From Wikipedia, the free encyclopedia
Лена — Çурçĕр-Тухăç Çĕпĕрти Лаптĕвсен тинĕсне юхса кĕрекен шыв.
Лена (юханшыв) | |
---|---|
бур. Зулхэ, якут. Өлүөнэ | |
Характеристика | |
Тăршшĕ | 4480 км |
Бассейн лаптăкĕ | 2 490 000 км² |
Шыв тăкакĕ | 16 350 м³/ç |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | Байкал хребечĕ |
• Вырнаçу | Иркутск облаçĕн Качуг районĕ |
• Çӳллĕшĕ | 1650 |
• Координатсем | Координаты: секунды широты >= 60 {{#coordinates:}}: недействительная широтаШаблон:Карттă/Бк/N |
Шыв вăрри | Лаптевсен тинĕсĕ |
• Вырнаçу | Булун улусĕ, Республики Саха (Якути) |
• Координатсем | 72°24′42″ с. ш. 126°41′05″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/S |
Вырнаçни | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Регион | Якути, Иркутск облаçĕ |
РПШР | Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found. |
— шыв пуçламăшĕ, — шыв вăрри |
Тĕпчевçĕсем шыв ячĕ тунгус-маньчжур чĕлхинчи (эвено-эвенки) «Елю-Эне» сăмахĕнчен пулса кайнă теççĕ, вăл «Мăн (юхан) шыв» тени пулать.
Тăсăлăвĕ 4400 çм (тĕнчере 10-мĕш вырăнта), шыв-çĕр лаптăкĕ 2490 пин çм². Лена — ĕмĕрлĕ шăннăлăхра юхакан шывсенчен чи вăрăмми шутланать.
Паллă йупписем: Витим, Олĕкма, Алтан, Вилюй. Ытларах Якути çĕрĕсем витĕр юхать, Ленăн хăш юпписем юхакан территорисем Иркутскпа Чита облаçĕсене тата Бурят республики шутне кĕреççĕ.
Лена пуçланакан çăлкуç Байкалран 10 çухрăмри 1470 çӳллĕшĕнче вырнаçнă пысăках мар шурлăх пулать. 2022 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ. Ленăн çӳлти юхăмĕ (Витима çити), виççĕмĕш пайĕ, туллă-сăртлă Байкал умĕпе юхать . Вăтам юхăмĕ шутне Витим тата Алтан юхса кĕнĕ хушшинчи сыпăка илеççĕ, унăн тăсăлăвĕ 1415 çм. Витим Ленăна куçнă чух Якути çĕрĕсем пуçланаççĕ, çак çĕр тăрăх шыв пырне тухичченех пырать. Витима хушăнсан Лена питĕ хăватлă чылай шывлă пулса юхать. Тарăннăшĕсем 10—12 м патнелле çитеççĕ, русло сарăлать, нуй шутла утравсем курăнаççĕ, айлăмĕ 20—30 çм çитет. Айлăмĕ асимметрикăллă: сулахай тайлăмĕ сĕвекрех; сылтăмми, çурçĕр енлĕ Патăм сартлăхĕ, чăнкăрах та, çӳллĕрех те. Икĕ тăвайкипе те чăтлă лăсăллă вăрман ӳсет, çарансем сайра тĕл пулаççĕ.
Олĕкмăпа Алтан хушшинче Ленăн паллă юпă çук. 500 çм ытла Лена тарăн та хĕсĕк айлăмпа юхать, тĕпĕ-çыранĕ акшарлă. Покровскран иртсен айлăм сарăлса каять. Самаях юхăм хăвăртлăхĕ ӳкет, вăл ниçта та 1,3 м/ç иртмест, кунта 0,5—0,7 м/ç анса ларать. Ейӳ анлăхĕ 5—7, хăш вырăнсемпе 15 çм, айлăмĕ хăй 20 çм ытла каять.
Якутскран аялалла Ленăна унăн икĕ пысăк юпписем — Алтан тата Вилюй юхса кĕреççĕ. Çакăн хыççăн хăватлă шыв юххи; анлăшĕ 10 çм, тарăннăшĕ 16—20 м ытла пулать. Утравсем чылай тĕлĕнче 20—30 çм анлăланать. Çыранĕсем кăра, çынсем кунта сайра тĕлте пурăнаççĕ. Ленăн аял юхăмĕнче шыв-çĕр лаптакĕ çав тери хĕсĕк: тухăçра— Ленăпа Янăн шыв-çĕрĕсене уйăракан Верхоян хырçин отрогĕсем пусаççĕ, анăçран — Ленăпа Оленекăн шыв-çĕрĕсене уйăракан Вăтам Çĕпĕр тӳрем сăртлăхĕ сĕкĕнет. Пăлан салинчен аялларах çывăхри ту хырçисем (тухăçран — Хура улăх, Чикан — анăçран) шыва пăчăртаççĕ. Тинĕсе çитиччен 150 çм Ленăн юпленчĕк вăрри пуçланать.
Унăн пуçламăшĕнче Юпа утравĕ — останец, Хурă улăх хырçин пĕр острог шывĕ çисе якатнă. Ленăн йӳпленчĕк вăрри — тĕнчере чи калăпăшли — Нил кӳлмекĕнчен анлăрах, лаптăкĕ 30 000 çм. Хăйĕн çыранĕсене улăштаракан темĕн чуль пысăк пĕчĕк утрав, юхăмсем тата кӳлĕсем… Виçĕ юхăмĕ çеç тинĕсе тухаççĕ: чи анăççи — Оленекская, вăти — Трофимовская тата тухăççи — Быковская. Вĕсер пурĕ те карап çӳремелле, анчах та чи палли — Быковская, унăн тăршшĕ 130 çм, карапсем Тикси бухтине, çыранĕнче Якутин тинĕс хапхи — Тикси порчĕ.
Лена çыранĕсем çумĕнче сахал çын пурăнать. Посёлокĕсем хушшинче çĕр çухрăм пулать, йĕри-тавра тайга сарăлса ӳсет. Якутск çумне çывхарнă çем посёлоксем тăтăшах тĕл пулаççĕ, юханшыв тăрăх çӳлелле-аялла моторлă кимĕсем, баржăсем куçкалаççĕ, пысăк теплоходсем çӳреççĕ. Юханшыв Якутин тĕп транспорт артерийĕ шутланать, Лена çинчи пристань Качуга, однако, анчах та Осетрова çити пĕчĕк карапсем çеç çӳреме пултараççĕ, анатарах вара океаналла «шывăн чăн çулĕ» тапранать.
Лена юр тата çумăр шывĕпе тулса юхать. Пур çĕртре те ĕмĕрлĕ пăрă çĕр пулнипе тăпрари шывсем çук. Лена çурхи шыв аннипе тулать, çулла та темиçе хут шывĕ çӳле хăпарать, хĕлпе кĕр кунĕсенче сахал шывла пулать. Çурхи пăр кайни хăватлă, часах пăр катăкĕсем купаланса тăрăнаççĕ. Лена аялтан çӳлелле пăрланма тытăнать.
Дельтари «Столб» станцинчи вăтам шыв тăкакĕ ( 1976—1994 çулсем)[1]
Якутска Петр Бекетов ертӳçĕн касаксен текĕрĕ 1632 ç. Ленăн сылтăм çыранĕнче Якут е Лена сыхлавçи ятпа никĕсленĕ, 40-мĕш çулсен пуçламăшĕнче сулахай енне куçарнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.