Йыш
From Wikipedia, the free encyclopedia
Йыш, математикăри тĕпре тăракан ăнлавсенчен пĕри. Йыш — хăй те объектсенчен тăракан объект. Çав малтанхи объектсене элементсем теççĕ. Мĕнпур элементсене мĕнле те пулин ен (пахалăх, палăрăм) пĕрлештерсе тăрать. Математикăн йышсене тишкерекен пайне йышсен теорийĕ теççĕ. Кунпа пĕрлех математикăн ытти уйрăмĕсенче те йышсемпе сĕртĕнни час-часах пулать. Калăпăр, математикăлла логикăра.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Йыш (пĕлтерĕшсем) пăхăр.