Асăннă тăрăха çапларах чикĕлесе тухма пулать. Çурçĕр енче — Тилçе шывĕ. Кăнтăр енче — Чăнлă шывĕ. Хĕвелтухăç енче — Сĕве. Хĕвеланăç енче кун пек уçăмлă чикĕ çук, анчах та пурпĕрех унта хутлăха хăш ялсем кĕнипе кĕменни паллă (калăпăр, Чăваш Шемĕршел кĕмест).
Хальхи вăхăтра Тăхăрьялти ялсе шучĕ тăххăр мар, ытларах. "Тăхăрьял" ятлă кĕнекеавторĕГригорий Тимофеев вăхăтĕнче те (XIX ĕмĕр вĕçĕ, XX ĕмĕр пуçламăшĕ) çав ялсен шучĕ тăххăртан ытларах пулнă. "Тăххăр" тесе палăртнă йышăн пĕр варианчĕ вара ак çапларах: Элшел, Таккавар, Раккасси, Чăваш Киштекĕ, Пимĕрсел, Пӳркел, Хирти Кушкă, Кивĕ Мертлĕ, Чăваш Саркамăш. Тепĕр вариантра, Чăваш Саркамăшне Кивĕ Пăрăнтăкăн уйрăлми пайĕ тесе шутланă май, юлашки ята Шемекпе улăштарнă.
Çавăн пекех унта тутарсем çеç пурнакан Тутар Пимĕрсел ялĕ пур. Кивĕ Пăрăнтăк тахçан вырăсялĕ шутланнă-ха та, анчах хальхи вăхăтра унта вĕсен йышĕ чăвашсенчен сахалтарах — Чăваш Саркамăшне шута илмесен те.
Ялсенчи çынсем тĕрлĕ ĕçпе, вăл шутра сахăр кашманĕ çитĕнтерессипе, пурăнаççĕ.
Унччен пулнă, анчах паян çук ялсем
Этремен (Элшелпе пĕрлешсе кайнă), Чапăрлă, Вырăс Саркамăш, Кĕреп, Карл-Маркс (Раккассинчен уйрăлса тухса ларнă ял).
Тăваткаллатса фон тунă шкул тетрачĕсене шакмакла тетрадь теççĕ.
"Сăрлас" теес вырăнне ытларах "пĕветес" теме тăрăшаççĕ.
Вăхăта палăртнă чухне "сехет" вырăнне ытларах "час" русизмпа усă курас туртăм пур; çапах та вăхăта палăртмалли прибора (хронометра) пурпĕрех "часси" мар, "сехет" теççĕ.
Иккĕленĕве "пуль" сăмахпа мар, ытларах -тăр, -тĕр татăкпа палăртма тăрăшни.
Талăкри минутсене çитес сехет çумне çыпăçтарма тăрăшни: пилĕк сехет те пилĕк минут мар, улттăмăшне пилĕк минут теççĕ.
"Кĕçĕр" вырăнне ытларах çĕркке теççĕ.
"Çăраççи" вырăнне ытларах уçкă теççĕ.
Салам сăмахĕ вырăнне — Авансем-и! (Танлаштарăр: Аван-и?).
Пĕрлĕх ĕçĕнче, политикăра, хуçалăх-тăвăмлăха ертсе пырассинче палăрнисем
Вериялова М.М. Тăхăрьял çыравçисем (9-мĕш класра суйласа вĕренмелли курс программи) — "Народная школа" — "Халăх шкулӗ" журнал, 2012, 3№, С.39.
Чуваши Присвияжья: история и культура: [монографическое исследование] / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук; [А. П. Васильева и др.; под ред. В. П. Иванова, Г. Б. Матвеева]. - Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2015. - 303 с.: ил., портр., табл.; 24 см. - (Чуваши в современном мире: история и культура). Библиография в конце глав. - 1000 экз. ISBN 978-5-7670-2303-5