From Wikipedia, the free encyclopedia
Красноя́рск Енӗ[1] — Раççей Федерацин Çĕпĕр федераци тăрăхĕнчи субъекчĕ; Тухăç-Çĕпĕр экономика районне кĕрет. Территорипе Раççейре енсенчен чи шултри шутланать. Лаптăкĕ — 2 366 797 км²: кăштах Казахстан е Аргентина территоринчен пĕчĕкрех, Мексикăран пысăкрах пулать.
Тĕнчери администрациллĕ-территориллĕ виçесем хушшинче Якутипе Анăç Австрали хыççăн, виççĕмĕш вырăнта.
1934 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче туса хунă. Администраци центрĕ — Красноярск хула. Хальхи чикĕсем Енисей кĕпĕрнин чиккисемпе пĕрех темелле.
Тухăç енче Якутипе тата Иркутск облаçĕпе, кăнтăр енче Тăвапа тата Хакасипе, Кемĕр, Томск облаçĕсемпе, анăç енче Хантă-Манси тата Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсемпе чикĕ тытать. Çурçĕрелле Кар тинĕсĕ урлă Архангельск облаçĕпе (Çĕнĕ Çĕр) кӳршĕлле.
Авалхи çын çак çĕре малти палеолитра килнĕ тесе çирĕплетнĕ. 28—32 пин çул ĕлĕкрех Афонт тăвĕнче, 4-мĕш Куртакра, Каштанкра, Кова-вăрри, Бражное таврашĕнче çын тăнине палăртнă[2].
Красноярск шыв усравĕн Дербин кӳлмекĕн çыранĕнче чи ĕлĕкех пытарнисене тупнă, вĕсене каргин вăхăчĕн (29—30 пин çул каярах) конощел сивĕтни тапхăрĕнче пытарнă теççĕ[3]. Покровка II (Малый Лог II) патĕнче чакаласа тупнă Homo sapiens тĕсне кĕрекен çынăн çамка шăмми 27740±150 çул выртнă теççĕ.[4]. 18—24 пин çул каярах тапхăрта Ачинская тата Тарачиха таврашĕнче çын тăнă вырăн пулнă. Лиственка патĕнче вара 16,5—10 пин çул каялла тăнă, имĕш.
Бронза ĕмĕренче Андроново ялĕ патĕнче çын вилисене пытарнисене андронов культурине (п. эрч. XVII—IX ĕмĕрсенче) кĕртеççĕ.
Красноярск Енĕ Енисей çĕр-шывĕн лаптăкĕнче вырнаçнă. Çурçĕрĕнче Çурçĕр Пăрлă океанăн икĕ тинĕсĕн — Карпа Лаптевсен тинĕсĕ хĕррине тухать.
Лаптăкĕ 2 366 800 çм², Раççей территорин 13,86 %.
Ен Якутипе Иркут облаçĕпе тухăçра, Тувапа Хакасипе кăнтăрта, Кемĕрпе Томь облаçĕсемпе, Хантă-Мансипе Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсемпе анăçра чикĕ тытать.
15 пин çын ытла пурăнан вырăнсем 2007, кăрлач, 1 тĕлне | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Красноярск енĕ шыв янтă пуррисемпе ырлăхлă тивĕçĕннĕ. Кăнтăртан çурçĕрелле тĕнчери чи пысăк юхан шывсенчен пĕри — Енисей — кĕрлесе шывне куçарать.
Красноярск енĕнче 323 пин кӳлĕ, анлăшĕ 300 метр ытла тата лаптăкĕ тăхăр гектар ытла. Унсăр пуçне чылай кӳлĕ юр пуян ирĕлнĕ çулсенче çуралать.
Енĕн 86 % кӳлли Поляр çавринче вырнаçнă. Пысăк кӳллисенчен пĕри — Таймăр. Унăн шыв йăлтăрккин лаптăкĕ 4560 тăваткал çухрăм. Урăххисем: Мăн Хантă, Пясино, Кета, Лама.
