![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/57/%25D0%2598%25D0%25BB%25D1%258C%25D0%25BC%25D0%25B8%25D0%25BD%25D1%2581%25D0%25BA%25D0%25B8%25D0%25B9.jpg/640px-%25D0%2598%25D0%25BB%25D1%258C%25D0%25BC%25D0%25B8%25D0%25BD%25D1%2581%25D0%25BA%25D0%25B8%25D0%25B9.jpg&w=640&q=50)
Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ (тутарла Казан үзәк керәшен-татар мәктәбе) — Ильминский Николай Иванович тăрăшнипе 1863-мĕш çулта Хусан хулинче никĕсленнĕ[1] вĕрентевçĕсем те хатĕрлекен вăтам шкул. Вăл 1918-мĕш çулччен ĕçленĕ. Анчах ăна ун чух хупман, ятне çеç çĕнĕрен панă, тата, паллах, тĕллевĕсене улăштарнă.
Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ | |
Никĕсленĕ | 1863 |
---|---|
Хупнă | 1918-1930 |
Директор | Тимофеев Василий Тимофеевич (тутарла Бәчели Тимофеев ) |
Тĕс | Вăтам пĕлӳ паракан тата вĕрентевçĕсем те хатĕрлекен шкул |
Адрес | Хусан хули |
Телефон | Work— |
50 çул (1863-1913) хушшинче унта мĕнпурĕ 4454 арçын ача тата 1885 хĕрача вĕреннĕ. Анчах та вĕсенчен пурте вĕрентевçĕ пулса тухнă теме çук. Вĕрентевçĕ пулса тухнисен шучĕ: арçын ачасенчен — 636, хĕрачасенчен — 260. 1914-мĕш çул тĕлне унтан вĕренсе тухнисенчен 398 çын вĕрентевçĕре ĕçленĕ, 167 çын сăваплăхçă пулнă[2].
Вĕренкенсен йышĕнче тутарсем çеç мар, ытти халăх çыннисем те пулнă. Вăл шутра — чăвашсем те. Анчах та ку ыйтăва халлĕхе лайăхах тĕпчемен.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/57/%D0%98%D0%BB%D1%8C%D0%BC%D0%B8%D0%BD%D1%81%D0%BA%D0%B8%D0%B9.jpg/320px-%D0%98%D0%BB%D1%8C%D0%BC%D0%B8%D0%BD%D1%81%D0%BA%D0%B8%D0%B9.jpg)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/7/77/%D0%A2%D0%B8%D0%BC%D0%BE%D1%84%D0%B5%D0%B5%D0%B2_%D0%92%D0%B0%D1%81%D0%B8%D0%BB%D0%B8%D0%B9_%D0%A2%D0%B8%D0%BC%D0%BE%D1%84%D0%B5%D0%B5%D0%B2%D0%B8%D1%87_%281836_-_1895%29.jpg/320px-%D0%A2%D0%B8%D0%BC%D0%BE%D1%84%D0%B5%D0%B5%D0%B2_%D0%92%D0%B0%D1%81%D0%B8%D0%BB%D0%B8%D0%B9_%D0%A2%D0%B8%D0%BC%D0%BE%D1%84%D0%B5%D0%B5%D0%B2%D0%B8%D1%87_%281836_-_1895%29.jpg)