![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/9/9d/Yakut_and_Dolgan_languages.png/640px-Yakut_and_Dolgan_languages.png&w=640&q=50)
Якут чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Якут чĕлхи (якут. саха тыла) — тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕрекен, якут халăхĕн чĕлхи. Эвенк, монгол тата ытти чĕлхесемпе юнашар пулнă пирки фонетикăра, лексикăра тата грамматикăра ытти тĕрĕк чĕлхисенчен нумай уйрăмлăхсем аталаннă.
Краткие факты Якут чĕлхи, Классификаци ...
Якут чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | саха тыла |
Патшалăхсем: | РФ |
Регионсем: | Саха (Якути) Республики |
Официаллă статус: | ![]() |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
: Тюрк семьи
| |
Çырулăх: | кириллица (Якут çырулăхĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | — |
ISO 639-2: | sah |
ISO 639-3: | sah |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Закрыть
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/9/9d/Yakut_and_Dolgan_languages.png/640px-Yakut_and_Dolgan_languages.png)
Пĕтĕмпе 456 пин патнелле ку чĕлхе çинче калаçать. Ытларах енĕпе ку чĕлхепе калаçакансем Якутинче пурăнаççĕ. Якутинче, сăмахран каласан, вăл вырăс чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутне кĕрет. Çавăн пекех якут чĕлхипе калаçакансем Амур тата Магадан облаçĕсенче, Сахалинра, Таймырта тата Эвенкире пур.