From Wikipedia, the free encyclopedia
Вьетнам (вьетн. Việt Nam, 越南), официаллă ячĕ Социаллă Вьетнам Республики — Кăнтăр-Тухăç Азири патшалăх, Индокитай çуруртавĕ çинче вырнаçнă. Анăçра Лаоспа, Камбоджăпа, çурçĕрте — Китайпа чикĕсем тытать. Тухăçпа кăнтăр енче Кăнтăр Китай тинĕсĕ шывĕсем сарăлса выртаççĕ. Тĕп хули — Ханой.
Вьетсен цивилизацийĕ Хĕрлĕ юханшыв çумĕнче пуçланса кайнă. Çак çĕрсенче кайри неолит тапхăрĕнче монголевĕрлĕ тата протомалай йăхĕсем хутшăнса кайнă. Пĕрремĕш патшалăх чăмăртанăвĕсем кунта пирĕн эрăччен III ĕмĕрте аталанма тытăннă. Лак Лонг Куан Вĕриçĕленпе Ау Ко фейă-кайăкăн ывăлĕ Хунг патша Фонг Тяу çĕрĕнче (хальхи Винь Фу провинцийĕ) шĕкĕр хула никĕсленĕ, çакăнпа вăл Хунг династине хăпартса янă, хăйĕн çĕршывне Ванланг ят панă. Вьетнам патшалăхĕ 100 çултан тапранса каять, ун чухне Вьетнам Китай шутĕнче пулнă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Вьетнам Франци колонийĕ пулса тăрать. Çĕршыва вара колонизаторсем виççĕне ваклаççĕ — Кохинхин колонийĕ (Кăнтăр Вьетнам), Аннам (Тĕп Вьетнам) и Тонкин (Çурçĕр Вьетнам) протекторачĕсем. Лаоспа, Камбоджăпа пĕрле Вьетнам çапла Франци Индокитайĕ шутне кĕрет. 1930-мĕш çулсенче çĕршывра хăватлă наци-ирĕклĕхлĕ юхăме тапранать, ăна Индокитай Коммунистсен партийĕ ертсе пырать (çулпуçĕ — Хо Ши Мин). Тĕнчен иккĕмĕш вăрçи вăхатĕнче Вьетнама япунсем хăйсен аллине çавăрса илеççĕ. Вăрçă вĕçленнĕ май япун çарĕсем кунтан тухса Японипе Маньчжурине хӳтĕлеме каяççĕ. Çак ансат самантпа усă курса, коммунистсем, тĕрлĕ ирĕклĕхлĕ юхăмсен анлă коалицийĕ (Вьетминь коалицийĕ) вăйĕ-халĕпе — 1945 çулхи çурла уйăхĕнче («Август (Çурла) революцийĕ) колони администрацийĕн тĕпĕсене аркатаççĕ те 1945 çулхи авăн, 2 кунĕнче Иреклĕх Декларацине йышăнаççĕ. Франци çакăнпа килĕшмест те колонийе каялла таварас тесе, 1945 çул вĕçĕнче Индокитай çурутравне çарсем кĕртет. Çапла вара «Пăхăнманлăх вăрçи» пуçланать. Темиçе çул хушши Вьетминь паттăрĕсем, партизан меслечĕсемпе усă курса, французсен вăйĕсене чакарсах пыраççĕ, кайран вара, КХР та Совет Союзĕ пулăшăвĕпе, франци колони çарĕсене темиçе хут çĕнтереççĕ. Чи хаяр та йывăр çапăçу 1954 çулхи çуркунне Дьенбьенфу çирĕплетнĕ хӳтлĕх районĕнче пулса иртет. 1954 çулхи çулла Женева килĕшĕвĕсене ал пусса çирĕплетнĕ, Вьетнам, Лаос тата Камбоджа пĕтĕм ирĕклĕхе çĕнтерсе илеççĕ, хăвăрт пĕтĕмлĕхлĕ ирĕклĕ суйлавсем ирттерме хатĕрленеççĕ. Суйлавсемчĕн Вьетнам вăхăтлăха Бенхай шывпа иккĕне пайланать. Çакăн пек пайлану АПШ-сене килĕшет. Пĕрлешӳллĕ Штатсем коммунизма Кăнтăр-Тухăç Азире саралма чарас тесе суйлавсем ирттерме кансĕрлеççĕ, кăнтăрта Вьетнам Республикине (тĕп хули — Сайгон) палăртса тăваççĕ, Нго Динь Зьема ертӳçĕ вырăнне лартаççĕ. 1960 çулта çурçĕрти Демократиллĕ Вьетнам Республикин (ДВР) ертӳçĕсем çĕршыва вăйпа пуçтарма шутлаççĕ. Кăнтăр Вьетнама ирĕке кăларакан Наци фронтне (КВИНФ, акăлчан варианчĕ — NLF) йĕркелеççĕ. Наци фрончĕ партизан ушкăнĕсен меслечĕсемпе «сайгон режимĕн» сĕмне чакарма тытăнать.
