимĕç историографинче — Deutsch-Sowjetischer Krieg, Russlandfeldzug, Ostfeldzug (ним.) (Нимĕç-Совет вăрçи, Вырăс харçи, Тухăç харçи).
Юлашки вăхăтра раççейĕн массăллă информации хатĕрĕсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине палăртма хăшпĕр чухне «Аслă вăрçă» термина кĕртеççĕ[3][4], истори енчен ку тĕрĕсех мар — 1910-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çак терминпа Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине палăртнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи |
---|
СССРа тапăнса кĕни • Карели • Поляр Лешьен • Ленинград • Ростов • Мускав • Севастополь • Барвенково-Лозовая • Харьков • Воронеж-Ворошиловград • Ржев • Сталинград • Кавказ • Великие Луки • Острогожск-Россошь • Воронеж-Касторное • Курск • Смулен • Донбасс • Днепр • Сылтăм çыранри Украина • Ленинград-Новгород • Крым (1944) • Беларуç • Львов-Сандомир • Яссы-Кишинёв • Хĕвел тухăç Карпат • Балтиçум • Курлянди • Румыни • Болгари • Дебрецен • Белград • Будапешт • Польша (1944) • Хĕвел анăç Карпат • Хĕвел тухăç Прусси • Анат Силези • Хĕвел тухăç Померани • Тури Силези • Балатон • Вена • Берлин • Прага |
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи |
---|
Польшăна тапăнни (нимĕç • совет) • Финлянди (1939) • Югослави • СССР • Финлянди (1944) |
1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕ тĕлне СССР анăç чиккинче виççĕ çар ушкăнне (пурĕпе 181 дивизи, çав шутра 19 танк тата 14 моторланă дивизи, тата 18 бригада) пырса тăратнă[5], вĕсене виçĕ сывлăш çар флочĕ пулăшма хатĕр тăнă.
Голдапран Мемеле çити тăрăхра 230 çм тăршшĕ фронтра В. Лееб генерал-фельдмаршал ертсе пынă «Çурçĕр» çарĕсен ушкăнĕ (29 нимĕç дивизийĕ, 1-мĕш сывлăш флочĕ) вырнаçнă. Унăн йышне кĕрекен дивизисене 16-мĕш тата 18-мĕш çара, çаплах 4-мĕш танк ушкăнне кĕртнĕ. 1941 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнчи Директивăпа «тăшманăн Балтиçумĕнчи вăйĕсене пĕтермелле те Балти тинĕсĕн порчĕсене, çав шутра Ленинграда тата Кронштадта ярса илмелле, вырăс флотне тĕрев базисенчен хăтармалла.» тенĕ[6] Балтире «Çурçĕр» çарĕсен ушкăнĕ валли Балти флотне аркатма нимĕç çарпуçлăхĕ 100 яхăн карап, çав шутра 28 орпеда катерне, 10 мина заградительне, 5 шывай киммипе сыхлав карапне тата тральщиксене уйăрса панă.[7]
Голдапран кăнтăралла Влодавăна çити, 500 çм тăршшĕ фронтра — Ф. Бок генерал-фельдмаршал ертсе пынă «Центр» çарĕсен ушкăнĕ (50 нимĕç дивизийĕ тата 2 нимĕç бригади, 2-мĕш сывлăш флочĕ) вырнаçăннă. Дивизисемпе бригадăсене 9-мĕш тата 4-мĕш уйри çара, çаплах 2-мĕш тата 3-мĕш танк ушкăнĕсене пĕрлештернĕ. Ушкăнăн тĕл ĕçĕ — «Флангсенче пысăк вăйсемпе тапăнса пырса, тăшманăн Беларуçри вăйĕсене пĕтермелле. Кайран, Минск çине кăнтăрпа çурçĕр енчен ярса илнĕ хыççăн куçăмлă пĕрлешӳсене пĕр çĕре пухса хăвăртрах Смулен районне тухмалла та танк тата моторлă пысăк вăйĕсене „Çурçĕр“ ушкăнĕпе пĕрлештерсе тăшманăн Балтиçумĕнчи тата Ленинград районĕнчи вăйĕсене çапса аркатмалла.»[8]
Полесьерен Хура тинĕс çити 1300 çм тăршшĕ фронтра Г. Рундштедт ертсе пынă «Кăнтăр» çарĕсен ушкăнĕ (44 нимĕç, 13 румын дивизийĕ, 9 румын тата 4 венгр бригади, 4-мĕш сывлăш флочĕ тата румын авиацийĕ) вырнаçнă[9]. Ушкăна 1-мĕш танк ушкăнĕ, 6-мĕш, 11-мĕш тата 17-мĕш нимĕçе çар, 3-мĕш тата 4-мĕш румын çарĕсем, çаплах венгрсен корпусĕ кĕнĕ. «Барбаросса» планĕпе «Кăнтăр» ушкăнĕн çарĕсен танксемпе моторланă пĕрлешӳсене мала ярса, сулахай çуначĕпе Кейӳ çине тапăнса, Галицири тата Украина анăçĕнчи совет çарĕсене çĕмĕрсе тăкмалла, Тăнăвар урлă кĕперсене туртса илмелле те Тăнăвартан тухăçалла тапăнса пыма çул уçмалла.[10] 1-мĕш танк ушкăнне 6-мĕш тата 17-мĕш çарсемпе пĕрлештерсе Рава-Русскаяпа Ковель хушшинчен çурса, Бердичев, Житомир витĕр Тăнăвар çине Кейӳ патĕнче тухмалла. Малалла, Тăнăвар тăрăх кăнтăр-тухăçалла куçса, ушкăнăн Сылтăм çыранĕнчи Украинăна хӳтĕлекен совет çарĕсене каялла чакма чăрмантарса вĕсене хыçал енчен çапса çĕмĕрмелле.
Çак вăйсемсĕр пуçне оккупациленĕ Норвегипе Çурçĕр Финляндин çĕрĕнче — Варангер-фьордран Суомуссалмине çити — вермахтăн Н. Фалькенхорст ертсе пынă «Норвеги» çарĕ вырнаçнă пулнă. Вăл тӳрех герман хĕçпăшаллă вăйĕсен (ВПÇ) аслă çарпуçлăхне пăхăнса тăнă. «Норвеги» çарĕн тĕл ĕçĕ — Çурçĕр флотăн тĕрев базине Мурмана тата Полярный, Рыбачий çурутрава, çаплах Беломорскран çурçĕрелле Киров чукун çулне ярса илмелле. Виç корпусăн кашнин хăйĕн уйрăм тĕлĕ пулнă: 3-мĕш финн корпусĕн — Кестеньга тата Ухта çинелле, 36-мĕш нимĕç корпусĕн — Кандалакша çинелле, туçи нимĕç стрелок «Норвеги» корпусĕн — Мурман çинелле.[11]
ОКХ резервне 24 дивизи кĕнĕ. Пурĕпе СССР çине тапăнма 5,5 млн çын, 3 712 танк, 47 260 кĕпçепе миномёт, 4 950 вăрçă вӗҫмекĕ хатĕр тăнă[12].
Хĕрлĕ çар | Тăшман | Танлаштарни | |
---|---|---|---|
Дивизисем | 190 | 166 | 1.1 : 1 |
Пайăр çын йышĕ | 3,289,851 | 4,306,800 | 1 : 1.3 |
Кĕпçесемпе минометсем | 59,787 | 42,601 | 1.4 : 1 |
Танкăсемпе штурм кĕпçисем | 15,687 | 4,171 | 3.8 : 1 |
Вӗҫмексем | 10,743 | 4,846 | 2.2 : 1 |
Фронт тăрăхĕнче РХХÇ танкăсен шучĕ çакăн чухлĕ пулнă:
Çурçĕр-Анăç фрончĕ | Анăç фрончĕ | Кăнтăр-Анăç тата Кăнтăр фрончĕсем | Пурĕпе | |
---|---|---|---|---|
Танкăсемпе штурм кĕпçисем | 2,188 | 4,365 | 5,826 | 12,379 |
Вермахтăн танк ушкăнĕсен çавăн тĕслĕ шучĕсем (Pz-1 танкеткăсене тата Pz.Bef командир танкĕсене шутламан):
1-мĕш ТУш | 2-мĕш ТУш | 3-мĕш ТУш | 4-мĕш ТУш | Пурĕпе | |
---|---|---|---|---|---|
Танкăсемпе штурм кĕпçисем | 66 | 919 | 780 | 563 | 2,928 |
1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕ тĕлне СССР чикĕ çумĕнчи тăрăхсемпе флочĕсенче 3 289 850 салтакпа офицер хĕсметре тăнă, 59 787 кĕпçепе миномёт, 12 782 танк, вĕсенчен 1475 Т-34 тата КВ танк, 10 743 вӗҫмек пулнă. Виçĕ флот йышĕнче 220 пине яхăн çын, 182 карап (3 линкор, 7 крейс, 45 лидерпа эсминец тата 127 шывай кимми)[13]. Патшалăх чиккине 8 чикĕ тăрăхĕн сыхлавçисем (типçĕрпе тинĕс) тытса тăнă. Шалти çарсен оперативлă пайĕсемпе вĕсен шучĕ 100 пине яхăн çитнĕ[14]
Анăçран пулас тапăнăва хирĕç тăрас явапа чикĕ çумĕнчи пиллĕк вăрçă тăрăхĕ — Ленинград, Балтиçум уйрăм, Анăç уйрăм, Кейӳ уйрăм тата Одесса — çине хунă. Тинĕсрен вĕсене виççĕ флотăн пулăшмалла пулнă: Çурçĕр, Хĕрлĕ Ялавлă Балти тата Хура тинĕс флочĕсем.
