Биологилле систематика
From Wikipedia, the free encyclopedia
Биологилле систематика[1] - ăслав дисциплини. Ăслăлăх.
Асăннă ăслав дисциплинин тĕллевĕ тата тĕллевчĕкĕсем — чĕрĕ организмсен классификацине туса çавăнпа, органикăлла тĕнчен тытăмне майлаштарса, ĕçлевлĕх енĕпе усă курасси. Классификаци тени кунта хальхи тата унчченхи мĕнпур организмсене пĕр çыхăнуллă (ăнсăртла мар) тытăма кĕртнине пĕлтĕрет[2].
Малтан ăславçă, тĕпрен илсен, тулаш паллăсене çеç палăртать пулсан, каярахпа вăл пулăмсен тымарĕсемпе çыхăннă Натураллă тытăм патне пырса тухма тивĕçлĕ. Хайхи Натураллă тытăм патнелле тем пек ăнтăлсан та, ун патне туллин пырса тухма май çук шутланать[3].