From Wikipedia, the free encyclopedia
Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ (СТО) е Релятивизмăн ятарлă теорийĕ — куçăма, механика саккунĕсене тата уçлăх-вăхăт хутшăнăвĕсене çутăн вакуумри хăвăртлăхĕнчен пĕчĕкрех хăвăртлăхсенче, вăл шутра çутăн хăвăртлăхне çывăх чухне, палăртса кăтартма кирлĕ теори.
Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ шайĕнче пăхас пулсан, Ньютонăн классикăлла механики пĕчĕк хăвăртлăхсемшĕн çывхартнă теори пулать.
Чăннипе каласан, СТО тăватă виçеллĕ уçлăх-вăхăт геометрине палăртать тата Минковскин лаптак (кукăрăлман) уçлăхĕ çинче никĕсленсе тăрать. Енчен те СТОна гравитацилле уйсем тĕлĕшпе пĕтĕмлетсен, танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕ (ОТО) пирки калаçма тивет.
Тĕп ăнлавсемпе постулатсемсĕр пуçне вĕсем физикăлла объектсемпе еплерех шайлашулăхра (тĕлметĕллĕхре) тăнине кăтартакан йĕркевсем кирлĕ.
Уçлăх тата вăхăт — пĕр тикĕс, уçлăх, çавăн пекех, изотроплă[1]. Кунсăр пуçне:
Постулат 1 (Эйнштейнăн танлаштарулăх принципĕ).
Постулат 2 (çутă хăвăртлăхĕн улшăнманлăхĕн принципĕ).
Постулатсен шучĕ кунпа вĕçленмст-ха.
Сăлтавлăх постулачĕ пур[2][3][4] (çапла вара, вĕсем мĕнпурĕн тăваттăн пулчĕç темелле). Юлашкинчен асăннă икĕ постулатран хуть те мĕнле сигналăн хăвăртлăхĕ çутă хăвартлăхĕнчен пысăкрах пулайманни тухса тăрать[5][6][4].
Инерциаллă пĕр тытăмран инерциаллă тепĕр тытăма куçаракан релятивизмла формулăсене Лоренц улшăвĕсем теççĕ.
Енчен ИСО (инерциаллă пуçлав тытăмĕ) ИСО тĕлĕшпе тĕнĕл тăрăх улшăнми хăвăртлăхпа куçсан, координатсен пуçламăшĕсем вăхăтăн малтанхи самантĕнче икĕ тытăмра та пĕрех пулсан, вара Лоренц тÿрĕ улшăвĕсем çапла пулаççĕ:
кунта — çутă хăвăртлăхĕ, штрихлă капсем тытăмра виçĕннĕ, штрихсăррисем — тытăмра.
Хăвăртлăхсене хушассин релятивизмла йĕркевĕ. Енчен те пĕр-пĕр объектăн хăвăртлăхĕн пуçлав тытăмĕ тĕлĕшенчен компонентсем тата тытăм тĕлĕшĕнчен компонентсем пулсан, çакнашкал çыхăну пур:
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.