From Wikipedia, the free encyclopedia
"Салампи" — Александр Артемьев (1924-1998) çырнă чăвашла лирикăлла роман. 1969-мĕш çулхи кăларăмра ăнлантарнинче "Çĕнĕ çынсем" трилогин пĕр кĕнеки тесе палăртнă[1]. Трилогин ытти кĕнекисем кун çути курни-курманни паллă мар.
Аслă Атилĕх вăрçи хыççăн çуралнă роман.
Салампи — хĕрарăм ячĕ. Кун пек ята суйласа илесси Петĕр Хусанкай сăвăçпа туслă пулни витĕм кÿме пултарнă, мĕншĕн тесен лешĕн чăнах та çав ятлă хĕр (Саламби Петровна) пур.
Тепĕр енчен, хранццус çыравçин Гюстав Флоберăн (1821-1880) «Саламбо» (Salammbô) ятлă историлле роман пур[2]. Унта та "Саламбо" тени хĕрарам ятне пĕлтерет. Çак япала та автора витĕм кÿме пултарнă.
Ку тĕлĕшпе Александр Артемьев романĕн текстĕнче, «Кĕрхи шăнасем» сыпăкра, ак çакнашкал каланине тĕл пулма пулать:
— Салампи, — терĕ Вирьялов хĕр ятне çепĕççĕн пĕлтерсе. — Акрамова.
— М-да, — терĕ «профессор», сăмсана нĕрлесе, м-да, интереслĕ ят. Бальзакăн «Саламбо» ятлă роман пурччĕ пулас.
— Флоберăн, — йăпăлтатнă сасăпа пĕлтерчĕ Вирьялов, — Флоберăн...
Авторĕ хăй пурăннă чухне те, халĕ те, апла та, капла та калани-палăртни тĕл пулать.
Романăн сюжечĕ кăткăс мар. Унта, тĕрĕссипе, ним тĕлĕнмеллиех те пулса иртмест.
Геннадий Айхи "Салампи" роман авторне халалланă сăввинче çапла çырнă:
чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн
хальхи ачаш нарспилĕхе.[3]
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.