From Wikipedia, the free encyclopedia
Раççей (выр. Россия) е Раççей Федерацийĕ, кĕске РФ (выр. Российская Федерация) — Тухăç Европăри тата Çурçĕр Азири патшалăх. Раççей — тĕнчери чи пысăк патшалăх, унăн территорийĕ тĕнчери йышăннă чикĕсенче 17098246 км²[1].
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле. |
Россия Раççей Федерацийĕ | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Мускав | ||||
Чи пысăк хула | Мускав | ||||
Президент | Улатимĕр Путин | ||||
Премьер-министр | Михаил Мишустин | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
1 вырăнта 17 125 191 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2023) - Йышлăхĕ |
7 вырăнта 146 447 424 8,55/км² | ||||
Валюта ячĕ | (RUB) | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +02 пуçласа +12 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Раççей гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | .ru, .su, .рф | ||||
Тел. префиксĕ | 7 |
Раççей Федерацийĕ вунпĕр сехет тăрăхĕнчен тăрать, вăл вунтăватă çĕршывпа чикĕленет. Пурăнан халăх йышĕпе тĕнчере тăххăрмĕш вырăн йышăнать. Чи пысăк тата тĕп хули — Мускав. Патшалăхри тĕп культура хули вырăнĕнче Санкт-Петербург шутланать, халăх йышĕпе вăл иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ытти пысăк[2] хуласем: Çĕнĕ Çĕпĕр, Екатеринбург, Хусан, Чулхула, Челепи, Красноярск, Самар, Ĕпхӳ, Тан-çинчи-Ростов, Омск, Краснодар, Воронеж, Перĕм, Волгоград.
Çĕршывăн мĕнпур çĕрĕсенчи патшалăх чĕлхи — вырăс чĕлхи, хăшпĕр регионсенче хăйсен патшалăх тата официаллă чĕлхесем. Укçа виçи — раççей рублĕ.
РФ — тĕрлĕ этнос тата культура нумайлăхлĕ Нумай нациллĕ патшалăх[3]. 2010 çулта пурăнан халăх çырса тухнипе, çав шутрах Крым тата Севастополь (2014 çул хыççăн), çĕршывра 190 ытла национальнăç пуррине палăртнă, вĕсен хушшинче вырăссем — 80 %, вырăс чĕлхипе 99,4 % ытла раççейсем калаçаççĕ[4]. Пурăнан халăхăн чылайрахăшĕ (75 % яхăн) православи тĕн йăлине тытса пурнать[5], çакна пула Раççей тĕнчери чи нумай йышлă православиллĕ çĕршыв шутланать.
Раççей — федерациллĕ президент-парламент республики. 1999 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнченпе (2008—2012 çулсенче Дмитрий Медведев президент пулнă) РФ президенчĕн вырăнне Владимир Путин йышăнать. 2020 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнченпе правительство председателĕ — Михаил Мишустин.
Раççей 18 патшалăхсемпе чикĕленет (вунулттăшĕпе — çĕрпе, те иккĕшĕпе — тинĕспе). Раççей йышне унăн конституципе 89 субъектсем кĕреççĕ, вĕсенчен — 48 облаç, 24 республика, 9 край, 3 федераллă пĕлтерӳпе хула, 4 автономиллĕ округ тата 1 автономиллĕ облаç. Пĕтĕмпе çĕршывра 157 пин пурăнан вырăнсем[6].
Раççей — ядерлă патшалăх[7][8]. Космос патшалăхсенчен пĕрри[9][10]. Раççей ПНО Хăрушсăрлăх Канашне ялах хутшăнакан, вето правипе кӗрет. Çавăнпа, Раççей нумай тĕнчери организацисенче пур: ПНО, G20, ЕАЭП, ППП, КХКО, ТСО, OSCE, SCO, APEC, БРИКС, ТОК тата ыттисем.
1991 вĕçĕнче ССРП арканăвĕ хыççăн тĕнчери пĕрлешӳ Раççее ССРП-н тĕпкĕчĕ пекех йышăннă.
2021 çулхи ШПП-н калăпăшĕ (номиналлă) — 1,8 трлн доллар, Раççей унта 11-мĕш вырăнта вырнаçнă (анчах ИПП-пе 6-мĕш вырăнта).
Раççей вунтăваттă ирĕклĕх (ПНО-çĕршывсен нумайрахăшĕ йышăннă) патшалăхĕсемпе чикĕленет.
çавăн пекех Раççейĕн тинĕс чиккисем пур.
Миллион ытла çын çак хуласенче пурăнать: Мускав, Санкт-Петербург, Çĕнĕ Çĕпĕр, Екатеринбург, Хусан, Чулхула, Челепи, Красноярск, Самар, Ĕпхӳ, Тан-çинчи-Ростов, Омск, Краснодар, Воронеж, Перĕм, Волгоград.
Раççейре 143,8 млн. çын, ытларахăшĕ, 4/5 пайĕ Европа енĕнче пурăнать: вырăссем (79,8 %), тутарсем (3,8 %), украинсем (3 %), чăвашсем (1,2 %), пушкăртсем (0,9 %), чеченсем (0,9 %), эрменсем (0,8 %)[12]. Хула çыннисем 73%.
Раççей Федерацийĕ — нумай нациллĕ çĕршыв. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Раççейри халăхсем 176 чĕлхепе калаçаççĕ. Вĕсен кашнин хăйсен историйĕ, шăпи, аталану çул-йĕрĕ, пуласлăхĕ.
Генеалоги енчен (пулса кайни, хурăнташлăх енчен) илсессĕн Раççей халăхĕсен чĕлхисем тĕрлĕ чĕлхе çемйине кĕреççĕ: инди-европа, алтай, ибери-кавказ, урал, палеоази. Кашни чĕлхе çемйи каллех уйрăм ушкăнсене пайланать.
Раççей Федерацийĕ Раççей кун-çулĕ | |
---|---|
Авалхи славянсем, руссем IX ĕмĕр
Пĕрлешĕвĕ: XIV—XVI ĕмĕрсем | 1922 Аркану: XII ĕмĕр | 1917 | 1991 | |
Раççей кунçулĕн тапхăрĕсем[13]:
Раççей Федерацийĕ 89[18] субъектсенче пайланă. РФра 6 субъект тĕсĕ пур. Ку 24 республика, 9 ен, 48 облаç, 4 автономи тăрăхĕ, 1 автономи облаçĕ тата 3 федераллă пĕлтерĕшпе хула.
РФре 8 федераци тăрăхĕсем пур. Кашни тăрăхра президент элчи пур.
Раççей Федерацинче 12[21] экономика районĕ пур. Калининград облаçĕ ку уйрăм экономика район, пĕр субъект унăн тытăмĕнче[22].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.