From Wikipedia, the free encyclopedia
Финн чĕлхи (финла - suomen kieli [суомен киели]) — финн-угор ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финляндире швед чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать. Калаçакан хисепĕ - 5 млн яхăн. Финн чĕлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепĕ вунна яхăн. Вĕсем икĕ тĕп пая пайланаççĕ: анăç тата тухăç калаçăвĕсем.
Фи́нн чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | suomi |
Патшалăхсем: | Финлянди, Швеци, Эстони, Норвеги, Раççей (Карели, Санкт-Петербург, Мари Эл, Ленинград облаçĕ) |
Официаллă статус: | Финлянди Европа пĕрлешĕвĕ |
Рейтинг: | 52 |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Урал çсемьи
| |
Çырулăх: | латиница (финн алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | fi |
ISO 639-2: | fin |
ISO 639-3: | fin |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Хальхи литература чĕлхи XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ. Фонетика тĕлĕшĕнчен уçă сасă тĕрлĕлĕхĕпе тата тăтăшлăхĕпе палăрса тăрать: 8 монофтонг, 8 вăрăм монофтонг тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тĕпрен илсен ют чĕлхерен йышăннă лексикăра тĕл пулаççĕ. Сибилянтран [с] фонема кăна тĕл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăка туртăнать. Грамматика енчен несĕл категорийĕ çуккине палăртмалла. Пĕтĕмпе 15 падеж. Подлежащипе определени килĕшĕвĕ аталаннă. Камăнлăх категорийĕ уйăраççĕ. Синтаксисĕ нимĕç-акăлчан чĕлхинни евĕр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать.
ISO 639 стандартĕнче ку чĕлхен кочĕсем: fi, fin.
Фине чĕлхипе Финляндире пурăнан çын (92 %), çаплах Швецире тата Норвегире пурăнаканнисем, АПШ, Эстони, Раççей (ытларах Ленинград облаçенче тата Карелире) территоринче пурăнан финнсем усă кураççĕ.
Финн чĕлхи Финлянди официаллă шутланать, çаплах ăна Швецири сахалрахăшăн чĕлхи вырăнне шутлаççĕ (виçеллĕ финн чĕлхи те, меянкиели те финсем вырнаçнă Турнедален облаçĕнче).
Раççей финнĕсен йышне хальхи Ленинград облаçне XVII ĕмĕрте куçса килнĕ ингерманландсем кĕреççĕ. Çаплах финсем Карелире пурăнаççĕ, унти вăтăр шкулта финн чĕлхине ютçĕр чĕлхи вырăнĕнче вĕренеççĕ. Карелире финн чĕлхине, карел тата вепс чĕлхисемпе пĕрле, наци чĕлхи шайне йышăннă. 2013 çултанпа финн чĕлхи раççей шкулĕсенче ютçĕр чĕлхи статусĕпе иккĕмĕш класранах вĕренме пулать[1].
Чăваш чĕлхипе çыхăнура пулман. Çавах вăл е ку пĕр пеклĕх пуррине асăнмалла. Тĕслĕхрен,
Чăваш чĕлхине тĕпченĕ тата хальхи вăхăтра тĕпчекен финн чĕлхеçисем: М. А. Кастрен, А. Альквист, Х. Паасонен, Ӳ. Вихманн, М. Рясянен, Г. И. Рамстедт, Й. Луутонен, А. Мойсио тата ыттисем
2007 çулта Турку хулинче финла-чăвашла сăмахсар (Tšuvassilais-Suomalainen sanakirja, ISBN 951-29-3349-7)тухрĕ. 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. 2007 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.Авторĕсем: Арто Мойсио (Финлянди чĕлхисене тĕпчекен центрĕн пуçлăхĕ), Йорма Луутонен (Атăлçи чĕлхисене тĕпчевçи), Эдуард Фомин (ЧПУн чăваш чĕлхин кафедринчи вĕрентекенĕ). Сăмахсарта 8 пин чи кирлĕ сăмах. Хатĕрленĕ май, Г.А. Дегтярев, М.И. Скворцов, А.А. Алексеев, И.П. Павлов ĕçĕсене усă курнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.