Енĕн варринче 16 пине яхăн кӳлĕ. Кăнтăр çĕрĕсенче 4 пине ытла кӳлĕ шутланать.
Хăш кӳлĕсен шывĕпе сипленме те юрать. Вĕсем çаксем: Ладейное, Шира, Учум, Такар, Инкуль, Иткуль, Кăсăкуль итата урăххисем те.
Ячĕ | Тăрсăлăвĕ, çм | Шыв лаптăкĕ км2 |
Çулти вăтам усă курни, м3/с |
Çулти вăтам юхăм калăпăшĕ, çм3 |
---|---|---|---|---|
Енисей (юханшыв) | 3487 | 2580000 | 18600 | 591 |
Ангара (юханшыв) | 1799 | 1039000 | 4390 | 138 |
Кан (юханшыв) | 629 | 36900 | 286 | 8,92 |
Мана (юханшыв) | 475 | 9320 | 985 | 3,11 |
Тупă (юханшыв) | 119 | 36900 | 771 | 24,5 |
Оя (юханшыв) | 254 | 5300 | 632 | 1,99 |
Сыда (юханшыв) | 207 | 4450 | 283 | 0,89 |
Сым (юханшыв) | 699 | 31600 | 244 | 7,7 |
Мăн Пит (юханшыв) | 415 | 21700 | 238 | 7,51 |
Курейка (юханшыв) | 888 | 44700 | 724 | 22,8 |
Красноярск енĕнче пиллĕк управлăх йĕркеленĕ. Вĕсен пур çĕрĕн лаптăкĕ 8,8 млн га, ку вара енĕн 3,8% территорийĕ пулать.
тата урăх.
Енре 2 млн га анлăшлĕ 25 яваплă управ туса хунă. Малашне тата 2 млн га лаптăк калăпăшлĕ 44 заказник уйăрса тума ĕçлĕ шухăш пур.
2002 ҫулта Красноярск Енӗнче ҫакнашкал тӗрлӗ халӑн пурӑннӑ[5]:
Красноярск енче ĕçлеççĕ:
Красноярск ен территоринче çак театăрсем пултараççĕ:
Красноярск ен театăрĕсенче çак паллă артистсем вăй хунă: Г. С. Жжёнов тата И. М. Смоктуновский — Норильск Поляр лешьен Вл. Маяковский ячĕллĕ драма театăрĕнче. Иннокентий Михайлович Смоктуновский Красноярск А. С. Пушкин ячĕллĕ драма театăрĕ çумĕнчи студире хевте пĕлӳне ӳстернĕ. Д. А. Хворостовский Красноярск патшалăх оперăпа балет тевтăрĕнче юрланă. Минусинск драма театăрĕн сцени çинче В.Г. Ян (Янчевецкий) çыравçă хăйĕн пьесисене лартнă (вылянă та).
Красноярск енĕнче 5299 спорт хатĕрĕллĕ тĕп ĕçлет. 2007 çулта красноярск спортсменĕсем пĕтĕм раççей тата тĕнче ăмăртăвĕсенче 116 медале çĕнтерсе илеççĕ. 2007 çулта енре 360 вырăнти спорт йышлă халăхлă турнир, 20 ытла пур раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртăвĕсене ирттернĕ.
1978 çулта Австрире 4-палубăллă "Антон Чехов" теплоходне тунă, халĕ вăл Енисей тăрăх Красноярскран Игаркăна çити круиз туса çӳрет.
Чылай çулçӳревçĕ Шушенское çине пырать, «Саян унки» тĕнче кĕвĕ-юрă этнос фестивальне хутшăнать.
XIX ĕмĕрте Раççейĕн чи паха уес хули шутланнă Енисейск хулин те çулçӳревлĕх пуласлăхĕ тупăçлă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.