Тухăç Африка
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тухăç Африка — географири термин, Африкăри Нилран тухăçалла çĕршывсене, Икĕпатсăр пуçне, пĕрлештерет.
Тухăç Африкăра 200 яхăн халăх-йăх пурăнать, чĕлхепе тăватă ушкăна кĕреççĕ. Тухăç Африкăри пурăнан халăх социум культурипе питĕ хытă уйрăлса тăрать, çавăнпа кунта вăрçă-хирĕçӳ нумай пулнă, халĕ те пыраççĕ, çав шутра граждан вăрçисем те.
Тухăç Африкăри çĕршывсен ушканĕ — Танзани, Кени, Уганда, Бурунди тата Руанда — тăмха пĕрлешĕвне — Тухăç Африкăри пĕрлелĕх туса хунă.
Тухăç Африкăна чылай антрополог этемлĕх сăпки тесе шутлаççĕ.