Раççей (выр. Россия) е Раççей Федерацийĕ, кĕске РФ (выр. Российская Федерация) — Тухăç Европăри тата Çурçĕр Азири патшалăх. Раççей — тĕнчери чи пысăк патшалăх, унăн территорийĕ тĕнчери йышăннă чикĕсенче 17098246 км²[1].
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле. |
Россия Раççей Федерацийĕ | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Мускав | ||||
Чи пысăк хула | Мускав | ||||
Президент | Улатимĕр Путин | ||||
Премьер-министр | Михаил Мишустин | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
1 вырăнта 17 125 191 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2023) - Йышлăхĕ |
7 вырăнта 146 447 424 8,55/км² | ||||
Валюта ячĕ | (RUB) | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +02 пуçласа +12 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Раççей гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | .ru, .su, .рф | ||||
Тел. префиксĕ | 7 |
Раççей Федерацийĕ вунпĕр сехет тăрăхĕнчен тăрать, вăл вунтăватă çĕршывпа чикĕленет. Пурăнан халăх йышĕпе тĕнчере тăххăрмĕш вырăн йышăнать. Чи пысăк тата тĕп хули — Мускав. Патшалăхри тĕп культура хули вырăнĕнче Санкт-Петербург шутланать, халăх йышĕпе вăл иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ытти пысăк[2] хуласем: Çĕнĕ Çĕпĕр, Екатеринбург, Хусан, Чулхула, Челепи, Красноярск, Самар, Ĕпхӳ, Тан-çинчи-Ростов, Омск, Краснодар, Воронеж, Перĕм, Волгоград.
Çĕршывăн мĕнпур çĕрĕсенчи патшалăх чĕлхи — вырăс чĕлхи, хăшпĕр регионсенче хăйсен патшалăх тата официаллă чĕлхесем. Укçа виçи — раççей рублĕ.
РФ — тĕрлĕ этнос тата культура нумайлăхлĕ Нумай нациллĕ патшалăх[3]. 2010 çулта пурăнан халăх çырса тухнипе, çав шутрах Крым тата Севастополь (2014 çул хыççăн), çĕршывра 190 ытла национальнăç пуррине палăртнă, вĕсен хушшинче вырăссем — 80 %, вырăс чĕлхипе 99,4 % ытла раççейсем калаçаççĕ[4]. Пурăнан халăхăн чылайрахăшĕ (75 % яхăн) православи тĕн йăлине тытса пурнать[5], çакна пула Раççей тĕнчери чи нумай йышлă православиллĕ çĕршыв шутланать.
Раççей — федерациллĕ президент-парламент республики. 1999 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнченпе (2008—2012 çулсенче Дмитрий Медведев президент пулнă) РФ президенчĕн вырăнне Владимир Путин йышăнать. 2020 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнченпе правительство председателĕ — Михаил Мишустин.
Раççей 18 патшалăхсемпе чикĕленет (вунулттăшĕпе — çĕрпе, те иккĕшĕпе — тинĕспе). Раççей йышне унăн конституципе 89 субъектсем кĕреççĕ, вĕсенчен — 48 облаç, 24 республика, 9 край, 3 федераллă пĕлтерӳпе хула, 4 автономиллĕ округ тата 1 автономиллĕ облаç. Пĕтĕмпе çĕршывра 157 пин пурăнан вырăнсем[6].
Раççей — ядерлă патшалăх[7][8]. Космос патшалăхсенчен пĕрри[9][10]. Раççей ПНО Хăрушсăрлăх Канашне ялах хутшăнакан, вето правипе кӗрет. Çавăнпа, Раççей нумай тĕнчери организацисенче пур: ПНО, G20, ЕАЭП, ППП, КХКО, ТСО, OSCE, SCO, APEC, БРИКС, ТОК тата ыттисем.
1991 вĕçĕнче ССРП арканăвĕ хыççăн тĕнчери пĕрлешӳ Раççее ССРП-н тĕпкĕчĕ пекех йышăннă.
