Пурçăн
From Wikipedia, the free encyclopedia
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пурçăн (чăваш чĕлхинче ăна, çавăн пекех, тарай та теççĕ) — тутă нăрри коконĕн çипписенчен тунă çемçе тĕрт. Чи малтанах вăл Китайран Европăна Пурçăн çулĕпе турттарнă кирлĕ япала шутланнă. Пурçăн çиппи 800—1000 м тăршшĕне çитнĕ. Çиппи виççĕ кĕтеслĕ ĕлкеллĕ, вăл призма евĕр çутта сирсе ярса хитрелетет.
Пурçăна халĕ тĕнчере Китай нумай (50 % яхăн) тăвать. Инди 15 % яхăн, Узбекистан (3 % яхăн) тата Бразили (2,5 % яхăн) хатĕрлеççĕ. Çаплах пурçăна Иранра, Таиландра тата Вьетнамра çителĕклĕ тăваççĕ.
Малтанах пурҫӑна Китайра неолит тапхӑрӗнче, уйрӑмах 4000 ҫул каялла Яншао культуринче, тунӑ. Хальхи Чжэцзян провинцийӗнче пирӗн эрӑчченхи 2700 ҫулхи пурҫӑн юлашкийӗсем пур. Ҫитес пин ҫул хушшинче Китай пурҫӑн туса кӑларассине ҫеҫ тытса тӑнӑ. Пирĕн эрăчченхи I ĕмĕр вĕçĕнче Пурçăн çулĕ уçăлсан пурçăн туса илессипе суту-илÿ Китайран сарăлма пултарнă, Азипе Европăна çыхăнтарнă.[1]