From Wikipedia, the free encyclopedia
Сталинград фронтне 1942 çулхи утăн 12-мĕшĕнче Кăнтăр-Анăç фрончĕн хирти çарĕсен тытăмĕн никĕсĕпе йĕркеленĕ, çарпуçĕ — С. К. Тимошенко Совет Союзĕн Маршалĕ.
Сталинград фрончĕ Стал.Ф | |
ХВ эмблеми | |
Пулнă çулсем | утă, 12, 1942—авăн, 30, 1942 |
---|---|
Патшалăх | СССР |
Пăхăну | фронт çарпуçне |
Тĕс | фронт |
Унăн шутĕнче | управлени (штаб), пĕрлешӳсем, вăрçă чаçĕсем тата йĕркеленӳсем |
Функци | хӳтĕлев |
Йышĕ | йĕркелев |
Хутшăнни | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче |
Командирсем | |
Паллă командирсем | А. И. Ерёменко |
С. К. Тимошенко Совет Союзĕн Маршалĕ.
Генерал-лейтенант В. Н. Гордов
Генерал-полковник А. И. Ерёменко
Генерал-лейтенант П. И. Бодин
Генерал-майор Д. Н. Никишев
Генерал-майор К. А. Коваленко
Генерал-майор Г. Ф. Захаров
Генерал-майор И. С. Варенников (юпа, 1942).
Артиллери генерал-майорĕ Гусаков А.А. (1942/утă — 1942/авăн).
Артиллери генерал-майорĕ Матвеев В.Н. (1942/юпа — 1943/нарăс).
Сталинград фрончĕ умĕнче иккĕ тивĕç ĕçĕ: 520 км анлăшĕн ярăмĕнче хӳтĕленсе, ташмана чармалла. Сталинград патĕнчи хӳтĕлев операцин пуçламăшĕнче тăшман совет çарĕсенчен салтак шучĕпе 1,7 хутчен, артиллерипе танксемпе 1,3 хутчен, самолётсем шучĕпе — 2 хутчен ытларах пулнă.
Нимĕç çарĕсем кăнтăр-анăç тĕлĕнче совет фронтне çурса янă хыççăн Сталинград фронтне тăшмана чарса лартма, Атăл патне ямасăр Тан юханшыв тăршшипе çирĕп тăма хушнă.
1942 çулхи утăн 17-мĕшĕнче 6-мĕш нимĕç çарĕн авангарчĕ 62-мĕш тата 64-мĕш çарĕсен Сталинград патне пымаллине хӳтĕлеме тухнă малти тĕкĕрчĕсемпе тĕл пулнă.
Çак тытăçусемпе Сталинград çапăçăвĕ тапранса каять. Çак каçра 6 кун çапăçнă хыççăн тăшман 6-мĕш çарăн тĕп вăйĕсене кунталла тавăрнă. Тепĕр иккĕ эрнерен кавказ тĕлĕнчен сталинград еннелле 4-мĕш нимĕç танк çарне тăратнă.
Хӳтĕлев ярăмĕн анлăшĕ питĕ сарăлса кайнипе (800 км яхăн) фронта 1942 çулхи çурлан 7-мĕшĕнче Сталинград (63, 21, 62-мĕш çарсем, 4-мĕш танк, 16-мĕш сывлăш çарĕсем) тата Кăнтăр-Тухăç, çурлан 10-мĕшĕнче Сталинград фронтне Кăнтăр-Тухăç фрончĕн çарпуçлăхне пăхăнтарнă. 1942 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнчи Директивăпа АТÇ Ставки Кăнтăр-Тухăç тата Сталинград фрончĕсен пĕрлехи çарпуçлăхне пăрахăçланă та 1942 çулхи авăнăн 30-мĕшĕнче Сталинград фронтне Тан, Кăнтăр-Тухăç — Сталинград — ятсене панă[3].
Сталинграда хӳтĕлев операцинче Хĕрлĕ Çарăн пĕтĕмĕшле 643842 çынна, 1426 танка, 12137 кĕпçепе миномёт, 2063 самолёт çухатнă[4].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.