Ф. И. Кузнецов генерал ертсе пынă Балтиçум вăрçă тăрăхĕ йышне 8-мĕш тата 11-мĕш çарсем кĕнĕ, Псковран анăçалла 27-мĕш çара йĕркелеме тытăннă. Çак чаçсем Балти тинĕсĕнчен Литван кăнтăр чиккине çити, 300 çм фронта тытса тăнă.
Д. Г. Павлов генерал ертсе пынă хĕвел анăç уйрăм вăрçă тăрăхĕн çарĕсем Литван кăнтăр чиккинчен Припять юханшыва çити 470 çм фронта минск-смулен тĕлне хупласа тăнă. Çак тăрăхăн йышне 3-мĕш, 4-мĕш тата 10-мĕш çарсем кĕнĕ. Унсăр пуçне, Могилёв, Минск, Слуцк районĕнче 13-мĕш çар йĕркелеме тытăннă.
М. П. Кирпонос генерал ертсе пынă Кейӳ уйрăм вăрçă тăрăхне 5-мĕш, 6-мĕш, 12-мĕш тата 26-мĕш çарсем кĕнĕ, вĕсем Припятьрен Липкана çити 860 çм фронта тĕкĕлесе тăнă.
Я. Т. Черевиченко генерал ертсе пынă Одесса вăрçă тăрăхĕн çарĕсем Липканран Тăнай вăррине çити 480 çм чикĕне тытса тăнă.
М. М. Попов генерал ертсе пынă Ленинград вăрçа тăрăхĕн çарĕсем çĕр-шывăн çурçĕр-анăç районĕсене (Мурманск облаçĕ, Карел-Финн ССРĕ тата Карел пымакĕ), çаплах Эстон ССРĕн çурçĕр çыранне тата Ханко çурутрава хӳтĕлемелле пулнă. Кунти типçĕр чиккин тăршшĕ 1300 çм, тинĕс чиккин тăршши — 380 çм çитнĕ. Кунта 7-мĕш, 14-мĕш, 23-мĕш çарсем тата Çурçĕр флочĕ вырнаçнă пулнă.
Категори | Германи тата унăн тăмарĕсем | СССР | СССР (пурĕпе) |
---|---|---|---|
Çын йышĕ | 4,3 млн çын | 3,1 млн çын | 5,8 млн çын |
Кĕпçесемпе миномётсем | 42 601 | 57 041 | 117 581 |
Танксемпе штурм кĕпçисем | 4171 | 13 924 | 25 784 |
Вӗҫмек | 4846 | 8974 | 24 488 |
Хальхи историксен шухăшĕпе, техника пахалăхĕпе вермахтăн вăйлăрах пулман[15]. Çапла, Германи танкĕсем 23 тоннăран çăмăлтарах, çав шутра РÇĔÇ йышĕнче 25 тоннăран йывăртарах Т-34 тата Т-28 вăтам танксем, çаплах 45 тоннăран ытла КВ тата Т-35 йывăр тансем пулнă.
+ | Пайăр çын йышĕ | Стрелок пăшалĕ | Арт. хĕçпăш. | Танксем | Вӗҫмек | Вăрçă карапĕсем | Мех. транспорчĕ |
---|---|---|---|---|---|---|---|
Пурĕпе | 5434729 | 7983119 | 117581 | 23106 | 24488 | 910 | 528571 |
Тĕрĕс-тĕкел | 18691 | 21030 |
«Барбаросса» операцин вăрçă политикин тата идеологин тĕллевĕсене çак документсем евитлеççĕ:
ВПÇ оперативлă ертӳлĕх штабĕн пуçлăхĕ «Çĕр-шыв хӳтелевĕ» пайĕ 1940 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче «Ятарлă проблемăсем пирки 21-мĕш №-лĕ директивăн кăтартăвĕсем („Барбаросса“ планĕн варианчĕ)» документăн проектне, тӳрлетнĕ хыççăн каялла тавăрса панă, çак проекта хатĕрлесе вĕçлесен, аялтарах палăртнă шухăшсене шута илсе фюрера кăтартмалла:
Пулас вăрçă хĕçпăшаллă кĕрешӳ кăна мар, çав вăхăтрах икĕ тĕнче курăвĕн кĕрешĕвĕ шутланать. Çав тери пысăк территоринче вырнаçнă тăшмана вăрçăра çĕнтерес тесен, унăн хĕçпăшаллă çарĕсене çапса аркатни çителĕксĕр, çав территорие темиçе патшалăха пайламалла, вĕсен кашнин ертӳлĕхĕ кирлĕ, вĕсемпе пирĕн лăпкăлăх килĕшĕвĕсене çырса çирĕплетмелле.
Çакăн евĕр ертӳлĕхсене йĕркелес тесен политика енчен пысăк ăсталăх тата лайăх шутласа хатĕрленĕ пĕрлехи принципсем кирлĕ.
Кирек епле мăн масштаблă революци пурнăçра аяккалла сирейми çĕнĕ пулăмсене кăларать. Хальхи Раççейри социаллă ĕмĕтсене кăкласа кăлараймăн. Çак шухăшсене çĕнĕ патшалăхсен, çĕнĕ ертӳлĕхсен шалти политикин никĕсне хумалла. Халăха пусмăрлакан еврей-большевикĕсен интеллигенцине сцена çинчен хăваласа ямалла. Малтанхи буржуази-аристократлă интеллигенцийĕ, вăл эмигрантсем хушшинче пур пулсан, çаплах влаç патне ямалла мар. Ăна вырăс халăхĕ йышăнмĕ, унсăр пуçне, вăл нимĕç нацине тăшманлă пулать. Çак уйрăмах Балтиçумĕнчи патшалăхсенче курăнать. Çаплах, пирĕн большевиксен патшалăхне ниепле те наци Раççейне куçма пама юрамасть, мĕншĕн тесен (кун пирки истори хыпарлать) каллех Германие хирĕç çĕкленĕ.
Вăрçăра сахал тăкак тӳссе хăвăртрах хамăра пăхăнакан социаллă патшалăхсене йĕркелесси пирĕн ĕç пулать.
Ку ĕçе тума йывăр, ăна çар тăр-пĕччен пурнăçлама пултараймасть.
— Запись от 3 марта 1941 г. в дневнике Штаба оперативного руководства Главного командования вермахта (ОКВ)
30.3.1941 г. … 11.00. Фюрер патĕнче пысăк канашлу. 2,5 сехете яхăн калаçу…
Икĕ идеологин кĕрешĕвĕ… Коммунизм пуласлăхшăн питĕ хăрушлă. Пирĕн салтак юлташлăхĕн принципне тытса пымалла. Коммунист нихăçан та пире юлташ пулман, нихăçан та юлташ пулаймĕ. Калаçу пĕтерес кĕрешӳ пирки. Эпир çапла пăхмасан, тăшмана çапса аркатнă пулсан та, тепĕр 30 çултан каллех коммунистсен хăрушлăхĕ сиксе тухать. Эпир хамăр тăшмана хупса лартас тесе тесе вăрçмастпăр.
Раççейĕн пуласлă политика картти: Çурçĕр Раççей Финляндие куçать, Балтиçумĕнче, Украинăра, Беларуçре протекторатсем тумалла.
Раççее хирĕç кĕрешӳ: большевик комиссарĕсене тата коммунистсен интеллигенцине пĕтермелле. Çĕнĕ патшалăхсем социаллă, анчах та хăйсен интеллигенцисĕр пулмалла. Çĕнĕ интеллигенци йĕркеленессине чăрмав кӳмелле. Кунта ахаль социаллă интеллигенци кăна кирлĕ. Деморализаци наркăмăшне хирĕç кĕрешес ĕç тытса пымалла. Вăл вăрçă-суд ыйтăвĕ çеç мар. Чаçсен командирĕсем вăрçă тĕллевне пĕлме тивĕç. Вĕсен кĕрешӳре ертсе пымалла…, çарсене хăйсен аллисенче çирĕп тытмаллла. Командирăн салтаксен кăмăлне шута илсе тапăчсем хушмалла.
Вăрçă Анăçринчен пач уйрăлса тăрать. Тухăçĕнче хаярлăх пуласлăхăн ырлăхĕ шутланать. Командирсен юмарт пулмалла, хăйсен иккĕленĕвĕсене çĕнтерме хал тупмалла…
— Типçĕр вăйĕсен тĕп штабĕн пуçлăхĕн Ф. Гальдерăн кун кĕнеки
Вермахтпа СС çарĕсене урăх патшалăхсенчен 1,8 млн ытла урăх наци çыннине хĕсмете тăратнă. Вĕсенчен вăрçă вăхăтĕнче 59 дивизи, 23 бригада, темиçе уйрăм полк, легион тата батальон йĕркеленĕ. Нумайăшĕн патшалăх тата наци пайăрлăхĕ пулнă: «Валлони», «Галичина», «Богеми тата Морави», «Викинг», «Денемарк», «Гембез», «Лангемарк», «Нордланд», «Недерланд», «Шарлемань» тата урăххисем.
Вăрçăра Совет Союзне хирĕç Германин тăмар патшалăхĕсен — Итали, Венгри, Румыни, Финлянди, Словаки, Хорвати — çарĕсем хутшăннă. Болгари çарне Греципе Югославине оккупацилеме хутшăнтарнă, анчах та Тухăç фронтĕнче болгар типçĕр çарĕсем çапăçман.
Власов А. А. генерал ертсе пынă Вырăс ирĕклĕх çарĕ (ВИÇ), вермахт йышне кĕмен пулсан та, çапах та наци Германин енĕнче тăнă.
Виççĕмĕш райхăн хĕсметĕнче кăнтăр тата çурçĕр арамаçи чылай тĕкĕрчĕ тăнă. Вĕсенчен чи пысăкки — Sonderverband Bergmann(Бергманн батальонĕ). Çаплах вермахтăн грузин легионĕ, Азербайджан легионĕ, СС Çурçĕр арамаçи тĕкĕрчи т. ыт.
