Биологилле систематика[1] - ăслав дисциплини. Ăслăлăх.
Асăннă ăслав дисциплинин тĕллевĕ тата тĕллевчĕкĕсем — чĕрĕ организмсен классификацине туса çавăнпа, органикăлла тĕнчен тытăмне майлаштарса, ĕçлевлĕх енĕпе усă курасси. Классификаци тени кунта хальхи тата унчченхи мĕнпур организмсене пĕр çыхăнуллă (ăнсăртла мар) тытăма кĕртнине пĕлтĕрет[2].
Малтан ăславçă, тĕпрен илсен, тулаш паллăсене çеç палăртать пулсан, каярахпа вăл пулăмсен тымарĕсемпе çыхăннă Натураллă тытăм патне пырса тухма тивĕçлĕ. Хайхи Натураллă тытăм патнелле тем пек ăнтăлсан та, ун патне туллин пырса тухма май çук шутланать[3].
Тĕп таксонсен чăвашла куçарăвĕсем
Кунта самаях çĕнĕ ăнлав пек шутланаканни çийпатшалăх, е биологилле домен тени. Ăна 1990-мĕш çулта Карл Вёзе сĕннĕ те çапла вара мĕнпур биологилле организмсене виçĕ домен çине пайласси патне пырса тухнă:
- эукариотсем — пайрăмĕсем тĕшрен тăракан домен.
- бактерисем — прокариотла микроорганизмсен доменĕ
- архейсем — тĕшсĕр тата мембранăллă оргаеллăсăр пĕр пайрăмлă микроорганизмсен доменĕ.
Тата çакна палăртмала. Усентăрансен тĕнчинче тата Чĕрчунсен тĕнчинче таксонсен хăшпĕр ячĕсем, йăлана кĕнĕ тăрăх, уйрăлса тăма та пултараççĕ.
Таксонсен ячĕсене тата вĕсен пĕлтерĕшĕсене черетлесе тата ăнлантарса тухни
Чăвашла ят | Тĕнчери ят | Чĕрчунсем | Ӳсентăрансем | Кăмпасем | Бактерисем | Архейсем |
---|---|---|---|---|---|---|
отряд[4]/йĕрке | ordo | -iformes, -ida[5] | -ales | |||
айотряд[4]/аййĕрке | subordo | + | -ineae | - | ||
инфраотряд[4]/инфрайĕрке | infraordo | + | -aria | - | ||
парвотряд[4] (микротряд) | parvordo | + | - | |||
секци[4] | sectio | + | - | |||
айсекци[4] | subsectio | + | - | |||
гига -[6] / мега - / гранд - / гиперйыш[4] | ? | + | - | |||
çиййыш | suprafamilia | -oidea | -acea | - | ||
эпийыш[4] | epifamilia | -oidae[5] | - | |||
йыш | familia | -idae | -aceae | |||
аййыш | subfamilia | -inae | -oideae | - | ||
инфрайыш | infrafamilia | -odd[5] | + | - | ||
çийтриба | supratribus | + | + | - | ||
триба | tribus | -ini | -eae | - | ||
айтриба | subtribus | -ina | -inae | - | ||
инфратриба | infratribus | -ad[5] | + | - | ||
рет | genus | + | + | + | + | + |
айрет | subgenus | - | subgen., subg. | ? | - | - |
çийсекци | supersectio | - | supersect. | ? | - | - |
секци | sectio | - | sect. | ? | - | - |
айсекци | subsectio | - | subsect. | ? | - | - |
сери | series | - | ser. | ? | - | - |
айсери | subseries | - | subser. | ? | - | - |
çийтĕс | supraspecies | + | + | ? | ? | - |
тĕс | species | + | + | + | + | + |
айтĕс | subspecies | subsp. / ssp. | subsp. / ssp. | subsp. (калăпăр, сахалтан та, çĕпре тĕлĕшпе) | - | - |
урăхлăх/вариетет | varietas | var.[7] | var. | var. | var.[7] | - |
айурăхлăх | subvarietas | - | subvar. | ? | ? | - |
форма | forma | - (морфа/форма?) | f. | ? | ? | - |
айформа | subforma | - | subf. | ? | ? | - |
Çавăн пекех
- Чĕлхесен классификацийĕ
Асăрхавсем
Вуламалли
Каҫӑсем
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.