2021 çулхи ШПП-н калăпăшĕ (номиналлă) — 1,8 трлн доллар, Раççей унта 11-мĕш вырăнта вырнаçнă (анчах ИПП-пе 6-мĕш вырăнта).
Географи
Раççей вунтăваттă ирĕклĕх (ПНО-çĕршывсен нумайрахăшĕ йышăннă) патшалăхĕсемпе чикĕленет.
- çурçĕр-хĕвеланăç енче Норвегипе Финлянди.
- Хĕвеланăç енче Эстонипе, Латвипе, Беларуçпа Украина. Литвапа Польша (Калининград облаçĕ) çавăн пекех.
- Кăнтăр-хĕвеланăç енче Грузипе Азербайджан. Тата çурма йышăннă Кăнтăр Осетипе[11] Абхази[11].
- Кăнтăр енче Касакстанпа, Монголипе Китай.
- Кăнтăр-хĕвелтухăç енче Ҫурçĕр Корейпе
çавăн пекех Раççейĕн тинĕс чиккисем пур.
Чи пысăк хуласем
Миллион ытла çын çак хуласенче пурăнать: Мускав, Санкт-Петербург, Çĕнĕ Çĕпĕр, Екатеринбург, Хусан, Чулхула, Челепи, Красноярск, Самар, Ĕпхӳ, Тан-çинчи-Ростов, Омск, Краснодар, Воронеж, Перĕм, Волгоград.
Халăх
Халăх йышĕ
Раççейре 143,8 млн. çын, ытларахăшĕ, 4/5 пайĕ Европа енĕнче пурăнать: вырăссем (79,8 %), тутарсем (3,8 %), украинсем (3 %), чăвашсем (1,2 %), пушкăртсем (0,9 %), чеченсем (0,9 %), эрменсем (0,8 %)[12]. Хула çыннисем 73%.
Чĕлхесем
- Тĕплĕнрех Раççей халăхĕсен чĕлхисем статьяна вулăр.
Раççей Федерацийĕ — нумай нациллĕ çĕршыв. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Раççейри халăхсем 176 чĕлхепе калаçаççĕ. Вĕсен кашнин хăйсен историйĕ, шăпи, аталану çул-йĕрĕ, пуласлăхĕ.
Генеалоги енчен (пулса кайни, хурăнташлăх енчен) илсессĕн Раççей халăхĕсен чĕлхисем тĕрлĕ чĕлхе çемйине кĕреççĕ: инди-европа, алтай, ибери-кавказ, урал, палеоази. Кашни чĕлхе çемйи каллех уйрăм ушкăнсене пайланать.
Кунçул
Раççей Федерацийĕ Раççей кун-çулĕ | |
---|---|
Авалхи славянсем, руссем IX ĕмĕр
Пĕрлешĕвĕ: XIV—XVI ĕмĕрсем | 1922 Аркану: XII ĕмĕр | 1917 | 1991 | |
Раççей кунçулĕн тапхăрĕсем[13]:
- Кейӳ Руçĕ (862 çул — XIII) — хĕвелтухăç славянсен пĕрремĕш патшалăхĕ[14].
- Тĕп хули 864 çулччен — Кивĕ Ладога, 882 çулччен — Аслă Новгород, 882 çул хыççăн — Киев.
- Вырăс кнеçлĕхĕсем (XII ĕмĕр варринчен — пуçламăш XVI ĕмĕр).
- Вырăс патшалăхĕ — XV ĕмĕр вĕçĕнчен — Юпа, 22 1721 çул (Кăрлач, 16 1547 çулччен — Аслă Мускав кнеçлĕхĕ, унтан — Раççей патшалăхĕ).
- Тĕп хули — Мускав, 1714 çултан[15] — Санкт-Петербург.
- Раççей империйĕ — Юпа, 22 1721 çултан — Кăрлач, 9 1917 çулччен.
- Тĕп хули — Санкт-Петербург (1728 çулччен), 1728—1732 çулсенче — Мускав, 1732 çултан — Санкт-Петербург (çурла, 18 1914 çулта Петроград çĕнĕ ячĕ илчĕ).
