![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/6/68/Arthur_Stanley_Eddington_-_The_theory_of_relativity_and_its_influence_on_scientific_thought_%25281922%2529.pdf/page1-640px-Arthur_Stanley_Eddington_-_The_theory_of_relativity_and_its_influence_on_scientific_thought_%25281922%2529.pdf.jpg&w=640&q=50)
Танлаштарулăх теорийĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Танлаштарулăх теорийĕ е релятивизм теорийĕ — уçлăх-вăхăта, урăхла каласан физикăлла пулăмсен уçлăх-вăхăтпа çыхăннă универсаллă енĕсене кăтартакан теори[1]. Çак теорие тĕпе хурса пулăмсене тĕпчекен ăслава релятивизмла физика теççĕ. Тепĕр чухне вара ăна та, кăна та синонимла ăнлавсем пек кураççĕ.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/6/68/Arthur_Stanley_Eddington_-_The_theory_of_relativity_and_its_influence_on_scientific_thought_%281922%29.pdf/page1-640px-Arthur_Stanley_Eddington_-_The_theory_of_relativity_and_its_influence_on_scientific_thought_%281922%29.pdf.jpg)
Ку термина 1906-мĕш çулта, танлаштарулăх принципĕн пĕлтерĕшне юри палăртас шутпа, Макс Планк кĕртнĕ.
Анлă пĕлтерĕшпе танлаштарулăх теорийĕ тени хăйĕн шутне танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ (СТО) тата танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕ (ОТО) текеннисене кĕртет. Ансăр пĕлтерĕшпе — çав теорисенчен малтанхине çеç.