Импульс сыхланнин саккунĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Импульс сыхланнин саккунĕ (куçăм шутлавлахĕ сыхланнин саккунĕ) — Механикăлла системăри мĕнпур ĕскĕрсен импульсĕсен векторла сумми улшăнми кап, енчен те системăна айккинчен тивекен вăйсен векторла сумми нульпе танлашать[1].
Классикăлла механикăра çакă Ньютон саккунĕсенчен тухса тăрать теме пулать.
Ытти сыхланнăлăх саккунĕсем пекех, импульс сыхланнин саккунĕ те, Нётер теоремипе килĕшÿллĕн, çутçанталăкри никĕсле симметрисенчен пĕринпе — уçлăх пĕртикĕслĕхĕпе — çыхăннă[2].
Импульс сыхланнин саккунне историре пуринчен те малтан Рене Декарт уçăмлăн палăртнă[3].