Наци Германин çарĕсемпе пĕрле фон Панвиц генералăн 15-мĕш касак кавалери СС корпусĕ çапăçнă. Касаксене Германи майлă çавăрас тесе, нимĕçсем вĕсене остготсен нĕселĕсем тенĕ.[16]
Çаплах Германи енче Штейфон генералăн Вырăс корпусĕ, Петр Николаевич Краснов патша çар генерал-лейтенанчĕн корпусĕ тата СССР гражданĕсенчен пуçтарнă уйрăм тĕкĕрчĕсем çапăçнă.[17]
Беларуç ССРĕ, Украина ССРĕ, Молдава ССРĕ, Эстон ССРĕ, Карел-Финн ССРĕ, Латви ССРĕ, Литва ССРĕ, çаплах урăх республикăсен территори: Ленинград, Мурман, Псков, Новгород, Вологда, Калинин, Мускав, Тулă, Калуга, Смулен, Орёл, Брянск, Курск, Липец, Воронеж, Ростов, Кисан , Сталинград облаçĕсем, Краснодар, Ставрополь Енĕсем, Кабарда-Балкар, Крым, Осетин, Чечен-Ингуш Республики, Краснодар Ен (тинĕсри çапăçусем) , Чăваш АССРĕ (авианалет), Аçтăрхан (авианалёты), Архангельск (авианалёты), Чулхула (авианалёты), Сарăту (авианалёты), Тамбов (авианалеты), Ярославль (авианалёты) облаçĕсем РСФСР , Казах ССРĕ (авианалёт хула çине Гурьев), Абхаз АССРĕ (ГССР).
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи шутне советсен хĕçпăшаллă вăйĕсем фашистсем оккупациленĕ çĕршывсенче тата фашистлă блок патшалăхĕсен территоринче — Германи, Польша, Финлянди,Норвеги, Румыни, Болгари, Югослави, Чехословаки, Венгри, çаплах Германи шутне кĕрекен Австри, гитлер режимĕ туса хунă Хорватипе Словаки çĕрĕсенче компанисене кĕртеççĕ.
Совет радиовĕ Германи СССР çине тапăнни пирки пĕлтерни | |
Кăтартнă чух пулăшни |
1941 çулхи çĕртме, 18 СССР чикĕ çумĕнчи вăрçă тăрăхĕсен хăшпĕр пĕрлешĕвĕсене çапăçу хатĕрлĕхне хăпартнă[18]. 1941 çулхи çĕртмен 13-15-мĕшĕсенче хĕвел анăç тăрăхĕсене пĕрремĕш тата иккĕмĕш эшелонсене чикĕ патне, «хăтлавсем тума» тесе ХХК тата ТШ Директивисене («Çапăçу хатĕрлĕхне хăпартас…») ăсатнă. Пĕрремĕш эшелон тăрăхĕсен стрелок чаçĕсем çак директивăсемпе татăçуллă чикĕрен 5-10 çм хӳленме хатĕр, иккĕмĕш эшелонăн стрелок тата механикăланă корпуссем, чикĕрен 30-40 çм хӳтĕлев йĕрне йышăнмалла пулнă. Çак Директивăсем А. Яковлев хатĕрленĕ «Россия. XX век.1941 г. Документы» кн.2. документсен пуххинче пичетрен тухнă.
Çĕрмен 18-мĕшĕнче хушма тапăч-командăпа хĕвел анăç тăрăхĕсен мĕнпур чаçĕсене пĕтĕмĕшле çапăçу хатĕрлĕхне тăратмалла пулнă. Çак телеграмма-тапăч пирки АнăçУВТ çарпуçлăхне çĕртмен 13-15-мĕшĕсенчи тапăчсене те, хыççăнхи тапăчсене те пурнăçламасăр çĕртмен 18-мĕшĕ тĕлнелле чаçсене пĕтĕмĕшле çапăçу хатĕрлĕхне тăратса çитерменшĕн тĕплĕн тĕпченĕ протоколĕсенче асăннă. Тĕплĕнрех çак директивăсем пирки И. Х. Баграмян маршал хăйĕн асилĕвĕсенче 1971 çултах çырать, çак директивăсем тăрăхсен çарпуçлăхне епле çитнĕ тата вĕсене епле пурнăçа кĕртсе пынине ăнлантарса парать. Анăç тăрăхĕсен хăшпĕр чаçĕсем, сăмахран КОВО К. К. Рокоссовскин мехкорпусне çак тапăчсемпе директивăсене пачах пĕлтермен, вĕсен вăрçăна çĕртмен 22-мĕшĕнче çеç хатĕрленсе кĕме тивнĕ.
Патшалăхăн вăрçă-политика ертӳлĕхĕ çĕртмен 21-мĕшĕнче, 23:30 вăхăтра кăштах чикĕ çумĕнчи пиллĕк вăрçă тăрăхне çапăçу хатĕрлĕхне тăратма хушать. Директивăпа пĕтĕмĕшле çапăçу хатĕрлĕхне тăратас оперативлă тата мобилизаци мероприятисене пурне те пурнăçа кĕртмен.
Жуков каланипе, хĕвел анăç (Анăç уйрăм, Кейӳ уйрăм, Балтиçум уйрăм тата Одесса) чикĕçум вăрçă тăрăхĕсен çарпуçлăхĕ çак вăхăтра çапăçу хирĕнчи команда вырăнĕсене çĕртмен 22-мĕшĕнче тухмалла пулнă. Çаплах Г. К. Жуков хăйĕн «Асаилӳсемпе шухăшлавĕсенче» («Воспоминаниях и размышлениях») тăшман тапăниччен темиçе кун маларах анăç тăрăхĕсен çарпуçĕсем чăннипех чикĕ патнелле хӳтĕлев йĕрне («хăтлавсене» тума тесе) тухма тапăч илнĕ. Çак тапăчсене (Жуков вĕсене «сĕнӳсем» тет) Тимошенко С. К. хӳтĕлев халкомĕ анăç тăрăхĕсен çарпуçĕсене ярса панă.
Çапах та çак тăрăхсен çарпуçлăхĕ тĕлĕнмелле çак тапăчсемпе «сĕнӳсене» сӳрĕккĕн пăхнă. Уйрăмах çакăн пе саботаж Беларуçре, Д. Павлов çар генералĕ ертсе пынă АнăçХВТ-че, . Павлов ĕçĕн айăплав сăмахĕнче çапла пĕтĕмлетнĕ — «çарсен мобилизаци хатĕрлĕхне хавшаклатнă».
Директива, чăннипе, хӳтĕлев планне пĕтĕмпех вăя кĕртме ирĕк паман, мĕншĕн тесен унтах «пысăк пăтăрмахсене çитерекен нимле провокациллĕ ĕçсене тумалла мар» тесе асăрхаттарнă. Çак чараксене ăнлантарса пама Мускавран ыйтма пуçланă, çапла ĕнтĕ вăрçа хатĕр тăма кирлĕ хаклă минутсене çухатнă.
Çапах та тупсăм тĕппипе çак «1-мĕш №-лĕ 21.06.41 ç. Директива» тĕрĕссипе (чи малтанах) Германи тапăнма пулаяслăхĕн вăхăтне кăна пĕлтернĕ — «…. 1. 1941 çулхи çĕртмен 22-23-мĕшĕсенче нимĕçсем кĕтмен çĕртен ЛВТ, Батçум УВТ, ХĕвАн. УВТ, КУВТ, Од. УВТ фрончĕсенче тапăнма пултараççĕ….» Çаплах çак директивăпа чаçсен пĕтĕмĕшле çапăçу хатĕрлĕхĕнче ПУЛМАЛЛА тенĕ, чаçсене пĕтĕмĕшле ç.х. ТĂРАТМАЛЛА темен.
21.06.41 ç. 1-мĕш №-лĕ Директива хăйĕн умĕн анăç тăрăхсене чаçсене çапăçав хатĕрлĕхне тăратмалли тапăчсемпе директивăсем — çĕртмен 12-13-мĕшĕсенче ХХК тата ТШ директивисем, тата çĕртмен 18-мĕшĕнче çапăçав хатĕрлĕхне пĕтĕмпех тăмалли ТШ телеграммисене янă пирки çирĕплетет. 1-мĕш №-лĕ Директива анăç вăрçă тăрăхĕсенчи чаçсене çапăçав хатĕрлĕхне тăратма командă паман. Çак директивăн тĕллевĕ — тĕрĕсрех пек вăхăта пĕлтересси тата тăрăхсен çарпуçлăхне «пĕтĕмпепех çапăçав хатĕрлĕхĕнче пулса нимĕçсен тата вĕсен тăмарĕсен кĕтмен-çĕртен тапăнăвне хирĕç тăма хатĕр пулма хыпарлать.»
1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче , 4 сехет те 00 минутра Империн ютçĕр ĕçĕсен министрĕ Риббентроп Берлинри совет элчине Деканозова вăрçă пуçланă нотăна тата ун çумĕнчи виçĕ хушма хута — «Германин шалти ĕçсен министрĕн, СС рейхсфюрерĕн тата Герман полицин — евитсене («Германи правительствине Германипе национал-социализма хирĕç СССР диверси ĕçĕ пирки евит», «Германин ютçĕр ĕçĕсен министерствин совет правительствин пропаганда тата политика агитаци пирки евит», «Герман çарĕн Аслă çарпуçĕн Германи правительствине совет çарĕсем Германие хирĕç туçтарăнса тăнă пирки евит») панă. 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕн ирхине, артиллерипе авиаци пулăшăвĕ хыççăн нимĕç çарĕсем СССР чиккине каçнă. Çакăн хыççăнах, ирхине 5:30 вăхăтра СССР-ти Германи элчи В. Шуленбург СССР ютçĕр ĕçĕсен халăх комиссарĕ В. М. Молотов патне пырса совет правительстви Германин тата вăл оккупациленĕ çĕр-шывсенче хирĕçле пăсав ĕçĕсене тăвать, герман чиккинче çарсене тапăнма хатĕрлесе тăратнă тесе» айăплать. Юлашкинчен çакна пупленĕ: «Çавăнпа фюрер герман хĕçпăшаллă вăйĕсене çак хăрушлăха мĕнпур хатĕрпе хирĕç тăма тапăч панă».[19] Нотăпа пĕрле вăл Риббентроп Деканозова панă документсене панă.
