Remove ads
From Wikipedia, the free encyclopedia
Семён Миха́йлович Будённый (ака, 25 1883 — юпа, 26 1973) — совет çарпуçĕ, Раççейри граждан вăрçине хутшăннăскер, Пĕрремĕш Юланут çарĕн çарпуçĕ, Совет Союзĕн пĕрремĕш маршалĕсенчен пĕрри, виççĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Семён Михайлович Будённый | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1883 -мĕш çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕ | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Козюрин хуторĕ, Тан çарĕн облаçĕ, Раççей Империйĕ | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1973–мĕш çулхи юпан 26-мĕшĕ | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çар ăрачĕ | Кавалери | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1903—1973 | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Командăланă | Тăрăхсем тата фронтсем, Пĕрремĕш юланут çарĕ, Совет Çарĕн кавалерийĕ | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Вырăс-Япун вăрçи, Пĕрремеш тĕнче вăрçи, Раççейри-Граждан вăрçи, Раççей-Польша вăрçи (1919-1921), Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
Раççей империн чысĕсем: | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Алпусни | С. М. Будённый Мускав авиаци шкул клубĕнче. 1937 ç. |
Ростов облаçĕнчи Пролетари районĕн Платовская станицин (халĕ — Будённовская) Козюрин хуторĕнче чухăн çĕрĕçчен çемйинче çуралнă. Вырăс. 1919 çултанпа РКП(б)/ВКП(б)/ССКП пайташĕ.
1903 çулта çара чĕннĕ. Вăхăтлă хĕсметре Тинĕсçум драгун Христиан IX дани патши полкĕнче тăнă, çавăнтах хушма хĕсмете юлнă. 1904—05 çулсенчи Вырăс-япун вăрçине 26-мĕш Тан касак полкĕнче çапăçнă. Çак тапхăрта Карл Маннергеймпе тĕл пулнă.
1907 çулта полкăн чи лайăх юланут пулнипе ăна Петербурга, Аслă кавалери офицер шкулне кĕçĕн чинсем валли пĕр çуллă курса куçарнă, 1908 çулта вĕренсе тухать. 1914 çулчен Тинĕсçум драгун полкĕнче хĕсметре. 18-мĕш Север драгун полкĕн аслă унтер-офицер хисепĕнче герман, австри тата кавказ фрончĕсен шутĕнче Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăнать, хăюлăхшăн тăватă степенĕн Георгий хĕресĕсене тата тăватă медале тивĕç пулнă.
1917 çулхи çулла Кавказ дивизипе Минска çитет, унта ăна полк комитечĕн ертӳçи тата дивизи комитечĕн ертӳçи çумĕ пулма суйланă. 1917 çулхи çурла уйăхĕнче М. В. Фрунзепе пĕрле корнилов çарĕсен эшелонĕсене Оршăра хĕçпăшаллантарнă. Октябрь революцийĕ хыççăн Тан çине, Платовская станицине таврăнать, ăна Сальск тăрăх Канашĕн ĕçтăвком комитечĕн пайташне суйлаççĕ те тăрăхăн çĕр уйрăмĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетеççĕ.
1918 çулхи нарăс уйăхĕнче Будённый Тан çинче пуçтарăннă шурă гвардейсемпе кĕрешме революциллĕ юланут тĕкĕртне йĕркеленĕ. Кайран хĕрлĕ юланутсем Царицын патĕнче 1919 çулăн пуçламăшĕнче ăнăçлă çапăçнă, полка, бригадăна, кавалери дивизине çити ӳснĕ.
1919 çулхи çĕртмен иккĕмĕш пайĕнче çамрăк Хĕрлĕ Çарĕнче пĕрремĕш пысăк кавалери пĕрлешĕвĕ — Будённый ертсе пынă юланут корпусне йĕркеленĕ. Çак корпус 1919 çулхи çурла уйăхĕнче тури Тан тăрăхĕнче Врангель генералăн Кавказ çарĕн тĕп вăйĕсене çĕмĕрнĕ Воронеж-Касторненская операцине хастар хутшăннă, 1919 çулта 8-мĕш çарăн дивизийĕсемпе пĕрле Мамонтовпа Шкуро генералсен касак корпусĕсене пĕтемпех аркатнă. Корпус чаçĕсем Воронеж йышăнса, Хĕрлĕ Çар позицин Мускав тĕлĕнчи 100-çухрăмлă çурăка хупланă. Будённый юланут корпусĕ Деникин генералăн çарĕсене Воронежпа Касторная патĕнче аркатни тăшмана Тан çинче çĕнтерĕве çывхартнă.
1919 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче Кăнтăр фрончĕн çарпуçĕ Республика реввăрçăканашĕн тапăчĕпе Юланут корпусĕ Пĕрремĕш Юланут çарĕ пулса тăнă. Çарпуçĕ пулма Будённыйе çирĕплетнĕ. 1923 çулхи юпа уйăхĕччен вăл ертсе пынă Пĕрремĕш Юланут çарĕ 1917-1922 çулсенчи граждан вăрçинче Деникинпа Врангель çарĕсене Çурçĕр Таврире тата Крымра аркатнă çапăçусене хутшăннă. Совет-поляк вăрçинче Пилсудский çарĕнчен тарнă. Пĕрремĕш Юланут çарĕн хăшпĕр чаçĕсем Украинăри халăха пусмăрланă, çакăншăн 200 яхăн хĕрлĕ çар çынне персе пăрăхнă.
1921—23 çулсенче Будённый — РВК пайташĕ, кайран Çурçĕр-Кавказ çар тăрăхĕн çарпуç çумĕ. Лаша савучĕсене йĕркелесе ертсе пынă ĕçре чылай вăй хунă. Нумай çул хушши ĕçре лаша çĕнĕ ăрачĕсене — будённăй тата терек — ĕрчетсе кăларнă.
1923 çулта Будённый Чечен автономи облаçĕн «кумашшĕ» пулса тăрать: бухар эмирен çĕлĕкне тăхăнса, хулпуçç урлă хĕрлĕ хăю çакса вăл Урус-Мартана килсе ПĔТК декречĕпе Чечняна автономи облаçĕ статусне парать.
1923 çулта Будённый Хĕрлĕ Çарăн тĕп çарпуçăн кавалери ĕçĕсен пулăшуçи, СССР РВК пайташĕ вырăнне йышăнать. 1924—37 çулсенче ĔÇХÇ кавалери инспекторĕ.
1932 çулта М. В. Фрунзе ячĕллĕ вăрçă академинче вĕренсе тухнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.