Литература чĕлхи, — сăмах ăстисем — çыравçăсемпе журналистсем, редактăрсемпе тĕпчевçĕсем туптаса якатнă, илемлĕ чĕлхе. Ăна
Хирĕçле ăнлавсем — диалект тата ансат (ахаль) чĕлхе. Литература чĕлхи — пĕтĕм халăх усă курмалли чĕлхе, çавăнпа та унăн сăмах йышĕ вырăнти калаçусен чĕлхин (диалектсен) сăмах йышĕнчен пуянрах, грамматика йĕрки (тытăмĕ) кăткăсрах, пиçĕрех, тĕрĕсрех.
Литература чĕлхи — нормăллă чĕлхе. Вăл халăх чĕлхин паха енĕсене пĕтĕçтерсе тăрать, çавăнпа унăн хăйĕн нормисем пур. Норма вăл — пĕр-пĕр чĕлхепе калаçакан çынсен ушкăнĕ хăйĕн кулленхи хутшăнăвĕнче яланхи пек усă куракан сăмахсен пĕлтерĕшĕ, сăмахри сасăсен тытăмĕ, сăмах пулăвĕпе улшăнăвĕн мелĕсем — сăмахсемпе предложенисене çыхăнтармалли йĕрке. Анчах норма литература чĕлхин кăна мар, хутшăну хатĕрĕ пулакан кирек епле чĕлхен те пур. Чĕлхере норма пулмасан çынсем пĕр-пĕрне ăнланми пулĕччĕç, чĕлхе хăйĕн традицийесене çухатĕччĕ. Анчах çырусăр чĕлхе (е диалект) нормипе литература чĕлхин норми пĕр мар. Çырулăхсăр чĕлхере (е диалектра) норма хăй тĕллĕн, хăйне хальлĕн йĕркеленет, вăл çав чĕлхепе (диалектпа) калаçакансемшĕн кăна норма шутланать, çав коллектив асĕнче кăна тытăнса тăрать, ăруран ăрăва улшăнса пырать.
Литература чĕлхи тĕрлĕ диалектпа калаçакан коллективсене пĕтĕçтерсе тăнă май унăн норми пур коллективсемшĕн те норма шутланать. Литература чĕлхи пĕр-пĕр диалектран пуçланса каять пулин те, çав диалект нормин шайĕнче çырлахса тăма пултараймасть. Аталану тапхăрĕнче литература чĕлхи тĕрлĕ диалект элеменчĕсене, ют чĕлхе сăмахĕсене йышăнать, унта вырăнти чĕлхесенче çук çĕнĕ сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем, çĕнĕ формăсемпе конструкцисем, çĕнĕ модельсем пулса каяççĕ. Чăваш литература чĕлхине XIX ĕмĕрен иккĕмĕш çурринче И.Я.Яковлевпа ун вĕренекенĕсем анатри диалект никĕсĕ çинче йĕркелесе янă, мĕншĕн тесен чăваш халăхне çутта кăлараканĕ анатри чăвашсем хушшинче ӳссе çитĕннĕ. Кайрантарах, литература ĕçне тури чăваш çыннисем те анлăрах явăçма тытăнсан, литература чĕлхи тури диалект уйрăмлăхĕсене те йышăнма пуçланă. Ку вăл лексикăра та, фонетикăра та, грамматикăра та, стилистикăра та палăрать. Тĕслĕхрен, хальхи литература чĕлхинче тури диалектри ударени йĕрки, хăш-пĕр синтаксис конструкцийĕсем (Эпир ĕнер хулана кайсаччĕ) çирĕпленсе юлнă.
Вуламалли
- Кожин А. Н. Литературный язык допушкинской России. — М.: Русский язык, 1989. — 6 950 экз. — ISBN 5-200-00459-4 (куçар.)
Каçăсем
- Литература чĕлхи — БСЭ
- Щерба Л. В. Современный русский литературный язык.
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.