Çав кунах Итали тата Румыни, тепĕр кунне — Словаки, СССРа хирĕç вăрçă пуçланă пирки пĕлтернĕ.
Балтикăн çурçĕрĕнче «Барбаросса» планне пурнăçа кĕртме çĕрмен 21-мĕшĕн каçхине пуçланă, ун чухне финн порчĕсенче нимĕçсен минă лартаканĕсем Финн кӳлмекĕнче икĕ уя минăсем лартнă.[20] Çак минă уйăсĕм советсен Балти флотне Финн кӳлмекĕн тухăç пайне хупма пултарнă.
Çĕртмен 22-мĕшĕнче румын тата нимĕç çарĕсем Прут урлă каçнă, çаплах Тăнай урлă каçма тăрать, анчах та совет çарĕсем вĕсене чарнă та румын территоринче плацдарма туртса илнĕ. Çапах та 1941 ç. утă-авăн уйăхĕсенче нимĕçсен пулăшăвĕпе румын çарĕсем пĕтĕм Бессарабие, Буковинăна тата Днестрпа Кăнтăр Буг хушшинчи çĕре (тĕплĕнрех Молдавăри хӳтĕлев операцийĕ, Румыни Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче статьясене вулăр) оккупациленĕ.
1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче, 12 сехетре Молотов СССР гражданĕсене радиопа официаллă чĕнсе каланă, Германи СССР çине тапăннă, тăван çĕршывăн вăрçи пуçланнă пирки пĕлтернĕ.
СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнчи Хушăвĕпе, çĕртмен 23-мĕшĕнче вăрçа тивĕçлĕ 14 çул ӳсĕмĕсен çыннисене (1905—1918 çç. çуралнисене) мобилизацине 17 тăрăхран 14-мĕшĕнче, йыхравланă. Ытти виçĕ тăрăхра — Байкал Лешьен, Вăтам Ази тата Инçет Тухăç — мобилизацие тепĕр уйăхран кăна, правительствăн ятарлă йышăнăвĕпе «пысăк хăнăхтару пуххи» тесе вăрттăн мелпе ирттернĕ[21].
Çĕртмен 23-мĕшĕнче Тĕп Çарпуçлăхĕн ставкине (çурлан 8-мĕшĕнченпе Аслă Тĕп Çарпуçлăхĕ ставки) йĕркелеççĕ, И. В. Сталин унăн ертӳçи пулса тăрать, вăлах çурлан 8-мĕшĕнче çаплах Аслă Тĕп çарпуçĕ вырăнне йышăнать. Çĕртме 30-мĕшĕнче Патшалăх Хӳтĕлев Комитетне (ПХК) туса хураççĕ. Çĕртме уйăхĕнчен пуçласа халăх ополченине йĕркелеме тытăнаççĕ.
Финлянди хăйĕн енчен нимĕçсене совет территорине тапăнма паман, вара Петсамăпа Салла чикĕ урлă каçма хăяйман. Хушăран хушă совет тата финн чикĕ сыхлавçисем пĕр-пĕрин еннелле персе илкеленĕ, çапах та, пĕтĕмĕшле шутласан, совет-финн чиккинче лăпкă лару-тăру пулнă. Анчах та çĕртмен 22-мĕшĕнчен пуçласа, нимĕçсен люфтваффе бомбă пăрахакан вӗҫмекӗсем финн аэродромĕсене Германие таврăннă чухне кăраççын тултарма анса ларнă.
Утăн 23-мĕшĕнче Молотов хăйĕн патне финн элчине чĕнсе илнĕ. Молотов Финляндирен хăйĕн СССР еннелли позицине уçăмлă палăртма ыйтнă, çапах та финн элчи Финлянди ĕç-пуçĕ пирки ăнлантарайман. Çĕртмен 24-мĕшĕнче Германин Типçĕр çарĕсен тĕп çарпуçĕ нимĕç çарпуçлăхĕн финн çарĕн ставки çумĕнчи хăйĕн элчи патне Финлянди Ладога кӳллинчен тухăçалла пуçланакан операцие хатĕр пулма çыру янă.[22] Çĕртмен 25-мĕшĕнче совет çарпуçлăхĕ Финляндири 18 аэродрома 460 яхăн вӗҫмекпе бомбăлама шутланă. Çĕртмен 25-мĕшĕнче Кăнтăр тата Вăта Финляндин хулисене, çав шутра Хельсинки тата Турку, сывлăшран питĕ хытă тапăннăшăн, çаплах совет пехотипе артиллерийĕ Финляндин патшалăх чиккинче çулăм уçнăшăн Финлянди каллех СССР-па вăрçă лару-тăрăвне кĕнине пĕлтернĕ.[23] 1941 çулхи утă-çурла уйăхĕнче финн çарĕ темиçе операци ирттерсе 1939—1940 çулсенчи совет-финн вăрçи хыççăн СССР шутне кĕртнĕ территорине каялла тавăрнă.
Венгри, Китлĕр çине тăрсах хистесен те, тӳрех СССР çине тапăнман. Венгрин вăрçăна Трансильвани пирки Румынипе тавлашнине хăй майла çавăрас тĕллевпе кĕмелле тесе ăнлантарнă. 1941 çулхи çĕртме, 26 Кошице хулана совет СÇВ бомбăланă тенĕ, анчах та пĕр шухăшпа, çак герман провокацийĕ пулнă, çакна пула Венгрин вăрçăна кĕме casus belli (кирлĕ сăлтав) шутланнă.[24] Венгри 1941 çулхи çĕртме, 27 СССРа вăрçăпа тухна пирки хыпарлать. 1941 çулхи утă, 1 Германи хушнипе венгр çарĕсен Карпат ушкăнĕ совет 12-мĕш çарне атакăлать. 17-мĕш герман çарĕ çумĕнчи Карпат ушкăнĕ СССР кăнтăр пайне чылаях кĕрсе каять. 1941 ç. кĕркунне Германи енче испан ыр кăмăл Кăвак дивизи çапăçма тытăннă.
Çурлан 10-мĕшĕнче ПХК 1904—1890 çулсенче çуралнă вăрçа тивĕçлĕ çынсене тата 1922—1923 çулсенче çуралнă йыхрава тивĕçлĕ çынсене Кировоград, Николаев, Днепропетровск облаçĕсене тата Орёл облаçĕн Людиново — Брянск — Севск йĕрĕнчен хĕвел анăçнелле районĕсенче[25] мобилизацилемелли йышăнăва кăларнă. Çурлан 15-мĕшĕнче мобилизацие Крым АССРĕ-нче[26], çурлан 20-мĕшĕнче — Запорож облаçĕнче[27], авăн, 8 — Орёл тата Курск облаçĕсен хăш районĕсенче[28], юпан 16-мĕшĕнче — Мускавпа Мускав облаçĕнче мобилизацилемелли хушăва кăларнă.[29] Пĕтĕмпех 1941 çулăн вĕçнелле 14 млн ытла çынна мобилизациленĕ.[21]
Çав вăхăтра нимĕç çарĕсем сывлăшра стратеги инициативине ярса илнĕ те чикĕ çумĕнчи çапăçусенче совет çарĕсене çапса аркатнă. Вĕсем вилни-аманнисемпе 850 пин çын çухатнă тата 1 млн яхăн салтакĕ тыткăна лекнĕ.
1941 çулхи çуллахи-кĕрхи паллă кампанисем:
Чӳкĕн 16-мĕшĕнче нимĕçсем Мускава çурçĕр-анăçран тата кăнтăр-анăçран хупăрлама шутласа иккĕмĕш тапăнăвне пуçлаççĕ. Дмитров тĕлĕпе вĕсем Мускав-Атăл канала çитсе Яхрома патĕнче унăн хĕвел тухăç çыранне каçăççĕ, химки çыранĕнче Клина йышăнаççĕ, Истра шыв управне туртса илеççĕ, Солнечногорскпа Красная Полянăна, Красногорск çумĕнче — Истрăна ярса илеççĕ. Кăнтăр-анăç енчен Гудериан Кашира патне çывхарать. Анчах та ХАФ çарĕсем хаяррăн тытăçнă хыççăн нимĕçсене чӳкĕн вĕçĕнче — раштавăн пуçламăшĕнче пур çĕрте те чарса лартнă. Мускава илес хăтлав пăчланать. 1941—1942 çулсенчи хĕллехи кампанинче Мускав патĕнче хирĕçле тапăну ирттернĕ.
Мускавран хăрушлăх кăштах сирĕнет. Совет çарĕсем тăшмана хĕвел анăçалла 80—250 çм çити тапса яраççĕ, Мускав тата Тулă облаçĕсене тăшманран тасатать, Калинин тата Смулен облаçесен хăш районĕсен ирĕке кăларать.
Кăнтăр фронтĕнче совет çарĕсем стратеги енчен кирлĕ Крыма хӳтеленĕ.
