From Wikipedia, the free encyclopedia
А́лла Бори́совна Покро́вская (авăн, 18, 1937, Мускав, РСФСР, СССР — çĕртме, 25, 2019, Мускав, Раççей[1]) — совет тата раççей театрпа кино актриси. РСФСР халăх артисчĕ (1985). МПТ студи шкулĕн педагогĕ, профессор (1988).
Алла Покровская 1937 çулхи авăнăн 18-мĕшĕнче Мускавра театр ĕçченесен çемьинче çуралнă. Ашшĕ — паллă опера режиссёрĕ, СССР халăх артисчĕ Борис Александрович Покровский. Амăшĕ — Тĕп ача-пăча театрĕн режиссёрĕ Анна Алексеевна Некрасова.
Ачаранах актриса пулма шутланă, ашшĕпе амăшĕ килĕшмен. Çавăнпа та Алла Мускав педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах та, пĕр курс хыççăнах институтран тухса кайнă. Вĕрентӳç килĕнчи театр кĕтесĕнче ăсталăхне туптама пуçланă. Çакăнта хатĕрленсе, Алла МПАТ студи шкулне (Виктор Станицын курсĕ) кĕме пултарнă, 1959 çулта диплом илнĕ.
Вĕренсе тухсан Мускаври «Современник» театрĕн труппине ĕçе кĕнĕ, унта вара 45 çул тăрăшнă.
1979 çулта Алла Покровская педагогика ĕçлевне пикеннĕ. Вăл — МПАТ шкул-студин профессорĕ. Шкул-студин актёр факультетĕнче тата унăн ютçĕр филиалĕсенче (Кембриджри çуллахи К. С. Станиславский ячĕллĕ шкул, аспирант программи, Питтсбургри Карнеги — Меллон университечĕ)[2].
2004 çултанпа А. П. Чехов ячĕллĕ МПТ килĕнче. «Современник» театрĕпе те çыхăнăва татмасть[2].
Актриса совет тата раççей кинематографĕнче 30 ытла роле сăнарланă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.