Ази, Аçи[1] — тĕнчен чи пысăк пайĕ (43,4 млн. çм2), Европăпа пĕрле Еврази материкĕ пулать[2].
Географи
Лаптăкĕ — 43,4 млн. км2 яхăн. Планетăн тухăç çĕр çурринче (Чукотка çурутравĕ çеç анăç енче пулать), экватортан çурçĕрелле вырнаçнă. Европăран уйăракан чикĕ Урал тăвĕсен тухăç сăрт айĕн çумĕпе, Мугоджарпа, Эмба шывĕпе, малалла Каспи тинĕсĕпе, Кура шывĕпе, Сурами перевалĕпе, Риони шывĕпе, Хура тинĕспе тата Мрамор тинĕсĕпе, Босфор тата Дарданеллсен хушăкĕсем витĕр тухать. Азипе Африкăна Суэц пымакĕ çыхăнать, Çурçĕр Америкăран ăна ансăр Беринг хушăкĕ уйăрать. Тата альтернативлă, географиллĕ мар, чикĕ палăртăвĕсене кăтартаççĕ:
- A йĕрри — Урал тăвĕсен тăррисемпе, кайран, Урал шывĕпе пырать.
- B йĕрри — Кумо-Маныч впадина, малалла, Азов тинĕсĕпе пырать.
- C йĕрри — Кавказ тăвĕсен шыв уйрăмлăхĕпе пырать.
1996 çултанпа Азипе Европа хушшинчи официаллă географи чиккисем Кăнтăр Кавказ çĕршывĕсен Турципе тата Иранпа патшалăх чиккисем тăрăх йышăннă. Азин геополитика чикки çутçанталăкăн чиккинчен кăштах уйрăлса тăрать. Ăна Архангельск облаçĕн, Коми Республикин, Свердлов тата Курган облаçĕсен тухăç чиккисем, малалла Раççейпе Казахстан чиккисем палăртаççĕ. Кавказра Азин геополитика чикки Раççейпе Азербайджан тата Раççейпе Грузи чиккисем кăтартаççĕ. Ази çĕрĕсем Çурçĕр Пăрлă, Инди тата Лăпкă океансемпе, çаплах та — анăçра — Атлантика океанĕн Азов, Хура, Мрамор, Эгей, Вăтаçĕр тинĕсĕсемпе çăвăнать. Татах ăшĕнчи шывĕсем — Каспи тата Арал тинĕсĕсен шывĕсем, кӳлĕсем тата ыттисем те пур. Байкал кӳлли (тепĕр çĕрте ăна тинĕс те теççĕ) таса шыв шучĕпе Çĕр çинчи пур кӳллисене иртсе каять; Байкалра тĕнчери 20 % таса (преснăй) шыв упранăвĕсем (пăрлăхсене шута илмесĕрех). Вилĕмлĕ тинĕсĕ тĕнчери чи тарăн тектониклă впадина (-405 метр тинĕс шайĕнчен аялта). Ази çĕрĕсен çыранĕсем ытлах таткаланман, унăн шутне пысăк çурутравсем — Кĕçĕн Ази, Арави, Индостан, Корея, Камчатка, Чукотка, Таймыр тата ыттисем те кĕреççĕ. Ази çыранĕсенчен инçех мар — пысăк утравсем (Мăн Зонд, Новосибирск, Сахалин, Çурçĕр Çĕр, Тайвань, Филиппин, Хайнань, Шри-Ланка, Япун тата ыттисем те.) лараççĕ, вĕсен лаптăкĕ пĕтĕмĕшле 2 млн. çм² ытларах. Ази никĕсĕнче тăватă темĕн пысăкăш — Арави, Инди, Китай тата Çĕпĕр платформисем выртаççĕ. ¾ яхăн çĕрĕсем тусем тата яка тусем йышăнаççĕ. Азире паянкун пĕтĕмĕшле е кăшт пайĕпе 51 патшалăх вырнаçнă. Азире — Раççей Федерацин чылайăш çĕрĕ пулать.
Ази пайĕсем
Ази çĕрĕсене физикăпа географи енчен çапла пайлаççĕ:
- Анăç Ази (Кавказ тата МалъАзи туçисем);
- Кăнтăр-Анăç Ази (Арави çурутравĕ тата Левант);
- Кăнтăр Ази (Индостан çурутравĕ тата Шри-Ланка утравĕ);
- Кăнтăр-Тухăç Ази (Индокитай çурутравĕ тата Малай архипелагĕ);
- Тухăç Ази (Корей çурутравĕ, Япун утравĕсем, Китайăн тухăç енĕ);
- Ҫурҫӗр Ази (Çĕпĕр тата Евразин çурçĕр-тухăçĕ);
- Вăтам Ази (Памир, Тянь-Шань, Туран айлăмĕ).
Çутçанталăкĕ
Тухăç Азире чĕрĕ вулкансем шучĕ нумай. Ази çĕр айĕнчи упранăвĕсемпе питĕ пуян.
Климачĕ
Азире темĕн тĕрлĕ çутçанталăк тĕсĕсем — арктикăлла — аякри çурçĕрте, экваториаллă — кăнтăр-тухăçра. Тухăç тата Кăнтăр-Тухăç Азире муссонлă климачĕ (Азире Çĕр çинчи чи нӳрĕклĕ вырăнĕ), çав вăхăтрах Тухăç Çĕпĕрте — резко континентлă, Тĕп, Вăтам тата Анăç Азири айлăмсенче- çурпушхирлĕ тата пушхирлĕ. Азири çурçĕрĕнче питĕ паллă вырăн ĕмĕрлĕ шăнлăх йышăнать, унăн лаптăкĕ 10 млн çм² ытла.
Халăхĕсем
Азире 3720 млн çын пурăнать (2001). Азире халăх шучĕ çултан-çул питĕ ӳссе пырать (çакăн пирки Ази Африкăран çеç кая юлать); çапах та юлашки вăхăтсенче халăх ӳсĕвĕ кăштах ӳкрĕ, халĕ вара çын шучĕ пĕр çулта 1,3 % нумайланса пырать. Азире этемлĕхĕн 60 % çынни пурăнать. Китайпа Индире тĕнчери 40 % çын йышлăхĕ . 6 патшалăх 100 млн пурăнакан (тата — Индонези, Пакистан, Бангладеш тата Япони). Азире этемлĕхĕн виçĕ тĕп расă халăхĕсем — монголоидсем (китаецсем тата ыттисем те), европеидсем (Анăç Азири халăхĕсем) тата негроидсем (Кăнтăр тата Кăнтăр-Тухăç Азири хăшпĕр халăхĕсем) пурăнаççĕ. Азире тĕрлĕтĕслĕ этнос хăйĕн кĕтесне тупнă. Кунта авалхи тĕрлĕ этемлĕхсем нумай çуралнă — китайсен, индуссен, вăтамазиатсен, вавилонсен тата ыттисен те. Çĕр ĕçĕсемпе тухăç тума аван пулнă май Кăнтăр тата Кăнтăр-Тухăç Азире паянкунхи чылай халăхсен аталанăвĕ пуçланса кайнă.
Асăрхавсем
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.