Етĕрне уесĕ XVI ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче 1590 çулта никĕсленĕ Етĕрне хула таврашĕнче йĕркеленнĕ. XVII ĕмĕрте уесри ытларахăш халăх чăваш ясак çĕр ĕçтешĕсем шутланнă. Тулли мар хыпарсемпе, XVII ĕмĕрĕн 80—90-мĕш çулĕсенче Етĕрне уесĕнче 1258 ясак тата 40 харпăр кил шутланнă. XVIII ĕмĕрен пĕрремĕш чĕрĕкĕнче ясак çĕр ĕçтешĕсемпе хĕсметри хăшпĕр категорири çынсене патшалăх шайне куçарнă.