From Wikipedia, the free encyclopedia
Аркадий Александрович Ĕçхĕл (паспортри хушамачĕ Александров, 1914, нарăс, 10, Янсакасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни — 1992 çулхи раштав, 7, Шупашкар, Чăваш Ен), — чăваш сăвăçи, çыравçи, драматургĕ, тишкерӳçи.
Аркадий Ĕçхĕл | |
Çуралнă вăхăт: | 1914, нарăс, 10 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Янсакасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Ен) |
Вилнĕ вăхăт: | 1992 çулхи раштав, 7 |
Вилнĕ вырăн: | ШупашкарЧăваш АССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçи, çыравçи, драматургĕ, тишкерӳçи |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Чыславсем: | |
СССР ÇП пайташĕ (1937 ç.), «Хисеп Палли» тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденсемпе хисепленĕ. [1][2]
1914 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Янсакасси ялĕнче çуралнă.
1928 çулта Тутарстанри Сиктĕрмери сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, Чистайри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ, партипе комсомол ĕçĕсенче вăй хунă. Çав вăхăтрах Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ.
1932 çулта Шупашкара куçса килнĕ. 1934-1940 çулсенче А. Эсхель «Канаш» хаçатра ĕçленĕ. 1940 çулта ăна Чăваш Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертӳçне суйланă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче А. Эсхель «Чăваш коммуни» хаçат редакторĕн çумĕ пулнă, çав вăхăтрах «Илемлĕ литература» альманаха редакциленĕ.
1950-1952 çулсенче вăл — Чăваш АССР Министрсен Канашĕн çумĕнчи ӳнер ĕçĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ, ун хыççăн — «Ялав» журнал тĕп редакторĕ. 1947 çулта ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма суйланă.
1992 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче вилнĕ.
Пурĕ 50 кĕнеке патнелле тухнă:
Унăн сăввисем çине композиторсем нумай юрă хунă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.