Франци политикӗ From Wikipedia, the free encyclopedia
Габриэль Атталь (фр. Gabriel Attal; 1989 ҫулхи пуш уйăхĕн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Кламар) — Франци политикĕ тата патшалӑх ӗҫченӗ, «Возрождение» партин пайташӗ, Франци премьер-министрӗ (2024-ран).
Габриэль Атталь | |
фр. Gabriel Attal | |
Чӑн ят | фр. Gabriel Attal |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1989 çулхи пуш, 16-мĕшĕ[1][2][…] (35 çул) |
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер | |
Ашшĕ | Ив Атталь[d][4] |
Амăшĕ | Мария де Курис[d][7] |
Автограф | |
Сайт |
info.gouv.fr/pers…(фр.) vanves.fr/elected…(фр.) |
Медиафайлы на Викиампар |
Унчченрех йышӑннӑ вырӑнсем - правительствӑн официаллӑ представителӗ (20—2022) тата общество счечӗсен министр-делегачӗ (2022—2023), наци ҫутӗҫӗн тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ (2023).
Габриэль Атталь 1989 ҫулхи пуш уйăхĕн 16-мӗшӗнче Кламар (Иль-де-Франс) хулинче ҫуралнӑ[8].
Амӑшӗ — Мари де Курисс, грек хĕрарăмĕ тата революципе граждан вӑрҫи хыҫҫӑн Одессӑран тарнӑ шурӑ эмигрантсен тӑхӑмӗ. Габриэль Атталӗн амӑшӗн мӑн аслашшӗсенчен пӗри Дмитрий Владимирович Голицын генерал пулнӑ. Православнӑй пулнӑ май амӑшӗ православие ывӑлне те тӗне кӗртнӗ. Премьер-министрӑн ашшӗ, Ив Атталь, ӑнӑҫлӑ адвокат, кинопродюсер тата общество деятелĕ, вӑл еврей ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ, унӑн ашшӗ Тунисри сефардсенчен, амӑшӗ Эльзасри ашкеназсен ушкӑнӗнчи эмансипациленӗ еврей ҫемьинчен пулса кайнӑ. Габриэль Атталӗн тӑванӗсем Франци тулашӗнче тӗнчери нумай ҫӗршывсенче, сӑмахран Германире, Швейцарире, Италире, Тунисра, АПШра, Аслӑ Британире тата Раҫҫейре пурӑнаҫҫӗ.
Габриэль Парижӑн сумлӑ пайӑр вӗренӳ заведенийӗнче — Эльзас шкулӗнче вӗреннӗ; тӗл пулакан сведенисем тӑрӑх унта вӗренекенсем ӑна хĕсĕрленӗ.
2013 ҫулта Политика тӗпчевӗсен институтӗнче (Париж) патшалӑх управленин магистрӗ степенӗпе вӗренсе тухнӑ, кайран Парижри Пантеон-Ассас университетӗнче аслӑ юридици пӗлӗвне илнӗ.
2006 ҫулта Социализм партине кӗнӗ, 2007 ҫулта президент суйлавӗнче Сеголен Руаяль кандидатурине ырланӑ, 2012 ҫулта Марисоль Турен аппаратӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2014 ҫулта Ванвӑн муниципаллӑ канашне суйланӑ, 2016 ҫулта «Малалла!» ҫӗнӗ партине куҫнӑ, 2017 ҫулхи президент суйлавӗнче Эмманюэль Макрона пулӑшнӑ. Парламент суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 2017 ҫулта Францин Наци пухӑвне О-де-Сен департаментӗнче 10-мӗш суйлав округӗнчен суйланнӑ, 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче «Республика, малалла!» президент партийӗн официаллӑ представителӗ пулса тӑнӑ, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ӑна Филиппӑн иккӗмӗш правительствинче наци вӗрентӗвӗн министерствин патшалӑх секретарӗн вырӑнне лартнӑ (ҫамрӑксемпе ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗсемпе ӗҫленӗ).
2020 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗнче Кастекс правительствине йӗркеленӗ чухне унӑн официаллӑ представителӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Элизабет Борн правительствинче экономикӑпа финанс министрӗ ҫумӗнчи обществӑлла счетсен министр-делегачӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Борнӑн иккӗмӗш правительствӑна йӗркеленӗ чухне унчченхи ӗҫ вырӑнне сыхласа хӑварнӑ.
2023 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче правительствӑра кадр улшӑнӑвӗсем иртнӗ май Наци ҫутӗҫӗпе тата ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗн портфельне илнӗ.
2023 ҫулхи çурлан 23-мӗшӗнче Атталь канашлура шкулсен директорӗсене лаицизм принципӗсене тытса пынӑ май абайя йӑлана кӗнӗ мӑсӑльман хӗрарӑм тумне вӗренӳ заведенийӗсенче тӑхӑнма чарасси ҫинчен пӗлтернӗ. «Мӑсӑльмансен прависемшӗн ĕçлев» (Action Droits des Musulmans) ассоциаци министрӑн ҫак йышӑнӑвне хирӗҫленӗ, анчах та авӑнӑн 7-мӗшӗнче Францин Патшалӑх канашӗ вӑл конституцие хирĕçлеменнине палӑртнӑ.
2024 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Франци президенчӗ Эмманюэль Макрон Аттале Элизабет Борн отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн премьер-министр туса хунӑ. 34 ҫул тултарнӑскер Пиллӗкмӗш республика тапхӑрӗнчи вӑл чи ҫамрӑк премьер-министр пулса тӑнӑ.
2024 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Атталь правительствине йӗркеленӗ, унта ҫичӗ хӗрарӑм (вӗсенчен виҫҫӗшӗ — министр-делегат пулса) тата ҫичӗ арҫын кӗнӗ. Кабинет пайташӗсен вӑтам ӳсӗмӗ, премьер-министра та шутласан, 46 ҫулпа танлашнӑ.
Ҫамрӑк чухне Джойс Джонатан юрӑҫпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулнӑ, анчах юрӑҫ вӗсене пӗчӗк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлать[9].
2018—2023 ҫулсенче Стефан Сежурне евродепутатпа гражданла партнерствӑра пурӑннӑ, анчах премьер-министра ларас самант тӗлне ҫак хутшӑнусене мӑшӑрӑн пӗр енӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пӑснӑ. 2018 ҫулта унӑн сексуаллă ориентацине пӗр класра вӗреннӗ юлташӗ, халӗ вара юрист тата политика хастарӗ Хуан Бранко уҫса панӑ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.