Петĕр Хусанкай
From Wikipedia, the free encyclopedia
Петĕр Хусанкай (чăн ят Хусанкай[2] Пётр Петрович, çуралнă чухнехи хушамат Казанков) (1907, кăрлач, 22 Сиктĕрмe (халĕ Сиктĕрме-Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкел районĕ), Хусан кĕпĕрни — 1970, пуш, 4 Шупашкар, Чăваш АССР) — сăвăç, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач.
Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Суя ятсем: ...
Петĕр Хусанкай | |
Пётр Петрович Хусанкай | |
Çуралнă чухнехи ят: | Пётр Петрович Казанков |
---|---|
Суя ятсем: | Петĕр Хусанкай, А.Сувар[1] |
Çуралнă вăхăт: | 1907, кăрлач, 22 |
Çуралнă вырăн: | Сиктĕрме ((халĕ Сиктĕрме-Хуcанкай ялĕ), Сăпас уесĕ, Хусан кĕперни, — халĕ Элкел районĕ, Тутарстан) |
Вилнĕ вăхăт: | 1970, пуш, 4 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен |
Гражданлăх: | ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ, литература тишкерӳçи, публицист, тăлмач |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Парнесем: | Чăваш халăх сăвăçĕ (1950) |
Чыславсем: | |
Закрыть
Хусанкай хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Казанков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх сăвăçи (1950). К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх парнин лауреачĕ (1967), Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парнен лаурeачĕ (1969).
Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕсен депутачĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех РСФСР тата СССР ÇП правленин пайташĕ пулнă.
Вера Кузьминична Кузмина мăшăрĕ, Атнер Петрович Хусанкай ашшĕ.