Хусан метрополитенĕ (тут. Казан метрополитены, Qazan Metropolitenı) — Хусан çĕр айĕнчи чукун çулĕн (метрополитен) чукун йĕркелĕхĕ (Раççей, Тутарстан).
2005 çулхи çурла, 27, Хусанăн пинçуллăхĕ тĕлне ĕçе кĕртнĕ, ку вара СССР араканнă хыççăнхи тунă пĕрремĕш метрополитен пулать. Хусан метрополитенĕ Раççейре çиччĕмĕш, СНГ-ра вунпиллĕкĕмĕш шутланать.
Истори
Хусан метрополитен проекчĕсене 1930-мĕш çулсенчех хатĕрленĕ пулнă. Анчах та Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнипе çак ĕçе кая хăварнă. Метрополитена тавас тесе 1960-мĕш çулсенче аса илнĕ, ун чух хулара пурăну çурчĕсене анлă хăпартма тытăннă. 1979 çулта Хусанта миллионмĕш çын çуралать. Çăна пула та хулара метро çулне хурасси мала тухать: СССР-та метрополитена миллионлă хулара тунă.
Анчах та тăвас ĕçне хатĕрлеме 1983 çулта çеç тапранаççĕ. Пĕрремĕш йĕрĕн маршручĕ малтанхи проекчĕнчи пекех юлнă. Çак маршрут кăнтăр-тухăç Горки районĕсене хула варрипе тата çурçĕр промăçлă зонипе çыхăнтарать, çаплах Мускав тата Авиа тăвакан районсем виттĕр каять. 1988 çулта ĕç пуçланать. Анчах та Мускаври 1991 çулхи асар-писер ĕçсене пула метрополитена манăçа хураççĕ.
Тăвас ĕçĕсем
Хусан метрополитене тăвас ĕç малалла тăсассине Раççей президенчĕ Борис Ельцин 1996 çулта уçса парать, укçине уйăрса парасси 1997 çулта тапранать.
Метро ĕçене тĕплĕ тăвасси1997 çулхи çурла, 27 пуçланать. Çĕр айĕнчи туннелсене чакалама 2000 çулхи çу уйăхĕнче пуçлаççĕ.
Станцисене çĕр уçсах «Казметрострой» туса хунă. Тĕп проектировщикĕ — институт «Казгражданпроект», субподряд ĕçне «Ленметрогипротранс» институчĕ[1] хутшăнать.
Каçăсем
Хусан метрополитенĕ Викиампарта? |
Асăрхавсем
Wikiwand in your browser!
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.