1942 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче АТÇ Ставкин анлă канашлăвĕнче çывăх пуласлăхăн стратегиллĕ планĕсене сӳтсе явнă. Тĕп доклада Тĕпштаб пуçлăхĕ Б. М. Шапошников маршал тунă. Вăл Мускав патĕнчен тăшмана малалла хăвалас плана çеç мар, çаплах урăх фронтсенче масштаблă стратегиллĕ тапăнусене палăртнă: Ленинград хупăрлавне çурмалла тата тăшмана Украинăпа Крымра аркатмалла. Стратегиллĕ плана хирĕçле Г. К. Жуков тăнă. Унăн шухăшĕпе, танксемпе артиллери çитменнипе нимĕç хӳтĕлевне çурма май пулмасть, çак стратегипе çын пĕтет çеç. Жуков майлă СССР Патплан пуçлăхĕ Н. А. Вознесенский калаçнă, планпа кирлĕ техникăпа хĕçпăшала хатĕрлеме май çук, тенĕ. Плана Берия тата Маленков ырланă. Дискуссие пĕтĕмлетсе, Сталин плана «Пирĕн нимĕçсене çивĕччĕн çапса аркатмалла, çуркунне килсен вĕсем тапăнма ан пултарчĕр» каласа çирĕплетнĕ[30].
Йышăннă планпа, 1942 çулăн пуçламăшĕнче тапăну операцисене: Ржев-Вязьма операцийĕ, Керчь-Феодоси десант операцийĕ тата урăххисене — ирттернĕ. Çак тапăнусене тăшман совет çарĕсене чылай çухату тӳстерсе каялла тапса ярать.
1942 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Барвенково-Лозовое операцийĕ пуçланать. Икĕ эрне хушши хаяр çапăçусем пыраççĕ, совет çарĕсем нимĕç хӳтĕлевне 100 çм çити тăсăлнă фронтра çурса, анăç тата кăнтăр-анăç тĕлĕсенче 90-100 çм куçса Çурçĕр Донец юханшывĕн сылтăм çыранĕнчи плацдарма ярса илнĕ.
1941 çулхи раштав, 1 тĕлне РÇЕÇ çухатăвĕ тыткăна лекнисемпе 3,5 млн çар çынни шутланнă. Германи çарĕсем Литвана, Латвине, Беларуçе, Молдавине, Эстоние, РСФСР- ăн европа, Украинăн чылай пайне ярса илнĕ, совет çарĕсем çĕр-шыва 850—1200 çм таран каялла чакнă, 740 пин çынна (вĕсенчен 230 пин çын вилнисем)[31] çухатнă.
СССР питĕ кирлĕ чĕрĕ тавар-минерал тата промăç центрĕсене: Донбасс, Кривой Рог, бассейнĕсене çухатнă. Минск, Кейӳ, Харьков, Смулен, Одесса, Днепропетровск хуласене тăшман аллине панă. Тăшман Ленинграда хупăрланă. Украинăри тата Раççейĕн кăнтăрĕнчи апат-çимĕç тăвакан кирлĕ районсем тăван çĕршывăн центрĕнчен уйрăм пулса тăнă. Оккупациленĕ территорире миллион совет гражданĕ тăрса юлнă. Темиçе çĕр пин лăпкă пурнăç çыннине Германи ĕçе турттарса кайнă. Нимĕç çарне, çапах та, Ленинград, Мускав тата Ростов-Тан-çинчи хуласем патĕнче чарса лартнă; «Барбаросса» планĕн стратеги тĕлĕсене пурнăçа кĕртеймен.
ĔÇХÇ хĕллехи тапăнăвĕнче вермахт чылай вăя çухатнă тесе СССР Аслă Çарпуçлăхĕ 1942 çулăн çуллахи-кĕрхи кампанинче çарсем умне пурнăçа кĕртмелле мар ĕç лартнă: тăшмана пĕтĕмпех аркатса çĕр-шывăн территорине тăшманран ирĕке кăлармалла. Вăрçăн тĕп пулăмĕсем кăнтăр-хĕвел анăç тĕлĕнче пулса иртнĕ: Крым фронтне аркатни, Харьков операцин (12—25.05), Воронеж-Ворошиловград стратегиллĕ хӳтĕлев операцин (28.06—24.07), Сталинградри стратегиллĕ хӳтĕлев операцин (17.07—18.11), Çурçĕр-Кавказ стратегиллĕ хӳтĕлев операцин (25.07—31.12) катастрофисем. Тăшман 500—650 çм тапăнса пырса, Атăл патне тухать, Тĕп Арамаçи ту хысакĕн пайне ярса илет.
Вăта тĕлĕнче пысăк операцисем пулса иртнĕ: Ржев-Сычёв операцийĕ (30.7—23.8), Хĕвел анăç фронт çарĕсен хирĕçле тапăнăвĕпе Сухиничи, Козельск районĕнче пĕрлешĕнсе (22—29.8), пурĕпе 228 232 çын пĕтнĕ[32]); çаплах çурçĕр-хĕвел анăç тĕлĕнче: Любань тапăну операцийĕ (7.1—30.4), пĕрремĕш операцинче хупăрлава лекнĕ 2-мĕш тапăну çарне хупăрлавран кăлармалли операципе пĕрлешĕнсе (13.5—10.7); пĕтĕмĕшле çухатусем — 403 118 çын[32].
Герман çарĕшĕн лару-тăру хăрушла çаврăнма тытăнать: çухатусем Хĕрлĕ Çарĕнчен сахалтарах пулсан та нимĕçсен начартарах вăрçă экономики пĕтнĕ вӗҫмексемпе танксене советсем пекех çĕнĕрен хăвăрт тавăрма пултарайман, çынсене çарта çав тери эффективлă мар усă курни хĕвел тухăçĕнчи дивизисене тулли тума паман, çакна пула вара хăш дивизисене улттăбатальонлă штата (тăххăрбатальонлирен) куçарма тивнĕ; сталинград тĕлĕнчи çапăçакан ротăсенче салтак шучĕ27 çынна (штатпа 180) çитнĕ. Унсăр пуçне, Раççейĕн Кăнтăрĕнчи операцисем хыççăн нимĕçсен унчен те вăрăм хĕвел тухăç фрончĕ татах тăсăлнă, нимĕçсен хӳтĕлев тачăлăхне тытма вăй та юлман. Фронтăн чылай пайне Германин тăмарĕсене — румынсен 3-мĕш тата йĕркеленекен 4-мĕш, 8-мĕш итал тата 2-мĕш венгр çарĕсене тăратнă. Çак çарсем ĕнтĕ çуллахи-кĕрхи кампанинчи вермахтăн ахилл кĕлли пулса тăраççĕ.
1941 çулхи утă, 3 Сталин халăхран «Пĕтĕмпех фронт валли! Пĕтĕмпех çĕнтерӳ валли!» тесе ыйтнă; 1942 çулхи çулла тĕлне (1 çултан хăвăрт) СССР экономикине вăрçă çулне тăратнă.
Вăрçă пуçлансан СССР-та халăх, ĕç тăвакан вăйсене, йĕркелӳсене тата материал янтине пĕтĕмпех куçарма тытăннă. Çĕр-шывăн хĕвел тухăç районĕсене чылай предприятийе куçарнă (1941 çулăн 2-мĕш çурçуллăхĕнче кăна — 2600 яхăн), 2,3 млн выльăх ауçне илсе тухнă. 1942 çулăн пĕрремĕш çурçулĕнче 10 пин вӗҫмек, 11 пин танк, 54 пин кĕпçе туса хатĕрленĕ. 2-мĕш çурçуллăхра 1,5 хут ытла нумай кăларнă. Пурĕпе 1942 ç. СССР стрелок хĕçпашалĕн мĕнпур тĕсне (револьверсăр тата пистолетсăр) 5,91 млн виçе, кĕпçепе миномётăн мĕнпур тĕсĕпе калибрне (авиаци, тинĕс тата танк/ХАУ тупписĕр) 287,0 пин виçе, танк тата ХАУ мĕнпур тĕсне 24,5 пин виçе, самолётсен мĕнпур тĕсне 25,4 пин виçе, çав шутра çапăçмалли 21,7 пин виçе кăларнă[33]Ленд-лизпа та çапăçу техникине чылай кăларнă.
СССР, Аслă Британи тата АПШ хушшинче килĕшӳсем тунă хыççăн 1941—1942 çç. китлĕре хирĕçле коалицин тĕшши пулса тăрать.
СССР çине тапăннине Китлĕр «Хĕрес харçи» вырăнне хунă, ăна вăл террор меслечĕсемпе туса шутланă. 1941 çулхи çăвăн 13-мĕшĕнче вăл вăрçă çыннисене «Барбаросса» планне пурнăçланă чухне тунă ĕçсен яваплăхĕнчен хăтарнă:
«Вермахт хĕсметĕнчи çынсемпе тата вĕсемпе пĕрле ĕç тăвакансене граждан çыннисене хирĕçле тăшманлă ĕçсем тунăшăн чармалла мар тата çав ĕссене киревсĕр ĕç е вăрçă айăпĕ тесе шутламалла мар…».
Хăйĕн çак шухăшне вăл утăн 16-мĕшĕнче уçса панă:
«Эпир каллех калатпăр, пирĕн çав территорие йышăнмалла, ăна тытса тăмалла тата унта хăрушсăрлăха йĕркене кĕртмелле…Территорипе пĕтемпех хуçаланма епле ĕçсем тумаллине малтанах калама пулмасть: е персе пăрахмалла, е кăларса ямалла т. ыт. Хамăр умра выртакан мăн кукăле кирлĕ меллĕ пайлас ĕç тăрать: пĕрремĕшĕнчен, ăна ярса илес пулать, иккĕмĕшĕнчен, пăхăнтарас пулать, виççĕмĕшĕнчен, усăна кĕртес пулать. Уралтан анăçалла мĕнле те пулин тăшманăн хĕçпăшаллă йĕркелĕвĕсене хăварас пирки калаçма та тăмасть…»
Çакăн пирки Гудериан каланă:
«Китлĕр мĕнпур вырăссене сталин ялавĕ айне тăратма мел тупма пултарчĕ»[34]
Нимĕçсен оккупацине вăрçă вăхăтĕнче Беларуç, Украина, Эстон, Латви, Литва ССРĕсен, РСФСРĕн 13 облаçĕн территорийĕ лекнĕ.
