From Wikipedia, the free encyclopedia
Воробьёв Алексей Иванович — Совет Союзĕн Паттăрĕ[БС1 1] , [ГС 1] , [НЛ 1], 22-мĕш гварди мотострелок бригадин инженер-мина ротин взвод командирĕ (1-мĕш Украина фрончĕ, 3-мĕш гварди танк çарĕ, 6-мĕш гварди танк корпусĕ), гвардии старшини.
Алексей Иванович Воробьёв | ||||||
Çуралнă вăхăт | 1915 çул, юпан 12-мĕшĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Çурлатăри ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР РСФСР | |||||
Вилнĕ вăхăт | 1952 çул, юпан 22-мĕшĕ 22.10.1952 | |||||
Вилнĕ вырăн | Раççей Федерацийĕ | |||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||
Çар ăрачĕ | пехота | |||||
Хĕсмет çулĕсем | 1941—1945 | |||||
Хисеп | ||||||
Чаç | 1-мĕш Украина фрончĕн 3-мĕш гварди танк çарĕн 6-мĕш гварди танк корпусĕн 22-мĕш гварди мотоперевçĕсен бригадин инженер-мина роти | |||||
Командăланă | взвод | |||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||
Чыславсем тата парнесем |
|
1915-мĕш çулта хальхи Муркаш районĕнчи Çурлатăри ялĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1936-1939-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре пулнă. Кайран киле таврăнса колхозра ĕçленĕ.
Вăрçă пуçлансан каллех Хĕрлĕ Çара чĕнсе илнĕ. Тĕп, Брянск, Воронеж, 1-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă. 1943-мĕш çултан ПРКП(б)/ССКП пайташĕ. 1945-мĕш çулхи çуркунне тĕлне Воробьев гварди старшини 22-мĕш гварди мотострелок бригадин инженер-мина ротин взвод командирĕ.
1945-мĕш çулхи акан 24-мĕшĕнче çĕрле Берлинти Тельтов каналĕ урлă ишсе каçса тăшманăн хӳтĕлев йĕрне тĕпченĕ. Плацдарм валли меллĕ вырăн тупса унта батальона каçарма пуçланă. Кимĕпе канал урлă 16 рейс тунă. Аманнă пулсан та стройрах юлнă. Плацдарăмра унăн взвочĕ уйри минăсене кăларса çул уçнă.
Вăрçă хыççăн Муркашри вăтам шкулта вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. Каярах ăна С. М. Буденный ячĕллĕ колхоз председетĕлĕ пулма суйланă. Колхозсене пĕрлештерсен пысăк хуçалăхăн председатĕлĕн çумĕ пулнă. Нумай хутчен район канашĕн депутатне суйланă, ССКП райкомĕн пайташĕ пулнă.
1952-мĕш çулхи юпан 22-мĕшĕнче ĕç тивĕçне пурнăçланă чухне сарăмсăр вилнĕ.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.