- Раççей Республики — Вăхăтлă ертӳлĕхĕн хушăвĕпе Авăн, 1 1917 çулта йышăннă.
- Тĕп хули — Петроград.
- Раççей патшалăхĕ — Ĕпхӳ патшалăх канашĕ акчĕпе Авăн, 23 1918 çулта йышăннă. Граждан вăрçи тăпхăрĕнче Кăрлач, 5 1920 çулччен пулнă. Пĕрлешĕннĕ патшалăхĕ шурă юхăмĕн ертӳлĕхĕ территоринче.
- Тĕп хули — Ĕпхӳ, Омск (де-факто).
- Раççей Совет Федерациллĕ Социалисăмлă Республики[16] — Юпа, 25 1917 çулта II-мĕш Пĕтĕм Раççей Советсен съезчĕ хушăвĕпе йышăннă. 1922-1991 çулсенче — ССРПре пĕрлĕшӳллĕ республики пек.
- Тĕп хули — Петроград, Пуш, 12 1918 çултан — Мускав.
- Совет Социалисăм Республикисен Пĕрлешĕвĕ (Раштав, 30 1922 çултан — Раштав, 26 1991 çулччен).
- Тĕп хули — Мускав.
- Раççей Федерацийĕ — Раштав, 25 1991 çултан[17].
- Тĕп хули — Мускав.
Федераци тытăмĕ
Раççей Федерацийĕ 89[18] субъектсенче пайланă. РФра 6 субъект тĕсĕ пур. Ку 24 республика, 9 ен, 48 облаç, 4 автономи тăрăхĕ, 1 автономи облаçĕ тата 3 федераллă пĕлтерĕшпе хула.
Субъектсем
Республикасем
- Адыгей Республики - Майкоп
- Алтай Республики - Горно-Алтайск
- Бурят Республики - Улан-Удэ
- Дагестан Республики - Махачкала
- Донецк Халăх Республики - Донецк[20]
- Ингуш Республики - Магас
- Кабарда-Балкар Республики - Нальчик
- Калмăк Республики - Элиста
- Карачай-Черкес Республики - Черкесск
- Карел Республики - Петрозаводск
- Коми Республики - Сыктывкар
- Крым Республики - Симферополь[20]
- Луганск Халăх Республики - Луганск[20]
- Мари Эл Республики - Йошкар-Ола
- Мăртва Республики - Саранск
- Пушкăртăстан Республики - Ĕпхӳ
- Саха (Якут) Республики - Якутск
- Çурçĕр Осети - Алани Республики - Владикавказ
- Тутарстан Республики - Хусан
- Тыва Республики - Кызыл
- Удмурт Республики - Ижевск
- Хакас Республики - Абакан
- Чăваш Республики - Чăваш Ен - Шупашкар
- Чечен Республики - Грозный
Енсем
- Алтай Ен - Барнаул
- Байкал Лешьен - Чита
- Камчатка Ен - Петропавловск-Камчаткăри
- Краснодар Ен - Краснодар
- Красноярск Ен - Красноярск
- Перĕм Ен - Перĕм
- Ставрополь Ен - Ставрополь
- Тинĕсçум Ен - Владивосток
- Хабаровск Ен - Хабаровск
Облаçсем
- Амур облаçĕ - Благовещенск
- Архангельск облаçĕ - Архангельск
- Аçтăрхан облаçĕ - Аçтăрхан
- Ăренпур облаçĕ - Ăренпур
- Белгород облаçĕ - Белгород
- Брянск облаçĕ - Брянск
- Волгоград облаçĕ - Волгоград
- Вологда облаçĕ - Вологда
- Воронеж облаçĕ - Воронеж
- Иваново облаçĕ - Иваново
- Иркутск облаçĕ - Иркутск
- Запорожье облаçĕ - Запорожье[20]
- Калининград облаçĕ - Калининград
- Калуга облаçĕ - Калуга
- Кемĕр облаçĕ - Кузбасс - Кемĕр
- Киров облаçĕ - Киров
- Кострома облаçĕ - Кострома
- Курган облаçĕ - Курган
- Курск облаçĕ - Курск
