From Wikipedia, the free encyclopedia
Авалхи грек чĕлхи — (аттика ἡ Ἑλληνικὴ γλῶσσα) инди-европа çемьин чĕлхи, грек чĕлхин "ламтайĕ", грек ойкуменин территоринче пирĕн эрăччен 2 пиçуллăх вĕçĕнчен пирĕн эрăри V ĕмĕре çити усă курнă.
Патшалăхсем: | Хĕвел тухăç Вăта тинĕс çĕрĕ |
Статус: | классика |
Çухалнă: | IV ĕмĕрте аталанса вăта грек чĕлхине куçать |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи
| |
Çырулăх: | грек алфавичĕ, Йĕрлĕ çыру Б |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | нет |
ISO 639-2: | grc |
ISO 639-3: | grc |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Чĕлхе аталанăвĕн тапхăрĕсем: протогрек (п.эрч.XX-п.эрч. XVII), микен (XVI-п.эрч. XII), постмикен (п.эрч. XI-п.эрч. IX), архаика (п.эрч. VIII-п.эрч. VI), классика (п.эрч. V-п.эрч. IV), эллин (п.эрч. III — IV); кашни тапхăрĕнче питĕ уйăрăлса тăнă диалектсем пулнă.
Авалхи грек чĕлхи — Гомерăн «Илиада» тата «Одиссея» поэмисен, Афин ылтăн ĕмĕрĕн философипе литературин, Çĕнĕ Халалăн чĕлхи. Унпа классика тапхăрĕн полисĕсенче, Македони Александрĕн патшалăхĕнче, диадохсен патшалăхĕсенче усă курнă, авалхи грек чĕлхи Рим империн иккĕмĕш официаллă чĕлхи, Хĕвел тухăç Рим империн малтанхи тапхăрĕнче тĕп чĕлхи (майĕпен вăта ĕмерсен (висанти) грек чĕлхине куçса пынă çем) шутланнă. Вăта ĕмĕрсенче вăл Висантин литература чĕлхин тĕсĕхĕ пулса Чĕрĕлӳ тапхăрĕнче Хĕвел анăç Европăра классика чĕлхи вырăнне йышăнса çĕнĕ грек чĕлхин — кафаревусăн аталанăвне тапратса ярать.
a, o | e, i | u | |
---|---|---|---|
*kʷ | p | t | k |
*gʷ | b | d | g |
*gʷʰ | pʰ | tʰ | kʰ |
Тĕслĕхрен, *kʷukʷlos > κύκλος, çавракăш.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.