Молдава ССРĕ тата Украина ССРĕн кăнтăр çĕрĕ (Транснистри) Румыни айĕнче пулнă, Карел-Финн ССРĕн пайне финн çарĕсем оккупациленĕ.
Виççĕмĕш райхăн Совет Союзне хирĕç вăрçин пуçламăшĕнченех СССРĕн Урала çити территорине ярса илсе, СССРĕн çутçанталăк янтипе усă курса Раççее нумай вăхăтлăха герман хуçаланăвĕнче тытмалла пулнă. Çут тĕнчерен планпа пĕтерĕс хăрушлăх еврейсемшĕн çес мар, çаплах Германи 1941—1944 çç. ярса илнĕ совет территоринчи славянсемшĕн те пулса тăнă. Халĕ тин ФРГ историкĕсен тĕпчев ĕçлевне СССР славян халăхне (вĕсене еврейсене пекех «начар расă» вырăнне хунă, пĕтермелле пулнă) хирĕç «урăх холокост» теми кĕчĕ.
Облаçсене кĕпернесем теме пуçланă, уессене (кăрлач, 1943 çултанпа — районсене) тата вулăссене йĕркеленĕ, халăха регистрацие кĕртнĕ. Нимĕç влаçĕн вăрçăпа администраци органĕсемпе (вăрçă комендатурисем, тăрăх тата и район управленисем, ял-хуçалăх управленисем, гестапо тата ур.) пĕрле полиципе вырăнти хăй тытăмлăх йĕркеленĕвĕсем ĕçленĕ. Хулана, уесе бургомистрсем ертсе пынă, вулăс йĕркеленĕвне вулăс старшинине, ялсенче старостăна лартнă. Герман çарĕн çыхăнман киревсĕр (уголовлă айăплă) тата граждан ĕçĕсене уçса пама килĕшӳ тӳрисем пулнă. Вырăнти йĕркелӳсем нимĕç çарпуçлăхĕн тапăчĕсмпе тата хушнисемпе татăçуллă ĕçлесе окупаци айĕнчи халăха Китлĕрĕн политикипе планĕсене пурнăçлама хутшăнтарнă.
Вăйпитти мĕнпур халăха нимĕçсем уçнă ĕçсене тума хăваланă, нимĕç çарĕ валли хӳтлĕх тунă çĕрте, шоссе тата чукун çулĕсене юсаттарнă, юр тасаттарнă, ял хуçалăхĕнче усă курнă т. ыт. «Çĕре усă курмалли çĕнĕ йĕркепе татăçуллă» колхозсене салатнă та пĕрлĕ хуçалăхсене туса хунă, совхозсем вырăнне «патхозсем» — нимĕç влаçĕн патшалăх хуçалăхĕсене йĕркеленĕ. Халăха пăчăртасах нимĕç çарĕ валли аш-пăш, тырă, фураж т. ыт. пуçтарнă. Нимĕç салтакĕсем патшалăхăн тата этем пĕрлĕхĕн пурлăхне çаратнă, лăпкă çынсене кил-пӳртĕнчен хăваласа кăларнă. Çынсене пурăнма юрăхлă пӳлĕмсене мар, çĕрпӳртсене вырнаçтарнă, ăшă тытакан тум-тире, апат-çимĕçе туртса илнĕ, выльăх-чĕрлĕхе тытса кайнă.
Нимĕçсем политика шкулĕсене уçнă — унта ятарлă пропагандăпа агитации лекцисене вуланă. Халăх умĕнчи политика темиллĕ лекцисене хула-ялсенче пĕрмаях ирттернĕ. Вырăнти радиокалаçупа та лекцисемпе евитсене халăх хăлхине çитернĕ. Çаплах Д. Малявин пропаганда календарĕсем пирки хыпарлать[35].
Шкулта вĕренме тивĕçлĕ йĕрке тунă, наци идеологине хирĕçлĕ мар совет кĕнекисемпе усă курма палăртнă. Ачисене шкула яман ашшĕ-амăшне штрафланă. Вĕрентӳçсемпе малтан гестапăра калаçу ирттернĕ, вĕсене икĕ эрнеллĕ политика курсĕсенче пĕлӳ панă. 1943 çулхи ака уйăхĕнчен историне вĕрентме чарнă та «хальхи пулăмсен урокĕсене» ирттернĕ, вĕсенче нимĕç хаçачĕсемпе тата нимĕçсен ятарлă политика брошюрисемпе усă курмалла пулнă. Чиркӳ çумĕнчи шкулсенче Турă саккунне вĕрентме ача-пăча ушкăнĕсене йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах оккупантсем библиотекăсенчи чылай кĕнекене пĕтернĕ.
çул
Чылай вырăнта оккупаци тапхăрĕ икĕ-виçĕ çул тăсăлнă. Нимĕçсем кунта 18-45 çулсенчи совет гражданĕсене (еврейсене — 18-60 çулсенчисене [36] çирĕп ĕçлев тивĕçне кĕртнĕ. Сиенлĕ ĕçре те 14—16 сехет муритленĕ. Ĕçлеменшĕн тата ĕсрен аяккалла пăрăннăшăн, тапăчсене пурнăçламаншăн, кăшт кăна пăхăнманшăн, çаратнă-пусмăрланă чухне хирĕç тăнăшăн, совет партизанĕсене пулăшнăшăн, коммунистсен партин тата комсомол пайташĕ, еврей нациллĕ пулнăшăн тата пач сăлтавсăрах персе пăрахнă, çакнă, чун тухичченех хĕненĕ. Штрафсемпе асаплантарнă, концлагере хупнă, выльăх-чĕрлĕхе туртса илнĕ тата ыт. Нимĕçсен репрессине чи малтанах славянсем, еврейсем тата чикансем, çаплах, нацистсен шучĕпе, «çынмаррисем», лекнĕ. Вара, Беларуçре пурăнан кашни виççемĕш çынна вĕлернĕ[37][38][39].
Оккупациленĕ территоринче вилĕм лагерĕсене, пĕтĕмĕшле шутлавпа, 5 мĕльюна яхăн çын вилĕм тупнă.[40]
Пурĕпе оккупаци территоринче 7,4 мĕльюн ытла лăпкă çынна шутласах пĕтернĕ.[41]
Оккупацинчи чылай совет халăхне вăйпах ĕçлеме пултараканнисене Германие тата оккупациленĕ промăçлăх енчен аталаннă çĕр-шывсене ĕçе хăваласа кайнă. Ирĕксĕр илсе килнĕ совет çыннисене унта «остарбайтерсем» (хĕвел тухăç ĕçлевçисем) тенĕ.
Германие ĕçлеме вăйпа илсе кайнă совет гражданĕсен йышĕнчен (5 269 513 çын), вăрçă вĕçленсен тăван çĕре 2 654 100 çын таврăннă. Тĕрлĕ сăлтавпа киле таврăнмасăр эмигрант шутне кĕнĕ — 451 100 çын. 2 164 313 ытти çын тыткăнра вилнĕ.
1942 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче совет çарĕсем хирĕçле тапăну тапратаççĕ, чӳкĕн 23-мĕшĕнче Сталинград тата Кăнтăр-Хĕвел тухăç фрончĕсен вăйĕсем Калач-Тан-çинчи хула çумĕнче пĕрлешсе 22 тăшман дивизине хупăрланă. Раштавăн 16-мĕшĕнче пуçланнă «Кĕçĕн Сатурн» операцинче Манштейн ертсе пынă Тан ушкăнне аркатнă. И хотя наступательные операции, предпринятые на центральном участке советско-герман фрончĕн тĕп пайĕнче ирттернĕ тапăну операцисем («Марс» операци) ăнăçусăр пулсан та, çапах та совет çарĕсен кăнтăр тĕлĕнчи вăрçă ăраскалне пула пĕтĕмĕшле ăнăçлă теме пулать — пĕр нимĕç çарне тата Германи тăмарĕсен тăватă çарне çĕмĕрсе тăкнă.
Хĕллехи кампанин паллă пулăмĕсем шутне Çурçĕр-Кавказ тапăну операцийĕ тата Ленинград хупăрлавне сирни (1943 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕ). Хĕрлĕ Çар Хĕвел анăçнелле хăшпĕр тĕлсенче 600—700 çм тапăнса пырса, тăшманăн пиллĕк çарне çаса аркатнă.
1943 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче Майнштейн ертсе пынă «Кăнтăр» çарĕсен ушкăнĕ кăнтăр еннелле хирĕç тапăну пуçлать, çак вара вăхăтлăха совет çарĕсен инициативне туртса илсе хĕвел тухăçнелле (хăшпĕр тĕлсенче 150—200 çм çити) тапса ярать. Пысăках мар совет пайĕсесене (Воронеж фронтĕнче, фронт çарпуçĕ Ф. И. Голиков йăнăшĕпе, çапăçу хыççăн ăна ĕç вырăнĕнчен хăтарнă) хупăрласа илнĕ. Совет çарпуçлăхĕ çакна тӳрлетме тытăнать, 1943 çулхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче совет салтакĕсем нимĕçсене чарса лартаççĕ те фронта тăнăçлатаççĕ.
1943 çулăн хĕлĕнче нимĕçсен В. Модель ертсе пынă 9-мĕш çарĕ ржев-вязьмă выступне (?) хăварать («Бюффель» операцийĕ пăхăр). Совет çарĕсем Калинин (А. М. Пуркаев) тата Хĕвел анăç (В. Д. Соколовский) фрончĕсем тăшмана хăвалама тытăнаççĕ. Совет çарĕсем фронт йĕрне Мускавран 130—160 çм аяккалла сиреççĕ. Кĕçех 9-мĕш нимĕç çарĕн штабĕ Курск выступĕн çурçĕр фасне ертсе пыма пуçлать.
