From Wikipedia, the free encyclopedia
Вилю́й (якут. Бүлүү) — Якутипе Красноярск енчи юханшыв, Лена юханшывĕн чи вăрăм сулахай юппи.
Вилюй | |
---|---|
якут. Бүлүү | |
Характеристика | |
Тăршшĕ | 2650 км |
Бассейн лаптăкĕ | 454 000 км² |
Шыв системи | Лена |
Шыв тăкакĕ | 1468[1][2] м³/ç |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | |
• Вырнаçу | Среднесибирское плоскогорье |
• Координатсем | 65°58′41″ с. ш. 103°30′49″ в. д.HGЯOШаблон:Карттă/Бк/Q |
Шыв вăрри | Лена (юханшыв) |
• Çӳллĕшĕ | 54 м |
• Координатсем | 64°22′38″ с. ш. 126°24′54″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/Q |
Вырнаçни | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Регион | Якути, Красноярск Ен |
РПШР | Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found. |
— шыв пуçламăшĕ, — шыв вăрри |
Юханшыв бассейнĕнче 67 266 кӳлĕ вырнаçнă, пысăккисем: Ниджили (лаптăкĕ 119 çх²), кăштах пĕчĕкрех Бараталах тата Мастах, Сюгджэр (80 çх²), Богуда (22 çх²) тата Мосаны (тарăнăшĕ — 110 м).
Юханшывсемпе кӳлĕсенче пулă нумай (Вырăс шеврĕк, таймень, ленок, нельма, ăптă, уланкă, шампа, симĕс пулă , тогунок, сарога, сарă карас, кĕмĕл карас, çăрттан, кăртăш, чир, сиг, шуркӳль кĕркки , Кӳлĕ кутанĕ, çĕлен пулă, песчанка и др.).
Сылтăмра — Улахан-Вава, Чиркуо, Чона, Чыбыда, Улахан-Ботуобуя, Оччугуй-Ботуобуя, Баппагай; сулахайра — Ахтаранда, Ыгыатта, Марха, Тюкян и Тюнг. Чи пысăк юппи - Марха.
Юханшыв çинче 2 гидроэлектростанци тунă: Вилюй (648 МВт, 2,71 млрд кВт·сех çулталăкра) тата Вилюйс ГЭСĕ-III (Светлинск ГЭСĕ, 270 МВт, çулталăкра 1 млрд кВт·сех таран).
Ленск, Мирный, Айхал, Удачный, Алмазный, Чернышевский татаСветлый станцисем пурăнан вырăнсене энергипе тивĕçтермелли автономлă энергосистемăн тĕп объектсем шутланаççĕ.
Вилюй çинчи тĕп пристаньсем: Промышленный, Хатарык-Хомот, Кысыл-Сыр, Вилюйск, Верхневилюйск, Нюрба.
Юханшыв бассейнĕнче кĕвер чул (Мирный, Айхал), тимĕр тăпри, фосфоритсем, тăвар, çĕр кăмрăкĕ, çутçанталăк газĕ (Кысыл-Сыр, Мастах, Ниджили çĕрай управĕсем) тупнă. Ылтăн та тĕл пулать.
Шыв тăрăхĕнче вăрман нумай, унта, тĕпрен илсен, çемçе чăрăш ӳсет [3]. Кызыл-Сырта нефть кăларнă май газ конденсачĕ тухать, ăна вырăнти газолин установкипе уйăрса вырăнти 80, 92, 95, 98 маркăллă бензин туса танкерсемпе Вилюй тата Лена тăрăх пĕтĕм Якутине туртараççĕ.
Шыв ресурсĕсен федераци агентстви хатĕрленĕ РФ территорин шыв хуçалăх районĕсен геоинформаци системин хыпарĕпе[4]:
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.