1976 çулта Социаллă Вьетнам Республики (СВР) çĕнĕ конституцине йышăннă, Сайгона Хошимин ята куçарнă. 1978 раштавра вьетнам çарĕсем Камбоджăна кĕрсе Пол Пот режимне аркатнă, çакăнпа вара КХР килĕшмен. 1979 çуркунне вьетнам-китай вăрçи пуçланать, унăн вăхăтĕнче СВР пĕр уйăх хушшинче хирçĕвĕ тухнă китай çарĕсене çапса аркатнă. СССР дипломатика енчен хĕстернипе КХР Вьетнама хирĕç вăрçа чарать. Кун хыççăн китай-вьетнам чикисенче хутран-ситрен çапăçусем (инцидентсем) пулкаланă. Пĕтĕмлех КХР-па СВР хутшăнăвĕсем 1991 çулта çеç лăпкăлăх тапхăрне куçнă. 1965 çул патнелле КВНИФ Кăнтăр Вьетнамăн 30 % территорине тытса тăнă. Çакна хирĕç АПШ Тонкин инциденчĕ (вьетнам катерĕсем америка эсминецне тупăсемпе пенĕ) пулса иртнĕ хыççăн ДВР самолетсем çинчен бомбăсем пăрахма тытăннă, Кăнтăр Вьетнама КВНИФ-па тытăçма хăйсен çарĕсем илсе пынă. Анчах та кăнтăрти партизансен хăюллă паттăр ĕçесене тата ДВР америка авиацине хирĕçлĕ ăнăçăвĕсене (СССР хытă пулăшнипе) пула америка çарĕсем чылай хавшакланнă, çавăнпа Вашингтон 1973 çулта Париж мирлĕ килĕшӳсене алă пусса çирĕплетнĕ, америка çарĕсем Вьетнамран тухса кайнă. Америка тĕрекĕсĕр сайгон режимĕ кăнтăрвьетнам партизанĕсемпе çурçĕрвьетнам çарĕсем х питĕ хăвăрт саланса сӳннĕ. 1975 çулхи ака, ? кăнтăрвьетнам çарĕсем Сайгон хулине хăварнă, çапла ĕнтĕ çĕршыв пĕрлешӳ ĕçĕ ăнăçлă вĕçленнĕ. 1976 çулчен Кăнтăр Вьетнам территоринче Вăхăтлă революциллĕ правительстви пулнă, çапах та ăна пĕтĕмпех ДВР тĕрĕслесе тăнă. 1974 çулта Китай Парасель утравĕсене аннексиленĕ. 1979 çулхи чикĕ хĕрринчи хăвăрт вăрçăпа Китай Вьетнамран çурçĕр çĕрĕсене туртса илнĕ. Китай татах та Спратли утравĕсене хăйĕн çумне хушнă. 2005 çулта Китайпа Вьетнам килĕшӳ хутне çырнă, çав хутпа 1979 çулта вăрçăпа туртса илнĕ Каобангпа Лангшонран Монгкайа çити çĕрсене, Парасель утравĕсене тата Спратли утравĕсене Китай территорийĕ тесе çирĕплетнĕ. Халăх хуçалăхĕнчи совет моделĕн çитменлĕхĕсене пула Вьетнам экономики кризис патне çитнĕ. Вьетнам ертĕвĕ 1986 çулта «çĕнетлĕх политики» («дой мой») пуçланнине пĕлтернĕ. Политика енчен çак курс социаллă-экономика пурнăç хăтлăхне патшалăхпа компарти тимлĕ пăхса тăнипе ирĕклĕ-уçăмлă еннелле ерипен те асăрхануллă улăштарма шутланă.
Вьетнамра анлӑ сарӑлнӑ тумтирсем: аозай.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.