1943 çулхи çуллахи-кĕрхи кампанин паллă ĕçĕсем Курск тата Тăнăвар çапăçăвĕсем пулнă. Хĕрлĕ Çар, унăн çухатăвĕсем тăшманĕнчен чылайрах пулсан та (1943 ç. совет çарĕсем вилнисен шучĕ çак вăрçăра чи нумаййи шутланать), малалла 500—1300 çм куçнă.
Чӳкĕн 28-мĕшĕнче — раштавăн 1-мĕшĕнче И. Сталинăн, У. Черчиллĕн тата Ф. Рузвельтăн Тегеран конференцийĕ иртет. иккĕмĕш фронта уçасси Конференцири тĕп ыйту пулса тăрать.
Вăрçăн виççĕмĕш тапхăрĕнче герман хĕçпăшаллă вăйĕсен шучĕ те, техника пахалăхĕ те ӳсет. Тĕслĕхрен, вермахтăн танксемпе ХКХ шучĕ 1945 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 12 990 виçе шутланнă[42], çав шутра 1944 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне — 9 149[42], 1943 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне — 7 927 виçе çеç[42]. Çак ӳсĕме Шпеер, Мильх тата ыт. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче тапратнă Германи промăçлăхне вăрçăна мобилизацилес программăна ĕçе кĕртнипе çитнĕ. Çапах та Хĕвел тухăç фронтĕнче питĕ нумай çухату тӳснипе, танкистсемпе вĕçевçĕсене вĕрентме топливо çитменни герман хĕçпăшаллă вăйĕсен пахалăхне чакарса пырать. Çавăнпа стратеги инициативи СССР тата унăн тăмарĕсене куçать, Германин çухатăвĕсем вара чылайланаççĕ.
1943—1944 çç. хĕллехи кампание Хĕрлĕ Çар питĕ вăйлă сылтăм çыранри Украинăра (1943 çулхи раштавăн 24-мĕшĕ — 1944 çулхи акан 17-мĕшĕ) çапăçусемпе пуçлать. Çак тапăнăвă темиçе фронт операцийĕ — Житомир-Бердичев, Кировоград, Корсунь-Шевченко, Луцк-Ровнă, Никополь-Криворог, Проскурово-Черновцă, Умань-Ботошан, Березнеговато-Снигирево тата Одесса операцисем — кĕнĕ.
4 уйăх хушши пынă тапăнура Э. Манштейн генерал-фельдмаршал ертсе пынă «Кăнтăр» тата Э. Клейст генерал-фельдмаршал ертсе пынă «А» çарĕсен ушкăнĕсене çапса çĕмĕрнĕ. Совет çарĕсем Сылтăм çыран Украинăна, хĕвел анăç облаçсене тăшманран хăтарса СССРĕн кăнтăр енчи патшалăх чиккине Карпат тăвĕн умĕнче (Проскурово-Черновцă операцинче) тухнă, пушăн 28-мĕшĕнче, Прут шывĕ урла каçса, Румыние кĕнĕ. Çаплах сылтăм çыранĕн Украинăри тапăнăвĕ шутне 1-мĕш Украина фронтĕнчен çурçĕрелле кĕрешнĕ 2-мĕш Беларуç фрончĕн Полеç операцине хушаççĕ.
Тапăнăва 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш Украина фрончĕсем, 2-мĕш Беларуç фрончĕ, Хура тинĕс флочĕпе Азов вăрçă флотилин карапĕсем тата оккупациленĕ территоринчи чылай партизан хутшăннă. Çак çапăçусемпе фронт 1943 çулхи раштав вĕçĕнчипе танлаштарсан 250—450 çм малалла куçать. Совет çарĕсем 1,1 млн çынна çухатаççĕ, вĕсенчен тавăрусăр — 270 пинрен кăшт ытларах. 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Сылтăм çыранĕн Украинине ирĕке кăларнипе пĕрлех Ленинград-Новгород операцийĕ (1944 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕ — пушăн 1-мĕшĕ) тапранать. Çак операци шучĕпе Красносельск-Ропшин, Новгород-Луга, Кингисепп-Гдов тата Старорусса-Новоржевск фронтăн тапăну операцисене ирттернĕ. Вĕсен тĕллевĕсенчен пĕри Ленинградăн хупăрлавне татса ярасси.
Совет çарĕсем тапăнса пырса Г. Кюхлер генерал-фельдмаршал ертсе пынă «Çурçĕр» çарĕсен ушкăнне аркатса янă. Çаплах Ленинградăн 900-кунлă хупăрлавне сирнĕ, Ленинград, Новгород облаçĕсен пур территорине тенĕ пекех, Калинин облаçĕн чылай пайне тăшманран хăтарса, совет çарĕсем Эстони территорине çитнĕ. Совет çарĕсен çак тапăнăвĕ нимĕç çарпуçлăхне совет çарĕсен 1944 çулхи хĕллехи тĕп тапăнăвне чарма «Çурçĕр» ушкăнăн çарĕсене Сылтăм çыранĕн Украинине куçарма май памасть.
Операцие Ленинград тата Волхов фрончĕсем, 2-мĕш Балтиçум фрончĕн хăшпĕр пайĕсем, Балти флочĕн вăйĕсем, инçет вĕçев авиаципе партизансем хутшăннă. Ленинград-Новгород операцинче çарсем 220—280 çм малалла куçнă. Совет çарĕсен çухатăвĕсем — 300 пин ытла çын, вĕсенчен тавăрусăр — 75 пинрен ытла. 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Ака-çу уйăхĕсенче Крым тапăну операцийĕ (ака, 8 — çу, 12) паллă вырăн йышăнать. Ун чухне 2 фронт операцине: Перекоп-Севастополь тата Керчь-Севастополь операцисене ирттереççĕ; операцисен тĕллевĕ — Крыма илесси. Совет çарĕсем Крыма ирĕке кăлараççĕ, нимĕçсен 17-мĕш хирти çарне çĕмĕрсе тăкаççĕ. Хура тинĕс флочĕ хăйĕн тĕп тĕсевне — Севастополе таврăнать. Çак вара Сылтăм çыранĕн Украинине хăтаракан фронтсен тылне хăрушсăрлатать.
Крыма илнĕ çĕре 4-мĕш Украина фрончĕн, А. И. Ерёменко ертсе пынă Уйрăм тинĕсçум çарĕн çарĕсем, Хура тинĕс флочĕ, Азов вăрçă флотилийĕ (каярах ăна Танай вăрçă флотилине куçарнă) вăйĕсем хутшăннă. Совет çарĕсем 85 пине яхăн çвнна çухатнă, вĕсенчен тавăрусăр — 17 пинрен ытла. Совет çарĕсем Крыма уйăхран ытларах вăхăт ирĕке кăларнă.
1944 çулхи çĕртме уйăхĕнче тăмарсем иккĕмĕш фронт уçаççĕ, çак Германири вăрçа вăрçă тăрăмне хавшаклатать. 1944 çулхи çуллахи-кĕрхи кампанире Хĕрлĕ Çар пысăк операцисене, çав шутра Беларуç, Львов-Сандомир, Ясса-Кишинёв, Балтиçум операцине, ирттернĕ; Беларуç, Украина, Балтиçум (Латвин хăш районĕсемсĕр пуçне) тата кăштах Чехословаки; çурçĕр Поляр лешьен тата Норвегин çурçĕр çĕрĕсене ирĕке кăларнă. Румыние тата Болгарие (Болгари Аслă Британипе тат АПШ-апа, анчах та СССР-па мар вăрçăра тăнă, СССР 1944 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче Болгарие вăрçă пирки пĕлтерет те территорине йышăнать, болгар çарĕсем хирĕç тăман та) капитуляциленĕ те Германие хирĕç вăрçа тухнă.
1944 ç. çулла совет çарĕсем Польша территорине çитнĕ. Çакăнчченех Хĕвел анăç Украинăпа Хĕвел анăç Беларуç, çаплах Литва территоринче совет çарĕсем поляксен ют çĕрти правительствине пăхăнакан поляксен Ен Çарĕ (ЕÇ) партизанĕсемпе тĕл пулнă. Поляк çарĕн нимĕçсем чакса пынă хыççăнах ирĕке тухнă Хĕвел анăç Беларуçри, Хĕвел анăç Украинăри тата Литвари, Польшăри çĕрсене йышăнса влаç аппарачĕсене йĕркелемелле пулнă.
Совет çарĕсем малтан ЕÇ пĕрле нимĕçсене хирĕç кĕрешнĕ, кайран ЕÇ офицерĕсене аресленĕ, салтакĕсене советсем майлă Берлинг генералăн Поляксен Çарне мобилизациленĕ. Ирĕке кăларнă çĕрсенче, Хĕрлĕ Çарăн çывăх тылĕнче ЕÇ ушкăнĕсене хĕçпăшалсăрлантарма пикеннĕ, анчах та вĕсем вăрттăн пурнăçа куçнă. Çак ĕç-пуç 1944 çулхи утă уйăхĕнче Польша территоринче т е тăсăлнă. 1944 çулхи çурлан 23-мĕшĕнче Люблинран Кисанри лагере ЕÇ тĕкерçисен пĕрремĕш пайне ăсатнă. Унчен вĕсене малтан нимĕçсен пулнă Майданек наци концлагерĕнче тытнă.
1944 çулхи утăн 21-мĕшĕнче Хелмре поляк коммунисчĕсемпе тăмарĕсем Польшăн наци ирĕклĕх комитетне — Польшăн вăхăтлă советсем майлă правительствине — йĕркелеççĕ.
1944 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче РÇХÇ малти вăйĕсем Польшăн тĕп хули Варшава патне çывхарнă чухне, Ен Çарĕ («Армия крайова») хулара пăлхава çĕклет. Пăлхавçăсем икĕ уйăх чылай шутлă нимĕç çарĕсемпе çапăçнă, юпан 2-мĕшĕнче вĕсен парăнма тивнĕ. 1-мĕш Беларуç фрончĕ пăлхавçăсене кирлĕ пулăшăва параймасть — Беларуç операципе 600 çм тухса, фронт вăйĕсем Варшава умĕнче тăшман тĕревлĕ хирĕçленине пула хӳтĕленме хатĕрленнĕ[43].
