Михаил Олегович Ефремов — мухтавлă чăваш çуттатуртавçин Иван Яковлевич Яковлевăн (1848-1930) тÿрĕ тăхăмĕ. Ак çак йĕрпе пырать кăк тымарĕ: И.Я.Яковлев — Л.И.Некрасова — А.А.Некрасова — А.Б.Покровская — М.О.Ефремов.
Актёр пĕрре çеç мар авланнă. Улттă ача ашшĕ[2] (Паллах, улттăшĕ те И.Я.Яковлевăн тÿрĕ тăхăмĕсем пулаççĕ).
- Пĕрремĕш арăм — Елена Гольянова (1964 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче çур.), актриса.
- Иккĕмĕш арăм (çырăнмасăр пурăннă) — Ася (Асия) Воробьёва (Бикмухаметова), филолог, редактор. МПУ филологи факультетĕнче вĕренсе тухнă. «Современник» театрта литература редакторĕ пулса ĕçленĕ[3]. Асияпа Михаил нихçан та мăшăрланман. Асия Никитăна çуратсан, Михаил хăй те, унăн чаплă ашшĕ Олег Ефремов та, амăшĕ те тӳрех Никитăна пирĕн тесе йышăннă[4].
- авланмасăр çуратнă ывăл — Никита Ефремов (1988 çулхи çăвăн 30-мĕшĕнче çур.), «Современник» театрĕн актёрĕ[4].
- Виççĕмĕш арăм — Евгения Добровольская (1964 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче çур.), актриса, Раççей Федерацин халăх артисчĕ (2005). Михаилпа Евгения 1989 çулта мăшăрланнă[4].
- Ывăл — Николай Ефремов (1991 çулта çур.), актёр, «Белая гвардия» телесериалта вылянă.
- Тăваттăмĕш арăм — Ксения Качалина (1971 çулхи çăвăн 3-мĕшĕнче çур.), актриса.
- Хĕр — Анна-Мария (2000 çулхи юпан 14-мĕшĕнче çур.).
- Пиллĕкĕмĕш арăм — Софья Кругликова, сасă режиссёрĕ. 1996 çулта Гнесинсем ячĕллĕ Раççей мусăк академинче (сасă режиссури кафедри) вĕренсе тухнă . 2005 çултанпа Мускаври Хальхи ӳнер институчĕн мусăк факультетĕнче вĕрентет[5].
- Хĕр — Вера.
- Хĕр — Надежда.
- Ывăл — Борис.