From Wikipedia, the free encyclopedia
Ылтăн — Хими элеменчĕсен периодикă таблицин 79-мĕш элеменчĕ, сарă паха металл.
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Ылтăн / Aurum (Au) | |
---|---|
Атом номерĕ | 79 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | Сарă тĕслĕ çемçĕ туптанакан метал |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) | 196,96654 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 146 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) | 889,3 (9,22) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Xe] 4f14 5d10 6s1 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | 134 пм |
Ион радиусĕ | (+3e) 85 (+1e) 137 пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) | 2,54 |
Электрод потенциалĕ | Au←Au3+ 1,50 В Au←Au+ 1,70В |
Оксидлав капашĕсем | 3, 1 |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | 19,3 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 25,39[1] Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | 318 Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 1337,58 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | 12,68 кДж/моль |
Вĕрев температури | 3080 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | ~340 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 10,2 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | кубла енĕпе центăрланă |
Решетке периочĕ | 4,080 Å |
c/a танлашăнни | n/a |
Дебай температури | 170,00 K |
Au | 79 |
196,96654 | |
[Xe]4f145d106s1 | |
Ылтăн |
Ылтăн — калăпăр, этем паллашнă пĕрремĕш металл.
Раççейре пĕрремĕш ылтăн тупăçлаканĕ Ерофей Марков шутланать, ăна Екатеринбург çумĕнчи Берёзовский хулинче палăк лартнă.
Ылтăна тупăçлани пирки: Çĕпĕрти ылтăн амаклăхĕ, Аляскăри ылтăн амаклăхĕ статьясенче вулăр.
Тап-таса ылтăн — сарă тĕслĕ туптăнакан çемçе металл.
Ылтăн — чи сӳрĕк металл, напряженисен ĕречĕнче урăх пур металсенчен сылтăмарах тăрать, тивĕçлĕ майсенче вăл чылай кислотасемпе хутшăнмасть, çавна пула ылтăна пархатарлă металсем шутне кĕртеççĕ. Каярах патша водки ылтăна аркатма пултарнине тĕпчесе уçнă.
Ылтăн вĕри тачăланă селенлă кислотара çеç ирĕлет:
Ылтăн çамăллăн тенĕ пекех йӳçлĕкпе тата ытти йӳçĕлекенсемпе при участии комплексобразователей. Çапла, цианид йӳçлĕклĕ шыв шĕвекĕсенче ылтăн ирĕлсе, цианоаурат тăваççĕ:
Ылтăн çăмăллăн шĕвек бромпа тата унăн шыв шĕвекĕсемпе, органикăллă ирĕлтерекенсемпе хутшăнса, трибромид AuBr3 пулса тухать.
Фторпа ылтăн 300−400 градусĕсенче хутшăнать Шаблон:Градус Цельсия, сивĕрех чух реакци пулса иртмест, хытă вĕрирех температурăсенче ылтăн фторичĕсем арканаççĕ.
Ылтăн çаплах ртутьре ирĕлет, çăмăл шăрануллă хутăш (амальгама) пулса тухать.
Ылтăнăн хăшпĕр çыхăнăвĕсем токсикăллă, Пӳресенче, пĕверте, сулара тата гипоталамусра пухăнса юлаççĕ,çак вара дерматит, стоматит, тромбоцитопени чирне кĕртет.
Хăйĕн хăватлă тутăхманлăхне тата ĕçре çăмăл пулнине кура, ылтăна тахçанах шăл протезĕсен материалĕ вырăнне усă кураççĕ. Çирĕплĕх пахине çитерме япалана ятарлă шăрантаççĕ.
Йăла йĕркипе таса ылтăна британи карат виçипе танлаштараççĕ. 1 британи карачĕ шăран лаптакĕн çирĕм тăваттăмĕш пайĕн йывăрăшĕпе тан. 24-каратлă ылтăн (24K) таса шутланать, кирек епле хутăшсăр.
Тĕрлĕ ĕçсем валли ылтăн хаклăхĕн пахисене улăштарас тесен (тĕслĕхрен, хытарас тесе) ăна хутăштарса шăратаççĕ. Сăмахран, 18-каратлă ылтăн (18K) шăранчăкĕнче ылтăнăн 18 пайне 6 хутăш пай рулать.[2]
Раççейĕн патшалăх резервĕнчи ылтăн янтă пурлăхĕ 2006 ç. пуш уйăхĕнче 386,6 тоннă (swap операцисенчи ылтăна шута илмесĕр) пулнă. Раççейĕн мĕнпур ылтăн-валюта резервĕн калăпăшĕ 2006 ç. пуш уйăхĕнче 3,8 % çитнĕ. Раççей тĕнчере патшалăх резервĕнчи ылтăн калăпăшĕпе 14-мĕш вырăнта.
Раççейре йышăннă йĕрке пĕтем тĕнчеринчен уйрăм тăрать. Раççейре ылтăнăн тасалăхне пробăпа виçеççĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.