1944 çулхи çурлан 30-мĕшĕнче Йозеф Тиссо ертсе пынă нимĕçсем майлă Словак Республикине хирĕçле Словаксен наци пăлхавĕ çĕкленет. Пăлхавçăсене пулăшас тĕллевпе совет çарĕсем авăнăн 8-мĕшĕнче Карпат-Дукель операцине пуçлаççĕ. Анчах та совет çарĕсем çитичченех, 1944 çулхи чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче нимĕç çарĕсем пăлхава пусараççĕ.
1944 çулхи юпа уйăхĕнче совет çарĕсем ăнăçлă Дебрецен операцине ирттернĕ, Венгрие вăрçăран кăларас тата венгрсен çĕрĕнчи нимĕç çарĕсене аркатас тĕллевпе Будапешт операцине пуçланă. Анчах та Будапештри нимĕç çарĕсем капитуляцие 1945 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче кăна йышăннă. 1944 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Венгрин вăхăтлă правительствине туса хунă, вăл 1945 çулхи кăрлачăн 20-мешĕнче СССР-па лăпкăлăх хучĕ çине алă пуснă.
1944 çулхи юпан 25-мĕшĕнче Патшалăх Хӳтелев Комитечĕ вăрçă хĕсметне 1927 çулта çуралнă çынсене йыхравпа чĕннĕ. 1 миллион та 156 пин те 727 çынна — юлашки вăрçă йыхравĕ — çар ретне тăратнă.
Совет çарĕсен хĕвел анăç тĕлĕнчи тапăнăвĕ 1945 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче ( Хĕвел тухăç-Прусс операцийĕ ) тапранать. Млава тĕлнелле пырса тăшманăн Хĕвел тухăс Пруссие хӳтĕлекен «Центр» çарĕсен кунти ушкăнне аркатса ытти нимĕç вăйĕсенчен уйăрмалла. Хаяр çапăçусемпе совет çарĕсем Хĕвел тухăç Пруссин пайне йышăнаççĕ, Çурçĕр Польшăн терриирине ирĕке кăлараççĕ, тăшманăн Хĕвел тухăç-Прусс ушкăнне хĕвел анăçран тата кăнтăр-хĕвел анăçран хупăрласа, пĕтĕмпех çапса аркатма хатĕрленеççĕ (Млава-Эльба операцийĕ).
Калинин тĕлĕнче тапăну операцине нимĕçсен тильзит-инстербург ушкăнне хирĕç пуçланă. 3-мĕш Беларуç фрончĕн çарĕсем 130 çм таран çĕмĕрсе кĕрсе 2-мĕш Беларуç фрончĕпе пĕрле Хĕвел тухăç-Прусс операцине ăнăçлă вĕçлеме (Инстербург-Кенигсберг операцийĕ) хатĕрленеççĕ.
Польшăри тепĕр тĕлĕнче кăрлачăн 12-мĕшĕнче Висла-Одер операцийĕ тапранать, нарăсăн 3-мешĕнче нимĕçсене Вислăран анăçалла Польша территорине тăшманран хăтарса Одерăн сылтăм çыранĕнче плацдарм ярса илнĕ. Кăнтăр Польшăпа Чехословакире 4-мĕш Украина фрончĕн пайĕсем Хĕвел анăç Карпатăн чылайăшне каçса, нарăсăн 18-мĕшĕнче Вислăн тури юхăмне çитнĕ, çак ăнăçа пула 1-мĕш Украина фрончĕ Силезире малалла куçнă.
Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Вена хулине туртса илес Вена тапăну операцийĕ пуçланать. Виççĕмĕш райхăн Австри пайĕн тĕп хули патĕнче СС 6-мĕш танк çарне çĕмĕреççĕ. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Чехословаки территоринчи совет çарĕсем хаяр çапăçусемпе анăçалла талпăнаççĕ. Акан 7-мĕшĕнче Вена хулаçумĕнче нимĕçсем хаяррăн хирĕç тăраççĕ. Венăшăн йывăр кĕрешӳ тытăнать, хулана акан 13-мĕшĕнче ярса илеççĕ.
Çав вăхăтрах Хĕвел тухăç Прусире Кёнигсберг хулишĕн кĕрешӳ (Кёнигсберг операцийĕ) пуçланать. Аран-аран совет çарĕсем, çухрăм хыççăн çухрăм, куçса пыраççĕ. Кёнигсберг операцинче нимĕçсен кунти ушкăнĕн тымар вăйĕсене аркатаççĕ.
Польша еннелле 1945 çулхи пуш уйăхĕнче 1-мĕш Беларуç тата 1-мĕш Украина фрончĕсем Одер тата Нейсе хӳтелев йĕрне тухаççĕ. Тӳрĕ çулпа кюстрина плацдармĕнчен Берлина çити 60 çм шутланнă. Анкăл-американ çарĕсем нимĕçсен рур ушкăнне пĕтерсе акан варринелле малти вăйĕсемпе Эльба патне çитнĕ. Паллă та кирлĕ чĕр тăвар минерал районĕсене çухатнипе Германире промăçлăх ĕçĕ чылаях чакать. 1944/45 хĕлĕнче çын çухатнисене тултарма йывăр пулнă. Çапах та Германи хĕçпăшаллă вăйĕсенче, Хĕрлĕ Çар Тĕпштабĕн разведуправлени информаципе, ака уйăхĕн варринче вĕсен 223 дивизипе бригада пулнă. 1945 çулхи ака, 16 совет çарĕсен Берлин тапăну операцийĕ тапранать. 1945 çулхи ака, 25 совет вăйĕсем Эльба çинче пĕрремĕш хутчен анăçран тапăнса пынă американ çарĕсемпе тĕл пулаççĕ. 1945 çулхи çу, 2 Берлин гарнизонĕ капитуляцилет. Берлина илсен совет çарĕсем Прага операцине — çак вăрçăн юлашки стратеги операцине — ирттереççĕ.
1945 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче ЕÇ юлашки çарпуçĕ Леопольд Окулицкий салану тапăчне кăларать. 1945 çулхи нарăсра поляксен Польшăна таврăннă эмиграци правительствине, Наци пĕрлĕх канашĕн (вăхăтлă вăрттăн парламент) чылайрахăш делегатне тата ЕÇ ертӳçисене НКГБ генералĕ И. А. Серов Совет Союзе пулăшса тăнă Вăхăтлă правительствăна коммунистсен мар элчисене кĕртес ыйтупа пуçтарнă конференцине йыхравлать. Поляксене хăрӳшсăрлăх гарантине панă, анчах та вĕсене пуш, 27 Прушкувра ареслеççĕ те Мускава çитереççĕ. Мускавра вĕсене суд тăваççĕ.
1945 çулхи нарăсăн 4—11-мĕшĕсенче Ялта конференцинче Сталин, Черчилль тата Рузвельт тĕл пулаççĕ. Унта вĕсем вăрçă хыççăнхи тĕнчери политикăн тĕп принципĕсене сӳтсе явнă.
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Европăра вăрçă Германин хĕçпăшаллă вăйĕсен капитулянипе вĕçленет. Çапăçу ĕçĕсем пĕтĕмпе 1418 кун пынă. Капитуляцине йышăнсан та çапах Совет Союзĕ Германипе килĕшӳ туман, урăх сăмахсемпе, Германипе вăрçă тăрăмĕнчен тухман. СССР Германие хирĕç вăрçăна 1955 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн «Совет Союзĕпе Германи хушинчи вăрçă тăрăмĕнчен тухни» хушăвĕпе тин чарнă[44].
Çĕртмен 25-мĕшĕнче Мускавра Çĕнтерӳ парачĕ иртнĕ. 1945 çулхи утă-çурла уйăхĕсенче Потсдам конференцинче СССР, Аслă Британи тата АПШ ертӳçисем Европăн вăрçă хыççăнхи тытăмлăхне епле йĕркелес пирки калаçса татăлнă.
Халăх | Пĕтĕмпе шутланă çартыткăнĕсем | Ирĕке кăларнă, репатриациленĕ | Тыткăнра вилнĕ |
---|---|---|---|
нимĕçсем | 2388443 | 2031743 | 356700 |
австрисем | 156681 | 145790 | 10891 |
чехсемпе словаксем | 69977 | 65954 | 4023 |
французсем | 23136 | 21811 | 1325 |
югославсем | 21830 | 20354 | 1476 |
поляксем | 60277 | 57149 | 3128 |
голландсем | 4730 | 4530 | 200 |
бельгисем | 2014 | 1833 | 181 |
люксембургсем | 1653 | 1560 | 93 |
испанисем | 452 | 382 | 70 |
данисем | 456 | 421 | 35 |
норвегсем | 101 | 83 | 18 |
ытти халăхсем | 3989 | 1062 | 2927 |
ПĔТĔМПЕ вермахтра | 2733739 | 2352671 | 381067 |
% | 100 % | 86,1 % | 13,9 % |
Венгрсем | 513766 | 459011 | 54755 |
Румынсем | 187367 | 132755 | 54612 |
Итальянсем | 48957 | 21274 | 27683 |
Финнсем | 2377 | 1974 | 403 |
ПĔТĔМПЕ союзниксен | 752467 | 615014 | 137753 |
% | 100 % | 81,7 % | 18,3 % |
ПĔТĔМПЕ çартыткăнĕсем | 3486206 | 2967686 | 518520 |
% | 100 % | 85,1 % | 14,9 % |
«Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи» порталĕ | |
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи Викивулавăшра? | |
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи Викиампарта? | |
«Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи» проекчĕ |
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.