![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/6/6c/Solanum_Monga.jpg/640px-Solanum_Monga.jpg&w=640&q=50)
Йытçырли
From Wikipedia, the free encyclopedia
Соланум (лат. Solánum, выр. Паслён) — Соланум йышшисем (Solanaceae) текен йышри ÿсентăрансемн речĕ, мĕнпурĕ 1200-е яхăн тĕс шутланать[1], вĕсем субэкваториаллă, тропикла, субтропикла тата вăтам климатсенче тĕл пулаççĕ. Ретре, сăмахран, ялхуçалăх культури шутланакан çĕрулми, баклажан, томат) тата эмел ÿсентăранĕ пек усă куракан пылак-йӳçĕ соланум, хура соланум шутланса тăраççĕ.
? Соланум | ||||
---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||
|
||||
Латинла çырни | ||||
Solanum | ||||
|
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Чăвашла, кулленхи калаçура, йыт хурлăханĕ теме пултараççĕ. Анчах та ăслав шайĕнче апла асăнма меллех мар пуль.
Йыт çырлисен шутне Хура соланум те кĕрет.
Йыт çырли (лат. Solánum nígrum) — йыт çырли йышĕнчи биологи тĕсĕ. Евразинчен тухнăскер, халĕ Америка тата Австралинче те тĕл пулать.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/59/Solanum_nigrum_Sturm16.jpg/640px-Solanum_nigrum_Sturm16.jpg)
Пĕр çул ӳсекен 30—120 см çӳллĕш тӳрĕ пайланакан тыналлă курăк. Шурă чечекĕсем çăлтăр евĕр пилĕк çунатлă. Çимĕçĕ - пăрçа пысăккăш хура çырла, çурла-авăн уйăхĕсенче пиçет.