Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики
From Wikipedia, the free encyclopedia
Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики (кĕскен: ЧАССР) — РСФСР йышĕнче 1925 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне тĕпе хурса йĕркеленĕ автономи республики.
1990 çулхи авăн уйăхĕнче Чăваш АССР Аслă Канашĕ Республика суверенитечĕ пирки деклараци йышăннă, Чăваш ССР ята çирĕплетнĕ.
Хальхи Чăваш Республики Раççей Федерацине кĕрет, лаптăкĕ унченхи Чăваш Автономин Совет Социализм Республикин чиккисемпе тан шутланать.