From Wikipedia, the free encyclopedia
Хамăрьял — ентешсене хисеплесе, юратса калакан сăмах. Çавна май ку сăмахпа тĕрлĕ чухне бренд евĕр усă курас йăла та пур. Çавăн пек тĕслĕхсене черетлесе тухăпăр:
Кунашкал тĕслĕхсене вĕçĕ-хĕррисĕр тăсма пулать.
Хамӑр ял та хамӑр ял тетпӗр.... Ҫав вӑхӑтрах ку ӑнлава хӑшӗсем мӑшкӑлламалли япала туса хурас текенсем те пур иккен. Уйрӑм халӑхсене юри машкӑллама ӑсталанӑ сӑмахсене этнофолизм теҫҫӗ. Анчах та тӗнчере "хамӑр ял" текен этнофолизм ҫук.
Тӗнчере "хамӑр ял" этнофолизм ҫуккине чылайӑшӗ ӑнланать-ха ӗнтӗ.
Анчах та О. С. Коробкова ҫырнӑ <<МАРКЕРЫ ЯЗЫКА ВРАЖДЫ В НОМИНАЦИЯХ ЭТНИЧЕСКОЙ ПРИНАДЛЕЖНОСТИ: СОЦИОЛИНГВИСТИЧЕСКИЙАСПЕКТ>> статья кун ҫути курнӑ[13]. Унта ак çапла каланисем пур:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)4.Заимствование: хамар (ял) (от чувашского хамӑрял «земляк, односельчанин») – необразованный чуваш, деревенщина;<Куçару: 4.Йышăнни: хамар (ял) (чăваш чĕлхинчи хамӑрял «земляк, односельчанин» тенинчен) — пĕлÿсĕр чăваш, ялллăхри çын;>
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)2) представители коренных народов России, особенно в национальных республиках (хамары необразованные чуваши);<Куçару: 2) Раççейри тĕпри халăхсен çыннисем, уйрамах нацилле республикăсенче (хамар пĕлÿсĕр чăваш);>
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)1) распространенные в национальных республиках России и относящиеся к представителям национальных меньшинств: мамбет (Якутия), хамар (ял) (Чувашия), и т. д.;<Куçару: 1) Раççейри нацилле республикăсенче сарăлнăскерсем тата нацилле çумйышсем патне пырса тивекенсем: мамбет (Яккутьен), хамар (ял) (Чăваш Ен)>
Вӑт ҫакнашкал япаласемпе тӗлĕнтреҫҫӗ пире паянхи "ӑславҫӑсем"! Тата тепӗр хут калама тивет: Тӗнчере "хамӑр ял" текен этнофолизм ҫук! Халь вара ӑнлантарса парас мӗншӗн ҫапла иккенне.
"Хамăрьял" тенине чăн-чăн пурнăçра çынсем пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне пейоративлă пĕлтерĕшпе усă курнине никам та ниçта та тупса палăртман. Анчах та вăл, çавнашкал пĕлтерĕшлĕ çав сăмах Интернетри анонимсен форумĕсенче пур. Вăт çакăнпа, чăн-та, килĕшме пулать. Акă мĕн çыраççĕ пĕр статьяра[18]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Анализ текстов комментариев на русском языке к публикациям в интернетгазетах, которые содержат информацию об общественно-политической ситуации и во всей полноте отражают языковую картину и мировоззрение носителей русского языка, проживающих на территории Чувашской Республики, показал, что в настоящее время достаточно активно происходит процесс освоения русским языком ряда лексических единиц чувашского языка. В данную группу слов входит и лексема хамӑр ял<Куçарусем: Интернетхаçатсенчи публикацисем тата вĕсен тĕлĕшпе вырăсла панă комментарисен тексчĕсем пĕрлĕх-политика лару-тăрăвне кăтартаççĕ, çавăн пекех вырăс чĕлхин Чăваш республикинчи усравçисен тĕнчекурăмне, чĕлхе тăрăмне палăртаççĕ. Вĕсене тишкерни çакна кăтартса пачĕ: хальхи вăхăтра самаях активлăн вырăс чĕлхи чăваш чĕлхинчи лексикăлла пĕрчĕсене "алла илесси" пырать. Унашкал лексемăсен ушкăнне хамăр ял та кĕрет.>
Статья авторĕсем ак çапла пĕтĕмлетÿ тăваççĕ:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Таким образом, исследование показало, что в настоящее время происходит сложный языковой процесс заимствования русским языком новой лексической единицы на базе прототипа чувашской лексемы хамăр ял, завершением которого будет создание нового слова, характеризующегося фонетическими, семантическими изменениями и грамматической оформленностью по законам языка-реципиента.<Куçару: Çапла вара тĕпчев çакна кăтартса пачĕ: хальхи вăхăтра, чăваш чĕлхинчи хамăр ял лексемăн прототипла никĕсĕ çинче, вырăс чĕлхи çĕнĕ лексикăлла пĕрчĕ йышăнас кăткăс процесс пырать; вăл вĕçленнĕ майăн, — фонетикăлла, семантикăлла улшăнса тата грамматикăлла тытăмланса, — çĕнĕ сăмах йĕркеленĕ.>
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.