- Ленинград облаçĕ - Санкт-Петербург
- Липецк облаçĕ - Липецк
- Магадан облаçĕ - Магадан
- Мускав облаçĕ - Мускав
- Мурманск облаçĕ - Мурманск
- Новгород облаçĕ - Новгород
- Омск облаçĕ - Омск
- Орёл облаçĕ - Орёл
- Пенза облаçĕ - Пенза
- Псков облаçĕ - Псков
- Ростов облаçĕ - Тан-çинчи-Ростов
- Рязань облаçĕ - Кисан
- Самар облаçĕ - Самар
- Сарăту облаçĕ - Сарăту
- Сахалин облаçĕ - Кăнтăр-Сахалинск
- Свердловск облаçĕ - Екатеринбург
- Смулен облаçĕ - Смулен
- Çĕнĕ Çĕпĕр облаçĕ - Çĕнĕ Çĕпĕр
- Тамбов облаçĕ - Тамбов
- Тĕвер облаçĕ - Тĕвер
- Тюмень облаçĕ - Тюмень
- Томск облаçĕ - Томск
- Тула облаçĕ - Тула
- Улатимĕр облаçĕ - Улатимĕр
- Херсон облаçĕ - Херсон[20]
- Челепи облаçĕ - Челепи
- Чĕмпĕр облаçĕ - Чĕмпĕр
- Чулхула облаçĕ - Чулхула
- Ярославль облаçĕ - Ярославль
Автономи тăрăхĕсем
- Ненец автономи тăрăхĕ - Нарьян мар
- Хантă-Манси автономи тăрăхĕ — Югра - Ханты-Мансийск
- Чукотка автономи тăрăхĕ - Анадырь
- Ямал-Ненец автономи тăрăхĕ - Салехард
Автономи облаçĕ
Федераллă пĕлтерĕшпе хуласем
Федераци тăрăхĕсем
РФре 8 федераци тăрăхĕсем пур. Кашни тăрăхра президент элчи пур.
- Вăта федераци тăрăхĕ - Мускав
- Çурçĕр-Анăç федераци тăрăхĕ - Санкт-Петербург
- Кăнтăр федераци тăрăхĕ - Тан-çинчи-Ростов
- Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхĕ - Пятигорск
- Атăл федераци тăрăхĕ - Чулхула
- Урал федераци тăрăхĕ - Екатеринбург
- Çĕпĕр федераци тăрăхĕ - Çĕн Çĕпĕр
- Инçет-Тухăç федераци тăрăхĕ - Владивосток
Экономика районĕсем
Раççей Федерацинче 12[21] экономика районĕ пур. Калининград облаçĕ ку уйрăм экономика район, пĕр субъект унăн тытăмĕнче[22].
- Анăç-Çĕпĕр экономика районĕ
- Атăлçи экономика районĕ
- Атăл-Нухрат экономика районĕ
- Вăта экономика районĕ
- Вар хура тăпраллă экономика районĕ
- Инçет Тухăç экономика районĕ
- Калининград экономика районĕ
- Çурçĕр экономика районĕ
- Çурçĕр-Анăç экономика районĕ
- Çурçĕр-Кавказ экономика районĕ
- Тухăç-Çĕпĕр экономика районĕ
- Урал экономика районĕ
Вуламалли
- Kniivilä, Kalle. La strato de Tanja: Vivo en Rusio 1917-2017, Novjorko, eld. Mondial, 2017, 159 paĝoj.
- География России: Энциклопедический словарь. М., 1998.
- Геологическое строение СССР и закономерности размещения полезных ископаемых. В 10-ти тт. Л, 1984—1989.
- Красная книга Российской Федерации: Животные. М, АСТ, 2001. ISBN 5-17-005792-X.
- Новая Российская Энциклопедия, Природа России, т. 1, с. 11—157. М., Энциклопедия, 2003. ISBN 5-94802-003-7
- Волкова О. А., Борсук О. А., Бадюков Д. Д. География России. М., Энциклопедия. 2005. ISBN 5-94802-011-8).
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.