From Wikipedia, the free encyclopedia
Таймы́р (Таймăр[1]) çурутравĕ — Çĕпĕрте, Азин çурçĕр енĕнче, Кара тинĕсĕн Енисей кӳлмекĕпе Лаптев тинĕсĕн Хатанга кӳлмекĕ хушшинче вырнаçнă. Çак çурутравра Евразин чи çурçĕр материкĕ — Челюскин хысакĕ — те вырнаçнă.
Нумай тĕпчевçĕ шутланă тăрăх, «Таймыр» топоним «тамура» («хаклă», «пуян») эвенк сăмахĕнчен пулса кайнă. Çапла майпа эвенк халăхĕн пулăпа пуян Таймыра юханшыва каланă. XIX ĕмĕрте вара çак ят пĕтĕм çурутрава сарăлнă.
Таймыр — ĕмĕрхи шăнлăх тăрăхĕ. Çак çурутравра хĕлле сивĕ те вăрăм, çулла — кĕске те уçă; çулталăк тăршшĕпех вăйлă çил вĕрет. Таймыр çинче атлантика тăвăлĕсенчен нумайăшĕ хăйĕн пурнăçне «вĕçлет», çавăнпа çак региона «тăвăлсен масарĕ» теççĕ.
Таймырти чĕрчун тĕнчи тĕрлĕ тискер кайăксемпе (юс, вăрман кушакĕ, кăш, шурӑ тилĕ, тинĕс хĕрринче — шурă упа т. ыт. те), вĕçен кайăксемпе (хурсем, кăвакалсем, гагарăсем, баклансем, хир чăххисем, çурçĕр тăманисем, кăйкăрсем т. ыт. те), пулăсемпе (сиг, осётр, кӳтеме, таймень т. ыт. те) пуян. Ку тăрăхра çурçĕр пăланĕ (çурçĕр халăхĕн тĕп культури), чăпăк пурăнать.
XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Таймырта ĕлĕк кунта пурăннă така-вăкăрсемпе, е мускуслă вăкăрсемпе (темиçе ĕмĕр каялла вĕсем çурçĕр Азинче вилнĕ), эксперимент ирттернĕ. Хальхи вăхăтра Таймыр тундринче 4 пине яхăн така-вăкăр пурăнать, ытларах вĕсем çурутравăн хĕвелтухăç енче нумай.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.